18 января 2006 г.
Вăхăта сехете чарнă евĕр чарса лартма çук. Вăл тÿпери пĕлĕт евĕр питĕ хăвăрт шăвать. Иртнĕ çулта ноябрь уйăхĕнче Ача амăшĕсен кунĕ ячĕпе Йÿçкасси ял администрацинчи Вăрманкассинче Чăваш амăшне халалласа тепĕр палăк уçни паян та асрах. Ачине юратса çупăрлакан амăшĕ ларать çав палăк çинче чăн та, ку палăкăн пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Чăн та, ку палăкăн пĕлтерĕшĕ çаа тери пысăк. Вăл çитĕнекен ачасемшĕн те ăс паракан хумхануллă сăнар. «Эпĕ сире юратса ÿстеретĕп, эсир те мана çут тĕнчерен уйрăличчен çала лайăх пăхса усрасса шанас килет», тесе каланăн туйăнать. Паллах, ун пек телейлĕ амăшĕсем пирĕн хушăра сахал мар. Радиопа телевидени те, хаçатсенче те вĕсем пирки нумай пĕлтереççĕ.
Акă, эпĕ хам та Юнкă ял администрацийĕнчи вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашне 10 çул ытла ертсе пынă май вырăнта кам мĕнле пурăннине лайăх пĕлсе тăратăп. Темĕн те курма, илтме тÿр килнĕ мана. Ырри те, усалли те сахал мар пулнă çав шутра.
Çакна çирĕплетме пĕр-икĕ тĕслĕх илсе кăтартас килет. Хăйсем пăхса çитĕнтернĕ ывăлĕсен мăшăрĕсем, кинĕсем, хуньамăшне (иккĕмĕш амăшне) чунтан хисеплесе хăйсен ачисене пăхнă пек пăхакансем пирки каласа парасшăн эпĕ.
Явăлня ялĕнче пурăнакан Лилия Прокопьевна Матюкова вĕсенчен пĕри. 20 çул таран чирлесе вырăнпа выртакан хуньамăшне мунчана йăтса кайса хăйсемпе пĕрлех çăвăнтарнă, кĕпе-тумне, вырăнне те улăштарнă. Хăй çав вăхăтрах колхоз ĕçĕнчен те юлман. Халĕ, мăшăрĕ вилĕн хыççăн, пĕчченех, ачисем хулара пурăнаççĕ. Л.П. Матюкова кăçал 78 çул тултарать. Хăйне кам пăхĕ-ши ватлăхра;
Е тата тепĕр тĕслĕх. Кĕçĕн Чувак урамĕнче пурăнакан Вера Андреевна Канарова вырăс хĕрĕ, вăл Суздаль хулинчен качча килнĕ. 7 ача амăшĕ иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнче 55 çул тултарчĕ. Хуньамăшĕ Вара, ноябрь уйăхĕнче 90 çул тултарнăскер вырăнпах выртать тесен те юрать. Вăл чăваш хĕрарăмне хăйĕн амăшне пăхнă пек хисеплесе пăхса усрать, хура-шурне те тасатать, апат-çимĕçсĕр те лартмасть. Чăннипех те иккĕмĕш амăшне лайăх пăхать çав кин.
Кăпас ялĕнче пурăнакан Александра Егоровна Миронована та асăнмасăр хăварас килмест. Вăл пĕлтĕр 69 çул тултарчĕ. Вăл хăйĕн 95 çулхи хуньамăшне çав тери ăшă кăмăлпа пăхса пурăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Унсăр пуçне çамрăк кинне те хисеплет вăл, мĕншĕн тесен ăна ывăлĕ суйласа илнĕ. Çамрăк çамрăках, унăн пурнăç опычĕ те сахалтарах. Мĕн чухлайманнине пĕлейменнине ăна хуньамăшĕ йăвашшăн каласа вĕрентсе пырать, чун ăшшине те хĕрхенмест. Пурăннă вăхăтра хуньамăшне мĕн кирлипе пуринпе те тивĕçтерме тăрăшать. Хăйĕн ырă тĕслĕхĕпе кинне малашнехи пурнăç валли çул кăтартса пырать. Çакăн пек туслă çемьесем халăхра яланах хисепре.
Пĕрремĕш Май выççăлккинче пурăнакан Нина Егоровна Ятребова пирки те ырăпа асăнмасăр иртер мар. Вăл хăйĕн мăшăрĕн амăшне, 96 çулхи хуньамăшне, хисеплесех пăхать. Ун пирки япăххине нимех те калаймăн. Чăвашсен йăли-йĕркипе мĕн ĕлĕкренех ывăлĕ авланнă чухне хĕр патне евчĕпе пĕрле ашшĕпе ывăлĕ кăна каяççĕ. Амăшĕн вара çураçма та, кин туянма та кайма юраман. Вăл ывăлĕпе кинне кил хапхи умĕнче кĕтсе илнĕ, çавра çăкăрпа тăварпа тата чăкăтпа шурă пир çине антарнă, вĕсене сума суса пил сăмахĕсем каланă. Чĕлÿ-çăвару çу пек çемçе, чĕрÿ хĕвел пек ăшă пултăрччĕ. Килти сăмаха яла кăлармасăр, ялтине киле кĕртмесĕр мĕн ватăличчен пÿрт тулли ача-пăчапа пурăнма ырлăх-сывлăх суннă.
Анчах та пурнăçра тепĕр тĕслĕ те пулать. Çамрăк кинсем мăшăрĕн килне кĕрсенех ăна ÿпкелеме пуçлаççĕ: «Мĕнле-ха сан апу питĕ нумай сĕнÿсем пачĕ, пĕр утăм тăвиччыенех. Эпĕ ун ăсĕпе пурăнма качча тухман», текенсем те сахал мар. Вĕсем мăшăрĕсене тÿрех çапла калаççĕ: «Е апупа пурăн е манпа. Эпĕ тарçă пулма качча килмен».
Чăн та, кун пек амăшĕсем телейсĕрех. Кăкăр сĕчĕпе ÿстернĕ ывăлĕ çын шутне хуманнипе амăшĕн куççулĕ те типмест, ăна апат çиме чĕнекен те çук. Пурпĕрех амăшĕн чунĕ ачи çумĕнчех. Ют çынна тепĕр çемьене тÿрех хăнăхма çăмăл мар. Апла пулин те эпĕ çакна каласшăн, качча каймалли хĕре амăшĕн хăйне мĕнле тытмаллине, ваттисене хисеплемеллине килтех вĕрентмелле.
Ун чухне амăшĕсем хĕрĕпе кĕрÿшĕ, е ют çын патĕнче, е ваттисен çуртĕнче пурăнса чĕрисене ыраттармĕç.
Паллах, пурнăçра чашăк-тирĕк шанкăртатмасăр та пулмасть. Кун пек чухне вара сивĕ сăмах каличчен пĕр-пĕрин чĕлхе çыртни, каçарни вырăнлă пулĕ тетĕп.
Паянхи кинсем пурте ыран хуняма пулмалласкерсем. Çавна асра тытса килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест. Ун чухне пурнăç та ăнса пырĕ. Яла култарса пурăннипе мар, килĕшÿ пуррипе çемьесем халăх хушшинче хисепе тивĕçеççĕ.
Хытă чун-чĕреллĕ, çивĕч чĕлхеллĕ кинсене манăн çапла каласа хăварас килет. Çÿлте асăннă ырă кăмăллă хĕрарăмсенчен тĕслĕх илĕр, хуньямасене ан кÿрентерĕр, çемçе чĕлхеллĕ пулăр. Вĕсен те ватлăх кунĕсем телейлĕ пулччăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"