Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юмăç яни пуласлăха пĕлме пулăшать-и?

18 января 2006 г.

 

Мĕн авалтан этем хăйĕн пуласлăхне пĕлесшĕн: пĕрисем хапха урлă атă-пушмак переççĕ* теприсем сурăх ури тытаççĕ, виççĕмĕшĕсем вара çут çанталăка, ÿсен-тăрансене, чĕрчунсене сăнаççĕ.

Калайкассисем те Сурхури эрнинче юмăç яма хирĕç мар.

Икерчĕпе юмăç яни

Çитес çул укçа-тенкĕрен çителĕклĕ пулассине е пулмассине пĕлме Сурхурие икерчĕ пĕçермелле. Пĕçерсе пĕтерсен вĕсене икĕ турилкке çине уйăрмалла: пĕрин çинчи икерчĕсене сар çупа сапмалла, теприне – типĕллех хăвармалла. Çакăн пек ĕçсене туса пĕтерсен çемьери чи сумлă çынна икерчĕ çитермелле. Енчен те вăл пĕрремĕш икерчĕне  çу сапнă турилккерен илчĕ пулсан çулталăкĕпех сирĕн çемье енчĕкĕнчен укçа татăлмĕ.

Суханпа юмăç яни

Ялти çынна çанталăк типĕ е йĕпе пулни яланах шухăшлаттарать. Калайкассисем ун пирки пачах та пăшăрханмаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсем Сурхурире суханпа юмăç яраççĕ.

Кăçал çул типĕ е йĕпе пулассине пĕлме пысăк пуç сухан илмелле, ăна вун икĕ пая пайламалла, черетпе хурса тухмалла, кашни пая çулталăкри уйăх ячĕсемпе ят парса тухмалла. Кашнинех тăвар сапмалла. Çапла майпа сухан пайĕсем çĕр каçаççĕ. Тепĕр ирхине сухан сире çулталăк мĕнле пулассине пĕтĕмпех кăтартĕ. Енчен те пĕр-пĕр сухан пайĕ çинчи тăвар йĕпеннĕ пулсан, çав уйăх йĕпе пулать, типĕ пулсан - çав уйăхра çанталăк уяр, хĕвеллĕ пулать.

Пашалупа юмăç яни

Калакасси хĕрĕсем хăйсен пулас мăшăрĕсене тахçанах пĕлеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем пашалупа юмăç яма вĕреннĕ. Халĕ вĕсем хăйсен вăрттăнлăхне сире  уçса парасшăн.

Пулас мăшăра пĕлме питĕ çăмăл иккен. Тăварлă (тăварне шелемелле мар) пашалу пĕçермелле, ăна çывăрас умĕн çимелле. Тĕлĕкре сире кам та кам шыв ĕçтерĕ - çав сирĕн мăшăр пулĕ те.

Вăт çапла Калайкасси ялĕнче пурăнакансем юмăç ярса, пуласлăха пĕлсе пурăнаççĕ, сире те юмăç яма сĕнеççĕ, уйрăмах Сурхурире. Енчен те эсир чăннипех юмăç ярса, мĕн тухни кăмăлсăрлантарчĕ пулсан – ан хурланăр. Пурнăç мĕнле пуласси хамăртан кăна килет. Нимĕнле икерчĕ те, пашалу та, сухан та пуласлăха палăртма пулатараймаççĕ, пултарас та çук!

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика