Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕллехи каникул кунĕсенче

18 января 2006 г.

 

Çĕнĕ çул уявĕсем хыççăн пирĕншĕн кĕтнĕ вăхăт – хĕллехи каникул кунĕсем пуçланчĕç. Ăна ачасем тĕрлĕрен ирттереççĕ: пĕрисем – дагере, теприсем хăнана каяççĕ, виççĕмĕшĕсем килтех усăллă канма майсем тупаççĕ, хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ. Йĕлтĕрпе тата çунашкапа ярăнса, спорт вăййисене хутшăнса, тренировкăсене çÿресе вăй-хал пухни çитĕнекен ачасемшĕн уйрăмах усăллă.

Хĕллехи илемлĕ кунсенче эпĕ те юлташсемпе час-часах йĕлтĕрпе ярăнса килентĕм. Çанталăкĕ сивĕ пулмарĕ, лапка-лапка юр çуса кăмăла çĕклерĕ. Пĕррехинче эпир çемьепе вăрмана кайса килтĕмĕр. Атте, анне, йăмăк тата эпĕ пурте йĕлтĕр çине тăрса çывăхри вăрмана çул тытрăмăр. Кунта хĕлле те аван иккен. Тĕрлĕ чĕрчунсен йĕрĕсене курма пулать. Нумайччен çÿрерĕмĕр вăрманта, асăнмалăх сăн ÿкертĕмĕр.

Тепĕр кунне аннепе тата йăмăкпа хулана экскурсине кайрăмăр. Мĕнле хитре пирĕн тĕп хуламăр, уйрăмах уявсем вăхăтĕнче. Хĕл Мучипе Юрпике те пур çĕрте те тĕрлĕрен. Юртан тунă кĕлеткесем, тĕрлĕ юмахсенчи геройсем пур çĕрте те уява хăт кĕртеççĕ. Каçхине хула урамĕсем татах илемлĕ, тĕрлĕ çутăсемпе çуталса чуна савăнтараççĕ.

Хулара та асăнмалăх сăн ÿкертĕмĕр. Кану вăхăтĕнче «Самый умный» ятлă передачăна пăхма кăмăллатăп, кроссвордсем те шутлатăп.

Халĕ вĕренÿ çулĕн виççĕмĕш чĕрĕкĕ пуçланчĕ. Умра çĕнĕ ĕмĕтсем, тĕллевсем. Чи кирли вара – лайăх вĕренсе тарăн пĕлÿ илесси.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика