Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕн çул пĕрех çитет, тенĕ-ши?

18 января 2006 г.

 

Асăрханă ĕнтĕ эсир, кирек хăш уяв умĕн те ăна кĕтсе кăмăл çĕкленет. Çĕнĕ çул умĕн пушшех те. Тĕрлĕ тĕспе çутатакан симĕс чăрăшсем, çĕнĕ çул сĕмĕ кĕнĕ çуртсем çывхарса килекен çĕнĕ çулăн асамлăхне палăртаççĕ: пурăнас килет, чĕрере çĕнĕ ĕмĕт-шанăç çуралать. Чун-чĕре юрланă чух вара ĕç те ăнать. Ахальтен каламаççĕ-вĕт уява кĕтни уявран хăйĕнчен лайăхрах тесе.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн  иртнĕ çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнчи 617-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн районти предприятисемпе организацисем тата учрежденисем хушшинче Çĕнĕ çул уявне хатĕрленсе капăрлатассипе декабрĕн 15-23-мĕшĕсенче конкурс ирттерме йышăннă. Çакна валли ятарлă комисси туса хунăччĕ. Асăннă комисси вырăна тухса предприятисемпе организацисен, учрежденисен Çĕнĕ çула хатĕрленес ĕçне 5 баллă системăпа хакланă.

Иртнĕ çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче асăннă комисси  пĕтĕмлетÿ ларăвне ирттерчĕ. Унăн председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А.Н. Иванов районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен конкурса хатĕрленес тĕлĕшĕнчи ĕçне уйрăммăн хак пачĕ. Çĕнĕ çула хатĕрленсе декабрĕн 15-23-мĕшĕсенче нимĕн те туман предприятисене, организацисене, учрежденисене асăнчĕ. «Восток» чикĕллĕ яваплăхлă общество, 13-мĕш номерлĕ аптека, районти тĕп больница, патшалăх санитарипе эпидемиологи надзорĕн центрĕ, кино кăтартакан предприяти, районти çар комиссариачĕ, «АвтоВАС» автостанцийĕ, районти шалти ĕçсен пайĕ, район сучĕ.

Комисси çапла йышăнчĕ. «Предприятисемпе организацисен тата учрежденисен умĕсене Çĕнĕ çул умĕн илемлетесси» номинаципе 1 вырăна Муркаш райповĕ тухнă. 2 вырăнта «Моргаушрайбыт» чикĕллĕ яваплăхлă общество, 3 вырăнта «Моргаушагропромснаб» МУП.

«Юртан кĕлеткесем тата хуласем тăвасси» номинацинче вара Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Муркашри лицей 2 вырăнта, район центрĕнчи «Солнышко» ача сачĕ 3 вырăн йышăнчĕ.

Конкурсра 1 вырăн йышăннисем 1-ер пин тенкĕ, 2 вырăнтисем 800-шер тенкĕ, 3 вырăнтисем 500-шер тенкĕ укçан парнене тивĕçнĕ.

Çакна палăртмалла. Çĕнĕ çул уявĕсем çулталăкран татах çитеççĕ. Çавăнпа та иртнĕ çул çав çутă уява хатĕрленсе капăрлатман предприятисемпе организацисем, учрежденисем çитес Çĕнĕ çул уявĕсене тĕплĕн хатĕрленессе шанас килет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика