Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçран юлас мар тесен райхаçат çырăнмалла

21 декабря 2005 г.

Октябрĕн 16-мĕшĕнче эпир çĕнĕрен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйларăмăр. Хыççăнах район пуçлăхĕ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем ĕçе тытăнчĕç. Район администрацийĕн структурине çирĕплетнĕ, çакăн çинчен калакан йышăнăва райхаçатăн ноябрĕн 12-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленĕ. «Уйрăм çынсен пурлăхĕ çине налук хурасси çинчен» тата «Уйрăм ĕçсенчен илнĕ тупăш çине пĕрлехи налук хурас йĕркене ĕçе кĕртесси çинчен» документсене йышăннă. Вĕсем райхаçатра ноябрĕн 12-мĕшĕнче тухрĕç.

Халăхпа сÿтсе явма ял поселенийĕсен Уставĕн проектне августăн 6-мĕшĕнчи номерте, район Уставĕн проектне июлĕн 6-мĕшĕнче пичетленĕ.

Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем те, депутатсен ял поселенийĕсен Пухăвĕсен депутачĕсем те ĕçе кÿлĕнчĕç.

Район Уставĕн, ял поселенийĕсен Уставĕсен проекчĕсене сÿтсе явнă, йышăннă. Халĕ вĕсене регистрацилеççĕ. Хыççăн вĕсем район хаçатĕнче пичетленеççĕ.

Районăн 2006 çулхи бюджетне йышăннă. Район пурнăçĕн тĕп финанс документне çывăх вăхăтра райхаçатра пичетлетпĕр.

Ял поселенийĕсенче халĕ 2006 çулхи вырăнти бюджетсене сÿтсе яваççĕ, йышăнаççĕ. Халиччен кун пекки пулман. Ял поселенийĕсен хăйсен бюджечĕ: тупăшсем тата тăкаксем. Район хаçачĕ ял поселенийĕсен бюджечĕсене те пичетлеме хатĕрленет.

Куратăр, ĕнтĕ, хисеплĕ вулаканăм, малашне райхаçат район тата ял поселенийĕ шайĕнчи официаллă документсене пичетлесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Вĕсемпе килĕшÿллĕн вырăнти пурнăç аталанмалла. Апла пулсан хайхи официаллă йышăнусене уйрăм çынсен те пĕлмелле. Унсăрăн хăвăрт улшăнакан пурнăçран юлма та пулать.

Çавăн пекех райхаçат вырăнти самоуправлени органĕсенче ĕçлекен яваплă çынсене тĕрлĕ темăсемпе калаçăва чĕнĕ, çĕнĕлĕхсем çинчен каласа пама ыйтĕ, çирĕп ыйтусене ыйтусене хуравлама хиснĕ.

Республикăра, федераллă органсенче ĕçлекенсем те ÿлĕм пирĕн хаçатра тĕрлĕ ыйтусемпе тухса калаçĕç.

Паянхи номерте «Çĕре арендăна илнĕшĕн 2006 çулта тÿлемелли база ставкисене çирĕплетесси çинчен» йышăну пичетленет. Пирĕн шутпа, кирлĕ документ. Апла пулсан, хаклă вулаканăм, паллашма васка.

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçат редакцийĕ. 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика