Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кам йĕрке тăвĕ-ши?

21 декабря 2005 г.

Эпĕ сирĕн пата чун ыратнипе, хамăрăн питĕ пысăк хуйхă çинчен çырса пĕлтерес тетĕп. Эпир Юнкăпуç ялĕнче Яшка айккинче пурăнатпăр (вырăсла «Солнечная» урам). Пирĕн урамра 23 кил-çурт. 4 хуçалăхра пурăнакансем çук. 19 хуçалăхра вара 22 йытă усраççĕ, 12 йытă куллен ял тăрăх чупса кама çисе ямалла-ши, камăн сумккине çурса тăкмалла-ши тесе чупса çÿрет. Çынсем ирех ĕçе каяççĕ, çав йытăсем 100-200 метртанах çынсене хăвалаççĕ. Хыççăн, урамра выльăхсем утма тытăнсан, çав йытăсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе пуçтарăнса выльăхсене тапăнма тытăнаççĕ. Йыттисем 4-шарăн, 5-шерĕн хурсене, сурăхсене туртса çурма пуçлаççĕ, пăрусене, ĕнесене тапăнаççĕ. Пĕрисен йытти кăçал Яндуш кукринче 7 хур чĕппи çисе ячĕ, вăл икĕ çулта 10 хура çисе тĕп турĕ. Пĕриншĕн те тÿлемерĕç.

Хур чĕпписем 130 тенкĕрен кая мар тăраççĕ, пĕр уйăх çитĕнтерсен вăл тата хаклăрах тăрать вĕт. Ватă хур амипе аçи 1000 тенкĕ тăраççĕ. Пирĕнне кăçал пысăккисене 2 хур çисе ячĕç. Йыттисене пурне те паллатпăр. Ноябрĕн 21-мĕшĕнче анкартинчи икĕ сурăха икĕ питĕ пысăк йытă çисе ячĕ. Пĕрин пĕр путек тухрĕ, теприн икĕ путек пулмаллаччĕ. Сурăхсене пурне те тăлласа тăкрĕç. Манăн сурăхсене тĕппипех пĕтерчĕç вĕт. Нимĕнле те чарма пулмасть. Хуçисене каласан та пире, ватă çынсене, усал сăмахсемпе кăшкăраççĕ анчах. Çак çырăва вуласан йытă хуçисем кăшт та пулин шухăшласа пăхĕç-ши; Çавăн пек хуйхă сирĕн хуçалăха та пырса кĕме пултарать-вĕт. Çын куççулĕ çĕре ахаль ÿкмест, турă çÿлтен пурне те курса тăрать, кам айăплă, кам айăплă маррине пĕлет. Ял администрацийĕпе участковăй милиционер çав йытăсем пирки мĕн шутлаççĕ-ши, пире пулăшĕç-ши, тесе шутлатăп.

Юнкăпуç ялĕ.

РЕДАКЦИРЕН. Çырури фактсене кăштах та пулин уçăмлатас тĕллевпе Юнкă ял администрацийĕн пуçлăхĕпе С.В. Ермаковпа çыхăнтăмăр. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл пире:

"Çырура илсе кăтартнă фактсем пирки ял администрацине те, милицин участокри уполномоченнăйне те никам та пĕлтермен. Ноябрĕн 28-мĕшĕнче депутатсен ял поселенийĕн Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта Юнкăпуç ялĕн депутачĕ В.М. Илугин та хутшăнчĕ. Кун пирки вăл та нимĕн те каламарĕ. Ветеринари участокĕн ветеринарĕсем те ялсем тăрăх выльăхсене укол туса çÿреççĕ, вĕсем те ку хыпара пире пĕлтермен.

Паллах, çыру авторĕн пăшăрханăвне ăнланатăп. Фактсене тĕрĕслесе палăртнă хыççăн тивĕçлĕ мерăсем йышăнма тивет. Шел, çыру авторĕ Кам йыттисем хур кÿнине, вĕсен хуçисен хушамачĕсене асăнман".

Ял пурнăçĕн ыйтăвĕсене татса парасси ял администрацийĕсен конкретлă ĕçĕсемпе çыхăннă. Çĕнĕ 2006 çултан "Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен" саккун вăя кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн вырăнти влаç тивĕçĕсем те пачах улшăнмалла. Урăхла каласан, мĕн пур ыйтусене вырăнтах татса памалла. Халăх суйланă ертÿçĕсен халăхшăн ĕçлемелле. Çавăнпа та татса памалли ыйту пулсан чи малтан тÿрех ял администрацине каймалла.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика