12 декабря 2005 г.
Раççей равительстви Чăваш Ен территорийĕнче бюджет сферинче миçе çын пулнине кура нормăпа укçа уйăрасси çине куçмалли пилотлă проекта пурнăçа кĕртме сĕнет. Çакăн пирки Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров республикăн Министрсен Кабинечĕн членĕсем тата федераци влаçĕн территори органĕсен ертÿçисем валли тунти кунсерен ирттерекен йăлана кĕнĕ планеркăра пĕлтернĕ.
Ку темăпа шăмат кун Николай Федоров телефонпа Раççейĕн экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министрĕпе Герман Грефпа калаçнă. «Пирĕн çак сферăра пуçару опычĕ пур ĕнтĕ. Анчах ку тĕслĕхре калаçу пĕтĕм Чăваш Ен сăнав лаптăкĕ пулса тăрасси тавра пырать», - тенĕ Николай Федоров. Республика ертÿçи темиçе министра çак ыйтупа хатĕрленÿ ĕçĕ ирттерме, сĕнÿсем палăртма хушнă. Çав шутра Чăваш Енĕн вĕрентÿпе сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тытăмне туллин информатизациленине те тĕпе хумалла. Çавăнпа пĕрлех ку проекта укçа-тенке пĕрле уйăрмалли принципсем çине таянса пурнăçлассине асра тытмалла. «Ĕçĕ Пысăк пĕлтерĕшлĕ тата кăткăс. Анчах федераци ертÿçисем пире шанаççĕ. Пирĕн истори шайĕнчи шанчăк пур, пире питĕ пысăк яваплăх тивет», - палăртнă Николай Федоров.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"