Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн пур ырри – аннесенчен, пурăннă чух упрар вĕсене

12 декабря 2005 г.

РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн кăçал эпир саккăрмĕш хут Ача амăшĕн кунне паллă турăмăр.

Пирĕн районта кăçал Ача амăшĕн кунне уявлама лайăх хатĕрленнĕ, анлă программăпа иртрĕ вăл. Унта хутшăннисем çак куна чылайччен асра тытĕç.

Кашнин пурнăçĕ амăшĕнчен пуçланать. Унран хакли, паха çутă тĕнчере никам та çук, мĕншĕн тесен вăл хăйĕн тĕпренчĕкне никамран ытларах ăнланать, йывăр вăхăтра пулăшать, йăнăш тусан та каçарать. Çапла ĕнтĕ амăшĕн чунĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕ тăршшипех вăл ачисемшĕн канăçсăрланать, лешсем самаях çулланнă пулсан та вĕсен шăпи хумхантарать амăшне. Хăйĕн çирĕп чунĕпе, ырă кăмăлĕпе вăл ачисене çĕршыва юрăхлă çынсем пулма, йывăрлăхсене çĕнтерсе умри тĕллевсене пурнăçлама вĕрентет.

Районта маттур, пултаруллă ывăл-хĕр çитĕнтернĕ амăшĕсем сахал мар. Шăпах вĕсем пирки пычĕ те сăмах уявра.

Ача амăшĕн кунне паллă тума районти хĕрарăмсен канашĕсен тата ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕсен ертÿçисем, маттурамăшĕсем хутшăнчĕç. Уяв Йÿçкасси ял администрацийĕнчи Вăрманкасси ялĕнчи вĕрентÿпе культура центрĕнче пуçланчĕ. Кунта çак кун чăваш амăшне халалласа палăк уçрĕç. Уява пуçласа район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов сăмах каларĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ. Çак кун пĕтĕм çĕршывĕпех аннесене саламлаççĕ. Çĕр çинче мĕн пур ырри - аннесенчен. Пурнăçра унран хакли нимĕн те çук, вăл пурри пуриншĕн те пысăк телей. Вăрманкассинче амăшне халалласа тепĕр палăк уçни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Амăшĕн монуменчĕ Шупашкарта пур. Пирĕн районта вара иккĕмĕш палăк. Тепри Исетерккĕре. Ăна ывăлĕсене çĕршыва хÿтĕлеме ăсатнă амăшĕсене халалланă. Районта маттур хĕрарăмсем, амăшĕсем нумай. Вăрманкассинчи палăка вĕсене чысласа лартнă. Çак палăк умĕнче кашни хăйĕн амăшне  аса илтĕр, ачасем ăна таса, тирпейлĕ тытса тăччăр.Учительсем вара ашшĕ-амăшĕсене хисеплеме вĕрентчĕр.

Пурнăç йывăр тетпĕр. Хамăр ĕçлемесен нимĕн те пулмасть. Кăçал эпир Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул çитнине паллă турăмăр. Питĕ хаяр вăрçă пулнă вăл. Тăшмана хирĕç пĕтĕм совет халăхĕ, пĕтĕм тĕнче çĕкленнĕ. Чăваш халăхĕ те аякра тăрса юлман. Уявăн тепĕр пайĕ Исетерккĕре иртет. Т.Н. Николаева 8 ывăлне вăрçа ăсатнă, 4-шĕ паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă, иккĕшĕ таврăнсан йывăр сурансене пула нумай пурăнайман, çĕре кĕнĕ. Тылра та Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Вăл арçынсен ячĕпе ача амăшĕсене саламласа çирĕп сывлăх, пурне те мĕн пур ыррине сунчĕ. Кашни амăшĕн ачисенчен ырлăх-телей курмалла пултăр. Ю. Иванов пухăннисене хăнасемпе паллаштарчĕ. Вĕсен йышĕнче: Олимп вăййисен чемпионки В. Егорова, Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх, оборона тата йĕркелĕхыйтăвĕсен академийĕн «Шырав» ушкăнĕн ертÿçи Н.П. Платонова, ЧР Культура, наци ыйтăвĕсен тата архив ĕçĕсен министерствин пай ертÿçи Р.М. Лизакова, Чăваш Республикин тава  тивĕçлĕ художникĕ Вăрманкассинче уçнă «Чăваш амăшне» скульптурăн авторĕ Ф.И. Мадуров, «Ударник» сăнавпа производство хуçалăх ертÿçи П.П. Давыдов, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн ертÿçи М.В. Виноградова.

Çак палăка кунта лартасси пирки чи малтанах П.П. Давыдов шутланă, вăл палăка лартнин историйĕпе паллаштарчĕ, унăн пĕлтерĕшĕ çинче чарăнчĕ. Палăка яланах йĕркеллĕ тытмалла. Амăшĕсем ывăлĕсене салтака ăсатнă е кĕтсе илнĕ чухне те, çамрăксем мăшăрланса çемье çавăрнă чухне те палăк умне килсе амăшĕ умĕнче пуç тайччăр, вĕсене чыс туччăр.

Ф.И. Мадуров хăйĕн сăмахĕнче çак палăка 3 çул хушши туни çинчен пĕлтерчĕ, пурне те пулăшнăшăн тав турĕ.

Н.П. Платонова полковник, Мускав хăни, пирĕн районта ăна пур çĕрте ăшшăн кĕтсе илнишĕн, чăвашсем çав тери ырă кăмăллă пулнишĕн хăйне питĕ телейлĕ туйнине палăртрĕ, хăй кунта мĕншĕн килнине те пĕлтерчĕ. Нумай çĕрте пулма  тÿр килнĕ ăна, анчах та кун пек чаплă уява  вăл Совет Союзĕ саланнă хыççăн курман та иккен. Чăн та Муркашсем ĕçлеме те пултараççĕ, уявсенче савăнма та пĕлеççĕ.

Нелли Петровна вăрçă паттăрĕсене тупса палăртас тĕлĕшпе архивсенче нумай ĕçлет, тупсан вĕсен наградисене тăванĕсене парать. Пирĕн района та çак тĕллевпех килнĕ.

Вырăнти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн членĕ А.В. Алексеева палăка тума пулăшакансене ăшшăн тав турĕ, пурне те ăнăçусем сунчĕ. Палăка туса уçас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн П.П. Давыдов тата Ф.И. Мадуров Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

Вăрманкассинчи вĕрентÿпекультура центрĕнче амăшĕсене халалласа Йÿçкассинчи искусство шкулĕн ачисен концерчĕ пулчĕ.

Ун хыççăн уяв Исетерккĕ ялне куçрĕ. Кунта Т.Н. Николаевана халалласа лартнă палăк умĕнче митинг пулчĕ. Унта Алексеевсен çывăх тăванĕсем те хутшăнчĕç. Ăна район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов уçрĕ, Т.Н. Николаеван пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Палăк авторĕ – Е.М. Бондарь. Пÿрт умĕнчи амăшĕ ывăлĕсене кĕтет. Унăн палăкĕ – пĕтĕм чăваш амăшĕсене сăнарлани. Вăл пухăннисене уяв хăнисемпе паллаштарчĕ.

Чуманкасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Г. Ковалева çак палăк кунти çынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлтерчĕ. Ăна 1984 çулта уçнă. Кунта çĕнĕ мăшăрсем килсе амăшне пуç таяççĕ, паллă мероприятисем вăхăтĕнче те килсе каяççĕ. Çакăн пек амăшĕсемпе эпир ĕмĕр-ĕмĕр мăнаçланатпăр, пирĕн те ун пек пулса чыса тивĕçесчĕ, тесе палăртрĕ вăл хăйĕн шухăшне.

Исетерккĕ çынни П.Л. Лукин – вăрçă участникĕ. Вăл Т.Н. Николаеван сакăр ывăлне те лайăх астăвать. Чи кĕçĕннипе, Павăлпа, пĕрле ÿссе çитĕннĕ. Палăкри сăнар та каснă лартнă Танюк аппа (ялта ăна çапла чĕннĕ). Палăк умне чечек çыххисем хунă хыççăн пурте пĕр минут вилнисене асăнса шăп тăраççĕ.

Ун хыççăн Исетерккĕ клубĕнче Ача амăшĕсен кунне  халалланă савăнăçлă уяв пулчĕ. Залра халăх лăк тулли, тăракансем те чылаййăн. Уява ертсе пыракансем хăйсен сăмахĕнче аннесене мухтаса сывăсем вулаççĕ, ăшă сăмахсем калаççĕ. Вĕсем Т.Н. Николаеван кашни ывăлĕн пурнăçĕпе паттарлăхĕ çинче чарăнчĕç. Çĕршыва хÿтĕлесе чи малтан 7-мĕш ывăлĕ Иван пуçне хурать. Ун хыççăн чи асли – Григорий те паттăрсен вилĕмĕпе вилет, вăл «Совет Союзĕн Геройĕ» ята тивĕç пулать. Егор хăйĕн кĕлеткипе амбразурăна хупласа Матросов пек паттăрлăх кăтартать.

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 40 çул çитнĕ май Хусанти киностудире Т.Н. Николаевана халалласа «Амăшĕн чĕри» ятлă фильм ÿкернĕ. Ăна та лăпкăн пăхма май çук. Епле чăтнă-ши амăшĕн чĕри!

Мускав хăни Н.П. Платонова РФ Хăрушсăрлăх, оборона тата йĕркелĕх ыйтăвĕсен академийĕн 1 степень Аслă Петр орденне Т.Н. Николаевана тата 1 степень А. Невский орденне Егор Алексеева пани (вилнĕ хыççăн) çинчен пĕлтерет вĕсене Т. Николаеван мăнукне, Родион ывăлне А.Р. Алексеева парать.

Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов палăртнă тăрăх, Т. Николаева пек амăшĕсем пулман пулсан, тылра тăрăшман пулсан эпир паян кунта лараймастăмăрччĕ. Чыс та мухтав вĕсене Н.П. Платонова та тав сăмахĕсене тивĕçлĕ, Егор Алексеева шыраса тупса пирĕн района килсе чыс тунăшăн. Вăрçă паттăрĕсем пурте çĕнтерĕве çывхартассишĕн çапăçнă, пуçĕсене хунă. Унтанпа 60 çул иртрĕ пулин те, эпир вĕсем çинчен нихăçан та манас çук.

А.Р. Алексеев, Родион ывăлĕ, 70 çула çитнĕ май район администрацийĕн Хисеп грамотине, парнене тивĕçрĕ.

Вăрманкассинче те Исетерккĕре те маттур амăшĕсем район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе асăнмалăх парнене тивĕçрĕç. Вĕсен шутĕнче М.В. Виноградова, О.В. Тямина, Г.М. Толстова, З.М. Романова, А.А. Тихонова, Н.Л. Моисеева. Çакна та палăртма кăмăллă. Исетерккĕ тăрăхĕнче чăваш çĕршывне Раççейре анчах мар. Тĕнче шайĕнче чапа кăларнă ывăл-хĕрсем те сахал мар. В. Егорован амăшĕ Р.Е. Васильева, В. Соколован амăшĕ Н.Г. Соколова, П. Трофиомовăн амăшĕ Л.Е. Трофиомова пек амăшĕсем умĕнче пирĕн çĕре çити пуç таймалла. 6 ача амăшĕ Н.А. Игнатьева, Г.И. Илларионова А.И. Николаева та хисепе тивĕçлĕ амăшĕсем. Вĕсем пурте Тав çырăвĕсемпе парнесене тивĕçрĕç.

Амăшĕ хăйĕн пепкине ăнланса ĕмĕчĕсене пурнăçлама пулăшнипе, хавхалантарнипе ĕнтĕ ачисем пурнăçра ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăваççĕ.

Уяв концерчĕ пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Муркашри искусствăсен шкулĕн ачисем тата районти культура çурчĕ çумĕнчи «Расна» ушкăн илемлĕ юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç.

Муркаш районĕнче пултаруллă та хастар, ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕсемпе аслашшĕ-асламăшĕсен ырă йăли-йĕркисене çирĕп тытса пырса вĕсене  малалла тăсаççĕ. Çакна çамрăк ăрусем валли те упраса хăварма тăрăшаççĕ. «Муркаш районĕ. Кĕске энциклопеди» тата «Муркаш районĕ. Уявсем, йăла-йĕркесем» кĕнекесем кăларни те çакна лайăх çирĕплетеççĕ. Амăшĕсене чысласа районта лартнă палăксем те хĕрарăмсен çирĕплĕхĕпе, хастарлăхĕ, пурнăçри пĕлтерĕшĕ мĕн тери пысăк пулни çинчен аса илтерсех тăрĕç.

Пурăннă чух упрасчĕ аннесене. Вĕсем пулсан тĕнче те илемлĕ, кăмăл та уçă. Аннесен çÿçĕсем хуйхăпа ан шуралччăр, вĕсем пирĕншĕн кулянса вăхăтсăр ан ватăлччăр. Хисеплер, пулăшар, ăнланар вĕсене. Аннесем умĕнче эпир нихăçан тÿлесе татайми парăмра.

.

.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика