30 декабря 2005 г.
Декабрĕн 22-мĕшĕнче выльăх-чĕрлĕх пăхакансен районти пĕрлĕхлĕ кунĕнче «Сеятель» ял хуçалăх производство кооперативĕнче пулса курма тивнĕ май, кунти лару-тăрăва чылай уçăмлатма май килчĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, панкрут «çăварлăхламах» патне çитнĕ хуçалăх паян ураланмах тапаçланать. Йывăрлăхсем ĕнсе çине тиенсех тăраççĕ пулин те.
Хуçалăхăн паянхи ертÿçи Алексей Юрьевич Соловьев хуçалăх тилхепине тытнăранпа çулталăк кăна иртнĕ-ха. Çăмăл мар ăна паянхи лару-тăрура, анчах та вăл малашлăха оптимист куçĕпе пăхнине ырламалла кăна.
- Эпĕ хуçалăх ертсе пыма пуçланă чухне унăн малтанхи икĕ-виçĕ çулхи парăмĕсем мĕн тĕрлисем кăна пухăнса кайман пулĕ, - тет вăл. – Кăçал çав парăмсене пĕр миллион та 400 пин тенкĕлĕх парса татрăмăр. Кăçалхисемпе татăлса тухма та нумаях юлмарĕ.
Нискассисемпе Ярославкăсем кăçал иртнĕ çулхинчен 420 тонна нумайрах пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртнĕ. Хуçалăх производствинче ырми-канми тăрăшакансене тырпула ытлă-çитлех валеçсе панă. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли те фураж кирлĕ чухлех хатĕрлесе хăварнă. Ахальтен мар ĕнтĕ сăвакан кашни ĕне пуçне паян виçĕ килограмм концетрат тивет.
Анчах та хуçалăх ертÿçине канăç паман самантсем сахал мар-ха. Чи малтанах ăна ĕне ферминчи лару-тăру тивĕçтерсе каймасть. Кунта паян 180 пуç ĕне выльăх, çав шутра сăвакан ĕнесем 100 пуç. Вĕсен йышне çитес çул та çак шайрах тытса тăрас туртăмлă. Выльăхсен продуктивлăхне ÿстересси пирки вара шутламаллах. Кăçал декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне фермăри кашни ĕне вăтамран 1800 килограма яхăн кăна сĕт антарнă, çулталăк вĕçлениччен икĕ пин килограмлă чикке кăна çитеççĕ. Выльăхсем начар, вĕсенчен пысăк продукци кĕтме те хĕн.
Фермăри ĕç-пуç япăхни дисциплинăпа йĕрке тивĕçлĕ шайра пулманнипе те çыхăнман мар. Эпир пулнă кун уй-хир бригадин ĕçченĕсем витене лашасемпе улăм, сенаж, кăшман кĕртсе паратчĕç. Фермăри лару-тăрăва лайăх пĕлсе тăракан ертÿçĕ çав кунах коллектива ертсе пыма Галина Михайловна Мрчеева зоотехник-ветеринара çирĕплетесси, çак тивĕçе пурнăçласа пымашкăн шанни çинчен пĕлтерчĕ. Çав вăхăтрах вăл хуçалăхăн тĕп зоотехникĕн тивĕçĕсене те туса пырать. Ĕç опычĕ пысăккине шута илсе, ырă улшăнусем пуласса ĕненесех килет.
Фермăсенче кăçал юсав ĕçĕсем те сахал мар туса ирттернĕ, уйрăмах сыснасем усракан комплексра. Юсав ĕçĕсем халĕ те пыраççĕ. Урай хăмисене улăштармалла, выльăхсен клеткисене тирпей-илем кĕртмелле т. ыт. те. Паянхи куна фермăра 750 пуç сысна, тĕп амасем 45 пуç. Маларахри çулсенче выльăхсен хисепĕ темиçе пин пуçпа та танлашнă.
- Сыснасен йышне малтанхи шая тÿрех ÿитерме йывăр. Çапах та çывăх вăхăтра пин пуç урлă каçатпăрах, - пĕлтерчĕ Алексей Юрьевич. – Эпĕ хуçалăха ертсе пыма тытăннă чухне сыснасем çине пăхма хăрамаллаччĕ. Халĕ тасалчĕç, вăй илчĕç, хитреленчĕç. Паян тесен паян аша ăсатмалăх 150 пуç самăртнă сысна тăрать.
Хуçалăх ертÿçи малашлăхра туса ирттермелли ĕçсем çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Пушă тăракан витене реконструкциленĕ хыççăн сыснасене типĕлле тăрантарса усрама тытăнасшăн. Хальлĕхе фермăра вăй хуракансем ку меслет тĕлĕшпе иккĕленерех тăраççĕ-ха, çавăнпа та унпа ĕçлекен хуçалăхсемпе фермăсенче пулса курнă хыççăн ку иккĕленÿ сĕвĕрлесе шанас килет
Ăратлă пушмак пăрусем туянса сăвакан ĕнесен ушкăнне тĕпрен çĕнетесси те ертÿçĕне канăç паман ыйтусенчен пĕри. Ку енĕпе калаçса татăлнă, шанчăк паракан самантсем пур ĕнтĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе аталантармалли наци проекчĕ вара отрасль çине пысăкрах та пысăкрах тимлĕх уйăрма ыйтать.
Выльăх-чĕрлĕ пăхакансен кунне хутшăннă район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçи В.К. Ананьев хăйĕн сĕнĕвĕсемпе асăрхаттарăвĕсене калани те вырăнлах пулчĕ. Нискассисемпе Ярославкăсен укçа-тенкĕ çăл-куçĕ чи малтанах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес отрасле аталантарнинче пулнине куç ытамĕнчех тытасчĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"