18 января 2006 г.
Ĕмĕр ирттересси уй урлă каçасси мар. Кашни çыннăн пурнăçĕ пĕрешкел килмест. Хальхи вăхăтра çакă уйрăмах лайăх палăрать. Çак тапхăрта вара ырă кăмăл, çынна пулăшма тăрăшни уйрăмах малти вырăна тухса тăраççĕ.
2005 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи январь уйăхĕ вĕçлениччен ыр кăмăллăх марафонĕ пырать. Ăна сахал тупăшлă , нумай ачаллă çемьесене тата тăлăх ачасене пулăшас тĕллевпе ирттереççĕ.
«Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафон пуçланнăранпа уйăх иртрĕ. Мĕнле ĕçсем туса ирттернĕ районта çак тапхăрта; Çакăн пирки каласа пама ыйтнă хаçат сотрудникĕ А. Чернова ЧР Сывлăха сыхлас ĕç министерствин Муркаш районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçинчен Н. П. Петроваран.
- Ыр кăмăллăх марафонĕ вăхăтĕче кашни ял поселенийĕнчех чылай ĕçсем туса ирттернĕ, ачасем валли çĕнĕ çул елкисем йĕркеленĕ. Шомикри, Муркашри ача-пăча библиотекисенче çак ятпа кĕнекесен выставкине хатĕрленĕ. Çатракасси, Турай, Йуçкасси ял администрацийĕсенче усă курнă япаласене пухса ăнăçсăр çемьесене валеçсе панă.
Марафон вăхăтĕнче ачасене пулăшма спонсорсем пĕтĕмпе 20740 тенкĕ панă.
- Камсем ытларах пулăшнă-ха вĕсене;
- Ильич яч. хис. хуçалăх- 1640 тенкĕ, Мăн Сĕнтĕр ял поселенийĕнчи «Рассвет» АФ» ООО, «Нива» хуçалăх, кунти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, Мăн Сĕнтĕр райповĕ, «Моргаушагропромснаб» предприяти, «Сундырь-хлеб» ООО, Муркашри тĕп больница -500 -шер тенкĕ, Муркаш райповĕ 1000 тенкĕ панă.
- Уйрăм çынсем, предпринимательсем ыр кăмăллăх марафонне хутшăнчĕç - и;
- Çапла. Вĕсене те манăн паян тав туса ятранах асăнса хăварас килет. Акă, районти О. Б. Николаев предприниматель -360 тенкĕ, В. Г. Васильев, В. А. Гаврилов, Г. М. Мазикова -500-шер тенкĕ, В. И. Вязов депутат - 1000 тенкĕ, В. А. Вязов - 1500 тенкĕ, Л. В. Николаева - 300 тенкĕ, И. Н. Никитин тата Чапаев яч. хис. хуçалăх ертÿçи В.П. Морозов – 500 тенкĕ, Н.М. Апроськин Муркашри искусствăсен шкулĕн Юнкăри филиалне костюмсем валли - 2000 тенкĕ, А. А. Сидюшкин депутат - 2000 тенкĕ, М. В. Васильев - 2000 тенкĕ, А. Г. Сапожников - 1500 тенкĕ панă. Ильинка ял поселенийĕнчи бюджет учрежденийĕсенче ĕçлекенсем - 840 тенкĕ, Хорнуй поселенийĕнче ĕçлекенсем - 600 тенкĕ панă.
- Çак акци вăхăтĕнче ачасем валли тата мĕнле ĕçсем пурнăçланă;
- Ку тĕлĕшпе кашни ял поселенийĕнче тĕрлĕрен ĕçленĕ. Катькас ял поселенийĕн территорийĕнчи «Муркашри чăх-чĕп фабрики» ГУП Катькас тата Шатракасси культура çурчĕсенче ачасем валли «Расна» ансамблĕн концертне йĕркеленĕ. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Г. Лебедев Калайкасси шкулне елка ирттерме спонсорла пулăшу панă.
Муркаш ял поселенийĕн территорийĕнче те марафон вăхăтĕнче нумай ĕçсем туса ирттернĕ. Искусство шкулĕнче ĕçлекенсем нумай ачаллă çемьесенчи ачасем, тăлăх тата инвалид ачасем валли утренник, Муркаш шкулĕпе лицейра ыр кăмăллăх акцине ирттернĕ. Вĕренекенсем тĕп больницăри реабилитаци центрне кайса унти ачасене пылак çимĕçсемпе хăналанă, теттесем парнеленĕ.Юнкă ял поселенийĕнче ĕçлекенсем искусство шкулĕн кунти филиалне фотоаппарат парнеленĕ т. ыт.те.
- Урăх мĕнле мероприятисем пулнă;
- Марафон вăхăтĕнче район администрцийĕн савăнăçлă йăла-йĕркесен залĕнче инвалид-ачасем тата афганецсен ачисем валли елка ирттернĕ. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. А. Иванов саламланă, çĕнĕ çул парнисене панă.
Акцисене хутшăннисене пурне те чĕререн тав тăвас килет. Çынна ыр туни каялла ырăпах таврăнать. Çавăнпа та марафон вĕçленсен те май килнĕ таран пулăшма кая мар. Ыр кăмăллăх нихăçан та ан иксĕлтĕр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"