Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе малашлăха шанчăклăн пăхса

25 января 2006 г.

 

Владислав Данилов: «Выртакан чул айне шыв юхмасть». Сывлăх пулсан, ыттине укçалла туянма пулĕ», тетпĕр те хамăр сăмахăмăрсемпе сывлăх хуралçисенобществăри пĕлтерĕшне пĕр харăсах малти вырна кăларатпăр. Рынок хутшăнăвĕсем аталаннă май пирĕн хушăмăрта та çĕнĕ  технологисем вăй илсе пынă вăхăтра районти медицинăн çĕнĕ тапхăрти утăмĕсемпе паллашни кашни вулаканшăнах интереслĕ пулмалла. Мĕнле чирсене эпир район тулашне тухмасăрах сиплеме пултаратпăр-ха, хш диагнозсене эпир районтах лартайратпăр, мĕнле пулăшу пирĕн алă айĕнчех; Çак ыйтусем çине хурав шыраса «Районти тĕп больница» муниципаллă сывату учрежденийĕн тĕп врачĕпе Владислав Григорьевич Даниловпа çыхăнтăмăр. Хамăр калаçупа халĕ Сире паллашма чĕнетпĕр, хисеплĕ вулаканăм.

- Владислав Григорьевич, иртнĕ çул Эсир районти политика пурнăçĕнче хăйне евĕр çĕэнĕ картлашка çине пусрăр та профессиллĕ ĕçĕр те ÿсĕмсĕр юлнăн туйăнмасть. Районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ пулса тăнă май хăвăр ертсе пыракан «Районти тĕп больница» мцуниципаллă сывату учрежденийĕ 2006 çулхи çĕнĕлĕхсене хатĕрленсе çитнине епле хаклатăр;

- Калаçăва чĕннĕшĕн тавтапуç. Сăмахăма çакăнтан пуçлас килет. Çулталăк пуçламăшĕ ку таранччен мĕн пурнăçланине пĕтĕмлетессипе тата умри малашлăх çулĕсене палăртасси-уçăмлатассипе çиччĕ виçсе пĕрре касмалли чи меллĕ вăхăт. Халăх сывлăхне сыхлас ĕç сферинче мĕн-мĕн пурнăçлама ĕлкĕртĕмĕр-ха эпир иртнĕ çул, хăш çĕнĕлĕхсене алла илтĕмĕр, мĕн туса çитереймерĕмĕр, мĕнле тĕллевсем тăраççĕ çĕнĕ çулта, пурнăçлайăпăр-ши вĕсене; Çак ыйтусем паян районти кашни сывлăх хуралçинех канăçсăрлантараççĕ.

Сăмахăм анлăшнех кĕрсе каиччен хам енчен, сывлăх хуралçисенчен тата районти депутатсен Пухăвĕ ячĕпе район çыннисене Çĕнĕ 2006 çулпа саламлатăп, ума лартнă çĕнĕ тĕллевсене пурнăçа кĕртме ăнăçу, пуçаруллă хастар ĕç сунатăп. Районăн тĕп врачĕ пулнă май 2005 çулти Муркаш Енри сывлăх хуралçисемшĕн те, район çыннисемшĕн те пĕтĕмĕшле начар пулманнине, сывлăх хуралĕ малалла çул хунине палăртассăм килет. Маларах шутласа хунисен пысăк пайĕ пурнăçа кĕчĕ те эпир татах та ытларах тума пултарнине кăтартрĕ.

Районти  депутатсен Пухăвĕн председателĕ пулнă май депутатсен ку суйлавĕнчи корпусĕ те район çыннисен сывлăхне иккĕмĕш вырăна хăвармасса шанатăп. Сывă çын вара экономикăна вăйлатать, пурлăх базине тĕреклетет. Сывлăх хуралçисем çак çулпа кайма хатĕр. Пюлтĕр районти сывлăх хкралçисен йышне çамрăксем чылай хутшăнчĕç. Вĕсенчен 6-шĕ-врачсем. Çамрăк специалистсем пурте хамăр районтан пулни паха, вăл пире уйрăмах тĕрек кÿрет, мĕншĕн тесен хамăр ентеш специалистсем пирĕн çулран çул малалла утма пулăшнипе пирĕн практика çирĕпленсе пырать. Çапла вара унчченхи ырă йăлана пăсмасăр пĕлтĕр те райцентрти Культура çуртĕнче коллектива килнĕ çамрăк специалистсемпе сывоăх хуралĕн ветеранĕсен пĕрлехи тĕлпулу каçне ирттертĕмĕр. Каламалла, çамрăк специалистсемпе тĕллевлĕ çĕленĕрен районта сыватупа прфилактика медучрежденийĕсене медицина çĕченĕсемпе тивĕçтерес ĕçе вĕçлерĕмĕр. Халĕ умри тĕллев-сывлăх хуралçисене йĕркеллĕ соцаллă е йăла условийĕсемпе тивĕçтересси.

- Кунта район администрацийĕпе, Чăваш  Респубоикин  Сывлăха сыхлас ĕç министерствипе,  Чăваш  Ресрубликин  Правительствипе,  Президент  Администрацийĕпе, ытти патшалăх структурисепе тачă çыхăнса ĕçлени пысăк вырăн йышăнать-тăр; Ахальлĕн пĕччен хулă хуçăлать-çке.

-Пĕччен хулă теипе килĕшмесĕр тăма çук. Çакна шута хурса йĕркелесе ыпратпăр та ĕнтĕ кулленхи ĕçĕмĕрсене. пулăшуçăсем çинчен калас пулсан, кунта уйрăим ырă сăмахсем район администрацине пырорса тивеççĕ. Унпа йĕркеленĕ ĕçлĕ те малашлăхлă пуçарусем çĕнĕ плансем çуратаççĕ. Вĕсем  Чăваш  Республикин  Сывлăха сыхлас ĕç министерствин утăмĕсепе пĕр килсе пыни, ЧР  Правительствипе  Президент  Администрацийĕн аталану çулĕнчен юлманни иртнĕ çул 1992 çулта тума пуçланă Йуçкасси больницин строительствине çĕнĕрен пуçласа кĕске вăхăтра ăна хута яма май пачĕ. Больницăна хальхи медицина оборудованийĕпе, сĕтел-пуканпа пурĕ пĕр миллиона яхăн тумлантарма май килчĕ. Ку вăл район çыннисемшĕн пысăк парне пулни пирки иккĕленÿ çук. Пĕтĕм тĕнчери аталану банкĕ урлă больница пурлăхне ÿстересси паян малалла пырать.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика