25 января 2006 г.
Муркаш районĕнче пултаруллă çынсем пурăннине эпир лайăх пĕлетпĕр. Пирĕн районта çуралса ÿснĕ çынсем кирек ăçта пулсан та ырă ята тивĕçеççĕ, вĕсемшĕн никамăн та пит хĕрелмĕ.
Çак кунсенче Муркаш районне Краснодар крайĕнчи Куликово ял округĕн администрацийĕн пуçлăхĕнчен А. А. Грищенко юлташран çыру килнĕ.
Вăл унта пирĕн ентеш, Çĕньял Муркашра çуралса ÿснĕ Р. Н. Самойлик (Семенова) пирки ăшшăн çырса пĕлтернĕ.
Римма Ниловна Кубань тăрăхне Муркашран 1972 çулта пынă. Дон çинчи Ростов хулинче культпросвет училищĕне пĕтернĕ хыççăн Краснодар крайĕнчи Куликово хуторĕнчех пурăнма юлать, кунтах ĕçлеме пуçлать.
Училище пĕтернĕ хыççăн Р. Н. Самойлик «Россия» колхозра художник пулса ĕçленĕ. 1979 çулта ялти библиотекăра тăрăшма пуçланă. 1984 çулта ăна ертсе пыма тытăннă. Тĕп ĕçĕнче вăй хунипе пĕрлех обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнать вăл.
Риммма Ниловна хастарлăхĕшĕн Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене сахал мар тивĕçнĕ. 2005 çулта вара унăн ĕçне Краснодар крайĕн губернаторĕ А. Н. Ткаченко пысăк хак панă. Р. Самойлика «Кубань культурин тата тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята панă.
Риммма Ниловнăпа Юрий Витальевич Самойликсем хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ.
Виталий ывăлĕ И. Н. Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ, хăй çуралнă вырăнсене манмасть вăл, çыхăну тытать.
Самойликсен çемйи район тата вырăнти администраци ертÿçисем хушшинче те, хуторта пурăнакансем хушшинче те пысăк авторитетлă. Хисеплеççĕ вĕсене кунта.
Куликово хуторĕнче тĕрлĕ халăх çыннисем пурăнаççĕ иккен: вырăссем, украинецсем, армянсем, азербайджансем, белоруссем, мордвасем тата чăвашсем 30 çын. Вĕсен хушшинче те Римма Ниловна пысăк хисепре. Чăннипех мăнаçланатпăр эпир унпа.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"