12 декабря 2005 г.
131 № Федераллă саккун çитес çултан ĕçлеме пуçлать. Çавна хатĕрленсе вырăнти ял поселенийĕсенче чылай ĕçсем туса ирттереççĕ.
Депутатсен ял поселенийĕсен Пухăвĕсенче вырăнти бюджетсене сÿтсе яваççĕ: тупăшсемпе тăкаксене палăртаççĕ. Хыççăнах бюджетсене йышăнмалла.
Кашни ял поселенийĕнех устав пулать. Халĕ çак уставсене регистрацилессипе тимлеççĕ.
Çавăн пекех ял поселенийĕсен администрацийĕсене те юрлицо статусне парса регистрацилессипе ĕçлеççĕ.
Хамăр инф.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"