12 декабря 2005 г.
Вăхăт ĕнтĕ: унчченрех тырă-пулăпа кашлакан уй-хир, вăрăм курăкпа хумханакан улăх-çаран шурă юрпа хупланчĕç. «Ял хуçалăх çулĕ вĕçленчĕ»,- текенсем тÿперен шурă шăнасем аннине курсанах иртнĕ çу кунĕсене манăçа кăларчĕç-тăр. Анчах иртнине манаканăн малашлăхĕ уçăмсăр тени халăх пурнăçĕн тĕрĕслĕхĕ пулнине те, мĕн пуррине упрани аталану никĕсĕ иккенне те асран кăларар мар.
Акă, октябрьте район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕ уй-хир ĕçĕсене хутшăннă техникăна хĕллехи управа лартассипе уйăхлăх ирттерчĕ. Анчах унта кашни хуçалăхах çанă тавăрса хутшăнмарĕ. Çавăнпа тĕрĕслев ноябрь уйăхĕнче малалла пычĕ.
Кунта çакна та каласа хăвармалла: малалла пăхакан техникăна управа лартассине те ырана хăвармасть. Çак ĕçре çÿлленех ырăпа палăрнă «Герой» ял хуçалăх производство кооперативĕ кăçал та техникăна октябрь уйăхĕнчех (районта пĕр тĕслĕх) ГОСТпа килĕшÿллĕ управа лартса пĕтерчĕ. Республикăран килнĕ ятарлă комисси те Шурчасен тăрăшулăхĕ çÿллĕ шайра пулнине палăртрĕ. Кунта «хир карапĕсемпе» ытти кăткăс техника çивитти айĕнче управра ларать. Урамра юлнă техника та çум курăкĕпе кĕрешмест: асфальт сарнă лаптăкра çуса тасатнă, дизель çăвĕ сĕрнĕ, шуратнă агрегатсем ятарлă тĕревсем çинче çĕкленсе лараççĕ. Ăшă юсав мастерскойĕнче механизаторсемпе юсавçăсем çитес çур акине хатĕрленеççĕ. Çак тирпейлĕхе пăхса районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче ял хуçалăх техникине управа лартнине тĕрĕслекен комисси «Герой» хуçалăха кăçал та пуринчен те маттуртарах тесе палăртрĕ.
- Аталану çулĕнче техникăсăр майĕ çук, - терĕ çуллахи-кĕркуннехи уй-хир ĕçĕсене явăçтарнă ял хуçалăх техникине хĕллехи управа мĕнле лартнине пăхма-тĕрĕслеме кĕрсен «Моргаушагропромхими» уçă акционерлă обществăн ертÿçи Владислав Михайлович Пушкин. Телее пурнăçланă ĕçре кураканскер пирĕнпе пĕрле управа лартнă техникăна кăтартма хăй тухрĕ. Валяй-шаляй ĕçлекенсемшĕн тĕлĕнмелле пулĕ те, анчах кунта техникăна ГОСТ требованийĕсемпе управа лартасси ырă йăлана кĕнĕ. Ниçта та курман, анчах кунта сеялкăсен тырă анмалли-юхмалли вырăнĕсене тутăхасран дизель çăвĕллĕ пир пусма хунă. Тислĕк тăкмалли прицепсене те тĕплĕ çуса тасатса ĕçлев органĕсене дизель çăвĕпе сĕрсе тухнă. Территорие тирпей-илем кĕртме 400 пин ытла тенкĕлĕх тимĕр-тăмăр ăсатнă. Çаксене пурнăçланипе те кунта хĕле хатĕрленес ĕçсем вĕçленмен-ха. Предприятире 4 мастерской. Вĕсене пурне те хутса ăшăтмалла. Тăваттăмĕшĕ 15 çул ăшăсăр ларнă пулсан, кăçал кунта техника юсакансем те сивĕ тесе ĕçрен пăрăнмĕç. Çакна валли кунта газ кĕртнĕ, ăшă панă. Халĕ алăксем юсас ĕç пырать. Çаксене шутласан, предприяти призерсен ретне кĕресси уçăмлă курăнать: иккĕмĕш вырăн.
«Восток» ял хуçалăх производство кооперативĕнче техникăна управа лартса пĕтернĕренпе пĕрремĕш кун мар ĕнтĕ. Çак ĕçрен пушаннă май хуçалăх техникăна çитес çур аки валли хатĕрлеме те пуçланă. Ку тĕлĕшпе сÿресем хатĕр ĕнтĕ. Халĕ юсавçăсем сеялкăсемпе ĕçлеççĕ.
Техникăна хĕллехи управа лартассипе ирттерекен конкурслă ăмăртура маларах асăннă хуçалăхсем призлă вырăнсем йышăнчĕç пулсан, «Оринино», «Свобода», Ударник», Ильич яч. хис. хуçалăхсем вĕсенчен пĕр шит кăна каярах юлни курăнчĕ. Çак хуçалăхсем çитес çулхи уй-хир ĕçĕсенче те ÿсĕмлĕ ĕçлесси паянах паллă. Уйра малтуртăмлă пулсан, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те ытларах тупăш кÿрĕ, çапла экономика малалла кайĕ.
Ял хуçалăхĕнче паян, пытармăпăр, техникăсăр майĕ çук. Çĕнĕ технологисем те çĕнĕ техника ыйтаççĕ. Ку паянхи пурнăç чăнлăхĕ. Нумай хуçалăхсен паркĕсене пырсан техника чылай пулни курăнать. Ахаль калаçусенче мехпарк заведующийĕсем, трактор бригадисен бригадирĕсем, инженерсем, хуçалăх ертÿçисем техникăсăр паян пĕр утăм та тума çукки пирки калаççĕ. Килĕшетпĕр вĕсемпе, анчах сахăр нумай тенипех çăварта пылак пулмасть. Пур техникăна упрамалла. Ахальлĕн çĕнĕ технологи те виçĕ кунлăх кăна пулĕ.
.
.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"