21 декабря 2005 г.
«Тăнĕ сахалрах-çке манăн, йăлтах пуçра тытса çитерейместĕп. Ĕнер-виçĕм кун мĕн пулни те пуçран тухса ÿкет. Марье аппа вара, ватлăхне кура мар, 40-50 çул каялла мĕн пулнине те алă тупанĕ çинчи пекех астăвать». Çакнашкал сăмахсене хамăрпа калаçакансенчен пирĕнтен кашниех пĕрре мар илтнĕ. Илтнĕ те маннă, унăн сăлтавĕ пирки те шутлама ÿркеннĕ. Эсир çеç мар, эпир те. Кăçалхи сентябрьте РФ Президенчĕ В. путин наци проекчĕсем пирки сăмах пуçарсан çеç ăна-кăна çиччĕ виçсе пăхакансен куçĕсем уçăлчĕç. Патшалăх пуçлăхĕ ун чух тăватă наци проекчĕ пирки асăнчĕ: ял хуçалăхĕ, вĕрентÿ, медицина, пурăнмалли çурт-йĕр строительстви. 2006 çулта вĕсене пурнăçа кĕртме 180 миллиард тенкĕ каймалла. «Правительствăпа уйрăм министрсем çак наци проекчĕсем пурнăÿланассишĕн уйрăммăн ответлеççĕ», - тет çĕнĕ пуçару пирки В. путин тĕп вырăна çав укçа-тенкĕ расхутланнине тĕрĕслесси тухса тăнине палăртса.
Наци проекчĕсем наци идейисене çеç çаврăнса ан тухчăр тата вĕсене пурнăçа кĕртесси экономикăна планлă çĕклессипе ан улшăнтăр тесен, Раççей Президенчĕн ырă пуçарăвне вырăнсенче пурнăçа кĕртме тăрăшмалла. Выртакан чул айне шыв кĕмест тенĕ евĕр наци проекчĕсене (вĕсем анлă масштаблă) пурнăçа кĕртекенсен ĕçĕсене укçан хавхалантарасси те хыçа юлмĕ.
Каламалла, тăватă наци проекчĕ те пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Акă, халăх сывлăхне, калаçу пуçламăшĕнче асăннă «тăн сахалрах» тенине умма тăратар-ха.
...Муркашри тĕп больницăн хирурги уйрăмĕн ординатор пÿлĕмне кĕретĕп. Ĕçрен самантлăха пушаннă Леонид Николаевич Андреев хирург-травматолог çулсенчи арçынпа (тумтирне пăхсан çак уйрăмра выртать пулас) шашкăлла выляççĕ. Паллашрăмăр та, çак арçын 65 çулхи Иосиф Васильевич Васильев пулчĕ7 Вăл 1940 çулта Чуманкасси Енри Карманкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ-мĕн. Вырăс шашкипе спорт мастерĕн кандидачĕ. сăмах çумне сăмах та актуаллă калаçу сыпăнса кайрĕ.
- Шашка пысăк укçа-тенкĕ мар, çивĕчлĕх те тимлĕх, ăсри çаврăнăçулăх ыйтакан спорт. Шкулта 2-3-мĕш классенче вĕреннĕ чухнех алла илтĕм çак вăййа. Астăватăп, 13 çулта чух Сталин вилнĕ кун клубра шашкăлла выляттăмăр. Аслисем пырса каларĕç: «Сталин вилнĕ, шашкăлла выляма юрамасть». Эпир киле тухса утрăмăр, çынсем макăраççĕ, - аса илчĕ çамрăклăха И. Васильев шашка вăййи хăйне тарăн шухăшлама, пурнăçра тĕрĕс йышăнусем тума вĕрентнине палăртса.
Районти сывлăх хуралĕнче ырăпа çеç палăракан Л. Андреева та шашкăпа куçма ашшĕ пĕрремĕш хут 3-мĕш класра вĕрентнĕ. Шухăшлава анлăлатакан çак вăййа алла илнĕ Леонид 6-мĕш класра шашкăлла выляссипе шкул чемпионĕ пулса тăнă, хăйĕн çак спортри çулне уçнă.
- Ачалăхри вăйăсем 27 çулччен пычĕç. ЧПУри медицина факультетĕнче чух шашкăлла вылясах кайман пулсан, вĕренÿ хыççăн Муркаша лексен (1978 ç) тин 1981 çулта шашкăлла выляссипе пĕрремĕш кĕнеке туянтăм, çак вăйă çине профессионаллăрах пăхма пуçларăм, - тет паян шашка вăййипе спорт мастерĕн кандидачĕ, 13 хут район чемпионĕ (юлашки 22 çулта район чемпионатĕнче 2-мĕш вырăнтан чакса курман), 4 хутчен республика финалĕнче вăй виçнĕ Леонид Николаевич Андреев.
Шашка вăййинчи çак аксакалсем ку спорт юлашки çулсенче районти шкулсенче манăçа тухма пуçлани пирки пăшăрханаççĕ. «Эпĕ шашкăпа каярах юлса ĕçлеме пуçларăм. Унта-çке питĕ нумай пĕлмелле», - терĕ малалла Л. Андреев. Кăна калакан хăй пĕлет-тĕр, анчах шашка-шахмат вăййи çыннăн ăс-тăнне аталантарни, ăс çивĕчлĕхне ÿстерни, умри утăмсене шутласа тупма пулăшни пирки никамăн та иккĕленÿ çук: шашка вăййи – сă-тăн гимнастики. Çакна пĕлетпĕр, анчах... Шкулсенче спортăн çак тĕсĕ çине алă сулни пирки çапла каоас килет: ÿсекен ăрăвăн алă-ура мышцисене çеç мар, ăс-тăнне те аталантармалла. Ку вăл пурнăçра чи кирли. Паян вара районта Орининти вăтам шкулта кăна шашка çине тимлĕх уйăраççĕ. Тав Турра, кунта «Оринино» хуçалăхри Атапай участокĕн ертÿçи, шашка вăййипе спорт мастерĕн кандидачĕ А. Прокопьев тăрăшулăх кăтартать. Ÿсĕмсемсĕр те мар. Унăн кружокне çÿрекен Наталья Репина (10-мĕш класс) шкул ачисем хушшинче район чемпионĕ. Пĕлтĕр вăл хĕрарăмсем хушшинче те çĕнтерÿçĕ Пулчĕ. Шкул ачисем хушшинче унăн районта та, республикăра та выляса янă тĕслĕх. Унăн шăллĕ Григорий та (8 класс) япăх мар вылять. Уйрăм шкул ачисем хушшинче вăл пĕлтĕр 3-мĕш пулчĕ, шкул командипе – район чемпионĕ.
Орининсем терĕмĕр те, Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулти В. Егоров шашка çине тимлĕх уйăрни те манар мар. Хăй çак вăйăпа спорт мастерĕн кандидачĕ пулнă май ачасене те шашкăри вăрттăнлăхсене пама тăрăшать. Ытти шкулсенче вара; Шашка-шахмат кружокĕсем хупăнса пĕтрĕç пулас. Учительсен куçĕ умĕнчех ачасем компьютерпа калькулятор çине шансарах та тăрăшарах пăхаççĕ. Техника аталанни лайăх, вăл кирлĕ те, анчах çамрăк пуçсене те ĕçлеттермеллех.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"