25 января 2006 г.
Обществăра экономика лару-тăрăвĕ аталаннă вăхăтра тарăн пĕлÿ кăна ăнăçусен çулне уçнине пирĕнтен кашниех лайăх ăнланать. Ăнланасса ăнланатпăр-ха та, анчах час-часах ĕçне тума васкамастпăр тăкаксен сăлтавне хамăртан айкалла сирсе ăна «юттисенче» шыратпăр.
«Вĕлле хурчĕ ылтăн хурт»,-тетпĕр эпир пыл çиме тăрсан. Анчах çав ылтăн хурт та хăйĕн патне пысăк тимлĕх ыйтать. Ку вăл пĕр кунта мар, çулталăкĕпех пурнăçламалли ĕç. Хĕл кунĕсем, авă, тухăçлă пыл илме çанă тавăрса вĕренмелли вăхăт. Çакна шута илсе республикăри Ял хуçалăх министерствин хурт-хăмăр агенстви февраль уйăхĕнче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи утарçăсемпе, ялта пыл хурчĕ тытакан уйрăм çынсемпе Шупашкарта агропромышленноç комплексĕнче ĕçлекенсен квалификацине ÿстерекен институтра уйăхлăх вĕрентÿ ирттерет. Вĕрентÿ тÿлевлĕ: 600 тенкĕ. Вĕренекенсене пурăнма общежитире вырăн параççĕ.
Çак вĕренÿрен пыл хурчĕ усрама юратакансем пăрăнса юлмасса шанатпăр. Пĕлÿ тупăш никĕсĕ пулнине манар мар.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"