18 января 2006 г.
Çитес çултан пуçласа республика шайĕнчи çăмăллăхсемпе усă куракансем те уйăхсерен укçан паракан тÿлеве илме пуçлани çинчен эсир пĕлетĕр ĕнтĕ. Çавăн пекех республика тата федераллă шайри çăмăллăхсемпе усă куракансем çул çинче пĕрлехи социаллă билетсемпе çÿреме пуçлаççĕ. Çак çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртес тапхăр епле пырать; Çак ыйту тавра калаçрăм та эпĕ районти социаллă политика управленийĕн ертÿçипе Н.П. Петровăпа.
- Нина Пантелеевна, калăр-ха тархасшăн, республика шайĕнчи çăмăллăхсемпе усă куракансенчен заявлени йышăнасси епле пырать.
- Республика шайĕнчи çăмăллăхсемпе усă куракансем пирĕн районта 4583. Вĕсенчен 2 е ытларах категорие кĕрекенсен çăмăллăхĕсемпе усă курма право пуррисем 1903 çын. Вĕсен заявленире хăш категорин çăмăллăхĕсене суйласа илессине палăртмалла. Паянхи куна çав 1903 çынран 1640-шĕ çакăн пирки заявлени пачĕ ĕнтĕ. Заявлени пырассине вырăна тухса та, ял администрацийĕсем урлă та йĕркелерĕмĕр. Çавăн пекех районти социаллă политика управленийĕнче те йышăнатпăр. Анчах та Муркаш ял администрацийĕн территорийĕнче пурăнакансем ку тĕлĕшпе заявленисем пама темшĕн васкамарĕç.
Заявлени çырса паманнисене çакăн пирки асилтерес килет. Заявление çак кунсенчех çырасчĕ, юлашки куна хăварас марччĕ.
- Асилтерни ытлашши пулмĕ. Заявлени пама çумра мĕнле документсем кирлĕ;
- Заявлени пама паспорт тата çăмăллăхсемпе усă курма ирĕк паракан документ пулмалла. Заявленипе пĕрле шăпах вĕсен копийĕсене илсе юлаççĕ.
- Заявление вăхăтра çырса паманни çăмăллăхсемпе усă куракансем çине мĕнле витĕм кÿрет; Уйăхсерен укçан паракан тÿлеве çухатмаççĕ-и вĕсем;
- Ку чăннипех те çапла. Çăмăллăхсемпе усă куракансенче заявленисене ял администрацийĕсенче е районти социаллă политика управленийĕн 106-мĕш пÿлĕмĕнче январĕн 31-мĕшĕччег йышăнатпăр. Заявленисене çак вăхăтчен çыракансене уйăхсерен укçан паракан тÿлевпе январĕн 1-мĕшĕнчен тивĕçтерме пуçлаççĕ.
Заявленисене январĕн 31-мĕшĕччен парса ĕлкĕрейменнисене вара уйăхсерен укçа паракан тÿлеве февраль уйăхĕнчен пуçласа çеç илме пуçлаççĕ. Урăхла каласан, вĕсем хăйсене тивĕçекен уйăхсерен укçан паракан тÿлеве пĕр уйăхшăн çухатаççĕ.
- Нина Пантелеевна, пĕрлехи социаллă билета декабрĕн 15-мĕшĕнче сутма пуçларĕç ĕнтĕ районта. Ку ĕç мĕнле пурать;
- Чи малтанах çакăн пирки асилтеретĕп: пĕрлехи социаллă билетсене кашни ял администрацийĕнчех сутаççĕ. Билетсене вырăнтах туянма пулать.
Паянхи куна вара çул çÿремелли пĕрлехи социаллă билетсене çăмăллăхсемпе усă куракансенчен 486ăн кăна илнĕ. Январьте çул çÿремелли билета январĕн 5-мĕшĕччен сутаççĕ.
Çăмăллăхсемпе усă куракансене юлашкинчен çакна çакна каласа хăварас килет: çул çÿремелли пĕрлехи социаллă билета çак вăхăтра илеймесен, ăна февраль уйăхĕсĕр те туянма пулмасть. Час-часах çул çине тухакансемшĕн çак билета туянма вырăнлă пулĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"