30 декабря 2005 г.
Пурнăçра сывлăхран хакли нимĕн те çук. Сывă ÿт-пÿре – сывă ăс-тăн тесе ахаль каламан. Çавăнпа та ачасене мĕн пĕчĕкрен сывлăха упрама тата çирĕплетме хăнăхтарни, тĕрĕс воспитани пани пуласлăх шанчăкĕ пулса тăрать.
Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсен тĕп задачи – вĕсен сывлăхне çирĕплетнипе пĕрлех ку ĕçре çĕнĕ меслетсем шырасси, кашни ачан сывлăх шайне шута илсе тăрăшасси. Сывă çын кăна хăйне лайăх туйса чунне парса ĕçлет, час ватăлмасть. Унăн никĕсĕ вара ачалăхран пуçланать.
Калас пулать, Муркашри «Солнышко» ача садĕнче тимлекенсем хăйсем умне çак енĕпе лартнă тĕллевсене çирĕп пурнăçласа пыраççĕ. Хальхи вăхăтра унта 8 ушкăна 155 ача çÿрет. Кăçал физкультура воспитанийĕн инструкторĕн штатне кĕртни ку ĕçе лайăх пурнăçлама май панă. Пÿлĕмсенче çутă, ăшă, хăтлă. Ахальтен мар ĕнтĕ ку садика ачасем хаваспах çÿреççĕ. Кунта вĕсене ырă кăмăллă, хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен воспитательсене ăшшăн кĕтсе илеççĕ. 19 педагогран вуннăшĕ Аслă пĕлÿ илнĕ, 8 воспитателĕн 1-мĕш категори, 7-шĕн – 2-мĕш категори. Кунта 17н 20 çул ытла ĕçлеççĕ.
«Солнышко» ача сачĕ вунă çул ытла тăван ен çут çанталăкĕпе паллаштарссипе тата экологи воспитанине парассипе ĕçлет пулсан та, педагогсен коллективĕ сывă ачана воспитани парса ÿстерессине чи пирвайхи задача вырăнне хурать. Ача садне пĕрремĕш хут пыракан ачасен сывлăхĕ çулсерен чакса пыни çакна тума хистет. Кунта физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли мероприятисен ятарлă систематуса хунă. Ача çемьере мĕнле условисенче ÿсни, воспитательсем çак енĕпе ашшĕ-амăшĕсемпе ытти тытăмсемпе тачă çыхăнса ĕçлени çирĕп сывлăхлă ăру çитĕнтерме май парать.
Туслă коллектив пурнăçпа тан пырса, çĕнĕлĕхсене алла илсе палăрнă тĕллевсене çĕнсе илме çирĕппĕн малалла утать. Воспитательсем ачасен ÿсĕмне тата врач сĕнĕвĕсене шута илсе сывлăха пиçĕхтерекен тата çирĕплетекен мероприятисем ытларах ирттерме тăрăшаççĕ. Çав вăхăтрах садик воспитанникĕсене хăйсен сывлăхне упрама вĕрентсе санитарипе гигиена хăнăхĕсене параççĕ. Тĕрлĕ хусканусем туса выляма, занятисем ирттерме кунта условисем çителĕклĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле ачасене мĕн пĕчĕкрен сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси пирки те манмаççĕ.
«Солнышко» ача садĕнчи педагогсем хăйсен ăсталăхне квалификацине ÿстерме тĕрлĕ меслетсемпе усă кураççĕ: ятарлă курссенче пулаççĕ, уçă уроксем ирттереççĕ, ыттисен опычĕпе паллашаççĕ, республикăри, районти тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. Калас пулать пултаруллă коллектив малти вырăнсене йышăнса сахал мар дипломпе грамотăсене тивĕçнĕ. Тăван тавралăха упрама, юратма вĕрентни те сывлăхпа çыхăннă. Ку енĕпе те педагогсем пысăк опыт пухнă, çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ. Е.Ю. Кроликова, Л.Н. Максимова, Г.А. Кириллова ирттернĕ уçă занятисене районти воспитательсем пысăк хак панă.
«Солнышко» ясли-сад коллективĕ нумаях пулмасть хăйĕн 30 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак тапхăрта кунтан çĕршер ача тухнă, халĕ вĕсен ачисем те садик витĕр тухса шкула çÿреççĕ. Ачасене шкула кайма хатĕрлесси те кунта малти вырăнта Пĕчĕкрен лайăх хăнăху илнĕрен вĕсем шкулта та тăрăшсва вĕренеççĕ. «Солнышко» садикри ачасем Муркашри лицейра та лайăх вĕреннине палăртрĕ юбилей ячĕпе ирттернĕ савăнăçлă ларура унăн директорĕ Н.Е. Смирнов. Кунта ĕçлекенсен ячĕпе сахал мар ăшă сăмах каларĕç ашшĕ-амăшĕсем, асламăшĕсем.
«Солнышко» пĕрремĕш кунранах тÿрĕ çултан пăрăнмасăр çирĕппĕн малалла унти методика ĕçĕпе те çыхăннă. Кунта 20 çул ытла методист пулса ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура пурăнакан В.Е. Борисова ячĕпе те тав сăмахĕсем нумай пулчĕç уявра.
Коллектива пĕтĕмçтерсе ертсе пыраканĕ вара унăн ертÿçи Маркова Клавдия Петровна – пĕрремĕш категориллĕ специалист, ертÿçĕ Пулса чĕрĕк ĕмĕр тăрăшать. Пултаруллă педагог вĕрентÿ ĕçĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн 2004 çулта «Раççей Федерацийĕнчи пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр çине çакмалли паллăна тивĕçнĕ.
«Солнышко» ача сачĕн ĕçĕпе ашшĕ-амăшĕсем кăмăллă, мĕншĕн тесен вĕсен пепкисем кун каçипех шанчăклă вырăнта. Хăйсем те лăпкăнах тăрăшса вăй хума пултараççĕ. Апла пулсан, ăнăçу сунар пурне те. Малашне те хĕвел пек çуталса хăйĕн патне илĕртсе тăтăр ача сачĕ, пуласлăха çул уçса пытăр, сывлăхлă ăру çитĕнтертĕр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"