Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Казначейство ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсем

29 декабря 2005 г.

 

Юлашки çулсенче пирĕн пурнăçа нумай çĕнĕлĕхсем кĕчĕç. Хальхи вăхăтра кашни отрасльтех ĕçе çĕнетсе лайăхлатма реформăсем пурнăçланаççĕ. Администраци реформи те чылай органсен тивĕçĕсене пурнăçланă çĕре нумай çĕнĕлĕхсем илсе кĕрет.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, хальхи вăхăтра бюджет сферине укçа-тенкĕпе тивĕçтересси, ытти отрасльсене укçа парасси те федераллă казначействăн районти уйрăмĕ урлă пулса иртет. Унта хальхи вăхăтра мĕнле улшăнусем пур, кăçал мĕнле ĕçсене пурнăçланă; Çак тата ытти ыйтусем çине хуравлама ыйтнă район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова федераллă казначествăн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçипе Н.В. ЛанцеВпа тĕл пулнă май.

- Николай Васильевич, административлă реформа пынă май казначейсен ĕçĕнче мĕнле те пулин улшăнусем, çĕнĕлĕхсем пулчĕç-и;

- 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа федераллă казначейство федераллă служба статусне илчĕ. Çавна май укçа-тенкĕне патшалăх тытса тăрассин тивĕçĕсенче  унăн пĕлтерĕшĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Федераллă казначействăна федераллă  бюджета пурнăçлассине тивĕçтерес тĕлĕшпе Раççей Финанс министерствин право йĕркипе усă курса, РФ бюджет системин бюджечĕсене пурнăçлассине укçа-тенкĕпе  тивĕçтерсе тăрассине, федераллă бюджет укçи-тенкипе усă курма туса пыракан операцисене маларах тата çав вăхăтра тĕрĕслесе тăрассине çирĕплетсе панă. Çапла вара казначей операцийĕсене тĕрĕс тата вăхăтра туса ирттерес, кассăна укçа-тенкĕ пынине шута илсе пырас тата патшалăх хыснинчен укçа тÿлес, вĕсемпе отчетсем туса тăрас тĕлĕшпе яваплăх та ÿсрĕ.

Унсăр пуçне федераллă казначейство çине бюджет укçи-тенкипе усă курассине  палăртакансем тата çав укçана илсе тăракансем патне пĕтĕмĕшле бюджетăн кăтартăвĕсене, бюджет обязательствин лимичĕсене тата укçа-тенкĕпе тивĕçтерессин калăпăшĕсене çитерессин полномочийĕсене те хунă. Çак тивĕçсене пурнăçа кĕртме 2004 çулта документсен çĕнĕ çаврăнăшне тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçлама тытăннă. Ăна РФ Финанс министерстви 50н № приказĕпе палăртнă, пĕтĕмĕшле вара 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçа кĕртнĕ.

Çĕнĕ йĕркепе бюджет кăтартăвĕсене федераллă бюджет укçи-тенкине илекенсем патне çитереççĕ. Вăл вара чи малтанах çав укçа-тенкĕпе мĕнле усă курассине вĕсене хăйсем тĕллĕн йышăнма право парать. Укçа-тенкĕ мĕн чухлĕ уйăрассин калăпăшне пĕлсе, вĕсем унПа хăйсем умне лартнă тĕллевсемпе задачăсене пурнăçлас тесен чи малтанах ăçта усă курассине палăртаççĕ. Апла пулин те, федераллă казначейство органĕсем федераллă бюджет укçи-тенкипе мĕнле усă курассине малтан та, çав вăхăтра та тĕрĕслесе тăраççĕ.

- Регионти тата вырăнти бюджетсене федераллă казначейство органĕсене касса енĕпе тивĕçтерме куçарассипе  çыхăннă ыйтусене  татса парасси мĕнле пырать;

- Федераллă казначейство регионти тата вырăнти бюджетсене пурнăçлассине касса енĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе çĕнĕ Йĕрке çирĕплетнĕ. Вăл 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Хальлĕхе вара федераллă казначейство органĕсем бюджета пурнăçлама касса енĕпе тивĕçтерессине Раççей Финанс министерствин приказĕсенче кăтартнисене тĕпе хурса туса пыраççĕ. Вăл 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен вăйра тăрать.

2005 çул вĕçлениччен Раççей Федерацийĕн мĕн пур субъекчĕсен тата вырăнти самоуправлени органĕсен хăйсен бюджечĕсене пурнăçлама укçа-тенкĕНе мĕнле иЛСе усă курассин варианчĕсене палăртмалла. Ку тĕлĕшпе эпир çакăн пек мероприятисем туса ирттертĕмĕр.

Район администрацийĕн финанс пайĕпе пĕрле çыхăнса ĕçлеме 2005 çулхи июлĕн 7-мĕшĕнче район бюджетне пурнăçлама Федераллă казначействăн Муркаш районĕнчи уйрăмĕ урлă касса енĕпе тивĕçтерсе тăма куçарассиНе йĕркелесе ирттерме план-график туса хатĕрлерĕмĕр. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ 2005 çулхи августăн 22-мĕшĕнче çирĕплетрĕ.

Район администрацине çавăн пекех Управленин 2005 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнче чĕнсе каланипе - çырăвне, федераллă казначействăн кăçалхи мартăн 22-мĕшĕнчи 1н приказне, Раççей Финанс министерствипе федераллă казначействăн 2005 çулхи июлĕн 13-мĕшĕнчи РФ бюджет системин бюджечĕсене касса тĕлĕшĕнчен тивĕçтересси çинчен 02-14-10а-2114 № пĕрлехи çырăвне çитернĕ. Район администрацийĕн финанс пайĕнче федераллă казначействăн районти уйрăмĕн специалисчĕсем 1н № приказа вĕренессипе канашлу ирттернĕ, хушăмсем кĕртсе тĕрĕсленĕ регламента район администрацине çитернĕ.

Çакна та палăртмалла: РФ Правительствин Председателĕн çумĕ ирттернĕ канашлăвăн «Муниципаллă йĕркеленÿсен бюджетне пурнăçлама касса тĕлĕшĕнчен тивĕçтерме хатĕрлес тĕлĕшпе федераллă казначейство ирттерекен мероприятисем мĕнле шайра пулни çинчен» 2005 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнчи  АЖ-П16-62 пр (1 пай 3 пункт) йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, федераллă казначейство управленийĕн РФ субьекчĕсенче 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса муниципаллă йĕркеленÿсен бюджечĕсене пурнăçлама касса тĕлĕшĕнчен тивĕçтерессине йĕркелеме мĕн пур ĕçсене туса-хатĕрлесе çитермелле. Ку енĕпе нимĕнле вариант та суйласа илменнисене вара федераллă казначейство органĕ палăртнипе муниципаллă йĕркеленĕвĕн бюджечĕн пĕрлехи счетне уçса тытса пырассине пăхса хунă.

- Федераллă казначействăн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн кăçалхи 11 уйăхри ĕçĕн результачĕсем еплерех-ха;

- Кăçал федераци бĕджетĕнчен тăкаксене саплаштарма 1239,9 пин тенкĕ уйăрса панă. Уполномоченнăй уйрăмсем валли 3610,0 пин тенкĕ килнĕ, тĕллевлĕ программăсене пурнăçлама 6184,9 пин тенкĕ укçа-тенкĕ пулăшăвĕ панă. Касса тăкакĕсене 20578,3 пин тенкĕлĕх пурнăçланă, çав шутра федераллă бюджетран – 11235,2 пин тенкĕлĕх, вырăнти бюджетран – 5957,0 пин тенкĕлĕх, уполномоченнăй уйрăмсемпе – 3486,1 пин тенкĕлĕх.

Иртнĕ 11 уйăхра «Чернобыльти атомлă электростанцинчи инкеке пула радиаци витĕмне лекнĕ граждансене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн унта пулнă граждансене çăмăллăхсемпе компенсацисем пама 121,3 пин тенкĕ тăкакланă. Вĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн, çыхăну услугисемшĕн тата хулари, хула çумĕнчи обществăлла транспортпа çÿренĕшĕн çăмăллăхсемпе тивĕçтерме 2005 çулта компенсаци  фондĕнчен 14,8 пин тенкĕлĕх субсиди килнĕ.

Федераллă бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕпе республика бюджечĕн тăкакĕсене саплаштарасси федераллă казначействăн районти уйрăмĕпе Муркаш район администрацийĕ тунă килĕшÿ никĕсĕ çинче пулса пырать.

Донорсене валли федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн компенсаци фондĕнчен 206,2 пин тенкĕ чухлĕ субвенци уйăрнă, ăна тивĕçлисем патне çитернĕ. «Ветерансем çинчен» Федераллă саккуна пурнăçлама (14-19,21 статьясем – пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕсемшĕн) 8621 пин тенкĕ уйăрнă. Компенсацисен фондĕнчен гражданла лару-тăрусен акчĕсене патшалăх регистрацине тума (ЗАГСа федераллă полномочисене пурнăçлама) 733,3 пин тенкĕ субвенци уйăрса панă.

«Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» Федераллă саккуна пурнăçласа пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тăкакĕсене саплаштарма 1182,8 пин тенкĕ килнĕ. «Ача пур граждансене патшалăх пособийĕсене парасси çинчен» Федераллă саккуна пурнăçлама 351 пин тенкĕ уйăрса панă. Яллă вырăнсенче çурт-йĕр лартма е туянма регионсене аталантармалли федераци фондĕнчен 1900,0 пин тенкĕ чухлĕ субсидипе тивĕçтернĕ.

Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне федераллă казначествăн районти уйрăмĕ «Росгосстрах-Поволжье» ООО районти филиалĕн страхлакан пайĕнчен патшалăх страхованийĕн учрежденийĕсенчи взноссемпе (вкладсемпе) малтанхи компенсаци тÿлеме 4 заявка йышăннă. 2005 çулта çав заявкăсене 430 вкладчика 393,5 пин тенкĕ тÿленĕ.

- Бюджет укçи-тенкине тытса тăрас тĕлĕшпе федераллă казначействăн ролĕ мĕнле;

- Паян федераллă казначейство органĕсем федераллă бюджетри тулашĕнчи укçа-тенкĕне РФ бюджет классификацийĕн тата бухгалтери учечĕн пĕрлехи системин никĕсĕ çинче туллин шута илсе тăраççĕ. Федераллă казначействăн Муркаш районĕнчи уйрăмĕ кăçалхи сентябрĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа федераллă бюджета пырса кĕрекен укçапа тÿлевсене ертсе пырассине лайăхрах пурнăçламалли операцисен сăнавне хутшăнать. Сăнавăн тĕллевĕ – федераллă казначействăн органĕсене тата бюджетран укçа илекенсене кашни кун валли касса тÿлевĕсене планлассине лайăхлатса пырасси.

Ирттерекен сăнав условийĕсенче Пĕрлехи счет урлă федераллă бюджетăн тăкакĕсене пурнăçлассине касса енĕпе тивĕçтермелли технологие те туса хатĕрленĕ.

Бюджетран укçа илекенсем лицевой счетсемпе операцисем ирттерме (укçа операцийĕсене шута илсе) федераллă казначействăн районти уйрăмне – лицевой счет уçнă вырăна, укçа тÿличчен пĕр кунран кая юлмасăр тÿлев порученийĕсемпе  кирлĕ ытти документсене тăратаççĕ.

Федераллă казначество органĕсенче çак документсене илнĕ хыççăн вĕсене тĕрĕс çырнине, алă пуснисем укçа илекенĕн карточки çинчипе пĕр килнине, бюджет классификацийĕн кăтартăвĕсем тата укçа сумми туса ирттерекен операцире пĕр пекех пулнине, бюджет обязательствин лимичĕпе укçа илекенĕн счечĕ çинче мĕн чухлĕ юлнине тата укçа-тенкĕпе тивĕçтернин калăпăшне тĕрĕслеççĕ.

Тĕрĕслев итогĕсемпе управленин е уйрăмăн ертÿçисем тÿлев докуменчĕсемпе укçа парасси çинчен йышăну тăваççĕ. Вăл документсем «Тăкаксене тивĕçтермелли заявкăна» çырмалли никĕс пулса тăраççĕ, ун тăрăх управлени счетне тепĕр кун операци ирттерме федераллă казначейство счетĕнчен укçа уйăрса хураççĕ.

Калас пулать, ку тĕлĕшпн япăх мар результатсем тунă. Мултанхи вăхăтра федераллă казначействăн управленийĕн Чăваш Республикинчи пĕрлехи счечĕ çинче кунсерен 40-50 млн тенкĕ таран юлнă пулсан, халĕ пачах юлманпа пĕрех. Ĕçĕн çĕнĕ меслечĕ бюджет учрежденийĕсене укçа обязательствисемпе  туллин тивĕçтерме май парать кăна мар, финанс ресурсĕсемпе усă курнинчен тата вĕсене йĕркелесе тăнинчен экономикăн пысăк эффектне те парать. Çавăнпа та, сăнав ăнăçлă иртсен, çак йĕркене çĕнĕ саккун йышăнсах çирĕплетесси пирки иккĕленÿ çук.

Бюджетран укçа илекенсем сăнав пынă вăхăтра кунсерен касса тÿлевĕсене тĕрĕс планлама тата палăртма вĕренсе çитессе шанас килет. Вĕсен çакна та лайăх пĕлсе, шута илсе тăмалла: отчетсем тунă чухне, сăмахран, клиент счечĕ çинчен шутран кăларассине федераллă казначействăн органĕсене тÿлев порученийĕсене тăратнă хыççăн тепĕр кунне пурнăçламалла, бюджет укçи-тенкине тăкакланă пирки информацие клиентăн лицевой счечĕ çинчен çырса илсе,  банк учрежденийĕ операци туса ирттернин фактне çирĕплетнĕ хыççăн, çитес ĕç кунĕнчен кая юлмасăр тăратмалла. Федераллă казначествăн органĕсене тăратмалли тÿлев докуменчĕсене хатĕрленĕ чухне çирĕплетнĕ требованисене пĕр пăркаланмасăр пăхăнмалла, федераллă бюджет укçи-тенкине сăлтавсăр тăкакласси ан пултăр.

Акă çакăн пек çĕнĕлĕхсемпе усă куратпăр эпир паян хамăрăн кулленхи ĕçре.

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика