12 декабря 2005 г.
Ыркăмăллăх
«Ют юн», - темерĕç
Май уйăхĕ. Çурçĕр çитесси те инçех мар ĕнтĕ. Руль умĕнче ларса пыракан Шетмĕпуçĕнчи Аполлон Яковлевич Ключников (халĕ вăл çĕре кĕнĕ ĕнтĕ) машина хăвăртлăхне чакарчĕ. Хура ана çинче шурă мĕлке курăнчĕ.
- Мулкач тес, халĕ мулкачсем шурă пулмалла мар, - мĕлтлетсе иртрĕ арçын пуçĕнче шухăш. – Тур çырлахах. Çывăхрах тата масар. Усал сывлăш мар пулĕ те.
Чунне хытарса Аполлон Яковлевич машинине чарчĕ. Шурă мĕлке хыççăн хăвалама пуçларĕ. Çĕр тĕттĕм пулнă пирки «шур мулкач» наччас куçран çухалать, унтан каллех курăнать.
Хăваласа çитрĕ-çитрех ăна арçын. Ак, тамаша. Нимĕнле мулкач та, усал сывлăш та мар иккен. 2 çулхи хĕрача шăннипе-ши, хăранипе-ши сиксе чĕтрет. Çаруранскер, çÿхе кĕпепех.
- Аннÿ ăçта; - ыйтрĕ вăл ачаран.
- У-у-у – тет хĕр ача.
- Мама ушла, тесе каласшăн пулас. Вырăс ачи ĕнтĕ ку. Ÿксе юлнă-ши; Çухалса юлнă-ши;
Арçын пĕчĕксерне хăвăрт йăтса илет те машина патне чупать. Сылтăм аллипе руль тытса пыраканскер, сулахай аллипе пĕчĕк хĕр ачана хăй çумне çупăрларĕ. Лешĕ вара муклашкаллă уйра утса ывăннăран-ши е пĕчĕк чунĕнче çак палламан пичче хăйне пулăшас шанăç вырнаçнăран-ши, лăпкăн ăшăнса çывăрса кайрĕ.
Акă, ĕнтĕ Шетмĕпуç гаражĕ те. Аполлон Яковлевич ачана каçхи хурала тухнă хĕрарăма тыттарса хăварса Ятмана хăй ача тупни пирки шăнкăравласа пĕлтерет дежурнăя. Вăл вăхăтра хуçалăха ертсе пыраканскер, тÿрех çак хыпара радиопа пĕлтерме ыйтать.
- Ну, арăмпа, ачапа килтĕм, кĕтсе ил,– шÿтлесе сăмах хушать вăл хăйне кашнинчен алăк уçса кĕтсе илекен мăшăрне. Чăнах та, машинăра хĕрарăм ларать.
- Сысна çури пытарнă пуль те, - çак сăмахсемпе Рита Архиповна машина патне пырать.
- Ача, ачах, - хуравлать хĕрарăм.
Мĕн пулса иртнине пĕлсен, Р.А. Ключникова хыпăнса ÿкет.
- Ах, тур, ачи выçă пуль, - çак шухăшпа наччас манна пăтти пĕçерет.
Хыт выçса çитнĕ хĕр ачана темиçе кашăк пăтă çитерсен, лешĕ палламан инкерен кашăкне ярса илчĕ те хăй çиме пуçларĕ.
Тÿрех нумай çитерме те хăрарĕç Ключниковсем хĕр ачана. Ара, темччен выçă çÿренĕ вăл, кам пĕлет, тен, хырăмĕ ыратма пуçлĕ. Çакна паянхи пек астăвать Рита Архиповна.
Хăмăр куçлă çап-çаврака питлĕ хĕр ачана Ключниковсем тÿрех юратса пăрахаççĕ. Ăна усрама илес шухăш та çуралать.
- Эпĕ Хĕвел Турри, ăна та Турă ятне парас. Артемида пултăр, - тет Аполлон Яковлевич. Хăйсен те виçĕ ача вĕсен. Тăваттăмăшĕ ытлашши пулас çук - çапла тĕв туса вĕсем çывăрма выртаççĕ. Ирхине ирех такам алăк уçа пăхнине сисрĕ-ха Аполлон Яковлевич. Кăштахран акă, мăшăрĕ те ĕне сума тухрĕ.
Пулмарĕ Шетмĕпуçĕнчи Ключниковсен ачана усрава илесси, Артемида ят парасси. Ун вырăнне вĕсем тепĕр сăваплă ĕç турĕç - пĕчĕк тĕпренчĕке инкекрен çăлса тăван амăшне тавăрса пачĕç.
...9 ача хушшинче 2 çулхи хĕр ача пахчана тухнине, вăл пÿртре паçăртанпах курăнманнине асăрхамарĕ апат пĕçерекен асламăшĕ. Кинĕпе ывăлĕ те ĕçрен килчĕç, акă. Каçхи апата ларчĕç. Сĕтел хушшинче пĕр чашăкпа кашăкăн хуçи çукки тÿрех курăнчĕ. Амăшĕ Лидия Гурьевна Гурьева куçĕпе ачисене шутличченех ăнланчĕ: 2 çулхи Фаина курăнмарĕ.
- Фаина, хĕрĕм, - пĕтĕм тĕнче илтес пек кăшкăрчĕ хĕрарăм картишĕнче те, пахчара та. Анчах та илтĕнмерĕ унăн хĕрĕн сасси. Каçхи апат çиесси пулмарĕ Очăкассинчи Иван Степанович Степановăн килĕнче. Ăçта шырас халĕ хĕр ачана; Тĕттĕмленме те пуçларĕ, ав, тавралăх.
- Нивушлĕ çав çывăхри тарăн çырмана кайрĕ; Урăх никам пуçне те нимĕнле шухăш та пырса кĕмерĕ. Çак хушăра çырма тĕпне ăнтăлса пăхакан амăшĕн чĕри мĕн тери туртса ыратнине кам тата мĕнле сăмахсемпе каласа парайĕ.
- Никама та, нимĕн те усал тумарăм-çке, мĕншĕн ман ачана манран уйăратăн; - Турра хĕрĕн кун-çулне тăсма ÿкĕтлерĕ хĕрарăм. Куç умне çĕнĕрен тухса тăчĕ хăйĕн кун-çулĕ.
Мăшăрĕ вилнĕ арçын хăйне çураçма пырсан амăшĕ 21 çулхи Лидăна хăй вырăнне качча парса ярать. Фермăра ĕçлекен хĕр тарса пытанма та хăтланать, анчах кăлăхах. Ашшĕ килне çĕнĕ çамрăк хитре хĕрарăмпа пырсан 9, 6, 4 çулсенчи виçĕ ача пĕрин хыççăн тепри шăкăр-шăкăр кăмака çинчен анса ун тавра пуçтарăнсан, ĕнер хăйне ача пек туйнă хĕр хăранипе кăшт çеç тĕшĕрĕлсе анмасть. Лешсем вара пĕрин хыççăн тепри çапла чĕвĕлтетнĕ:
- Эсĕ пирĕн çĕнĕ анне пулатăн-и; Хăйсем вара Лидия Гурьевна çине амăш çунатти айĕнчен тăрук тухса çухалса кайнă пек хÿтлĕх кĕтсе пăхнă. Çав айăпсăр виçĕ чунăн 3 мăшăр куçĕ тĕмсĕлсе пăхни хĕр хăй çине мĕнлерех яваплăх тиеннине ăнланнă, шăпана хирĕçлеймен.
Упăшкин 4-мĕш ачи, çултăк çурăри Артур, ача çуртĕнче пурăннине каярахпа пĕлет вăл. Мăшăрĕпе иккĕшĕн хăйсен аслă ывăлĕ Алеша çуралсан вăл мăшăрне Артура та киле илсе килме ыйтать. Çапла вара 22 çулхи хĕрарăм 5 ачаллă пулса тăрать. Ун хыççăн хăйсен тепĕр 4 ача çуралать. 9 ачана амăшĕ пурне те юратса пăхать. Ку манăн, ку ют юн, темест.
Кÿршĕсем радиопа хĕр ача тупăннă, тенĕ хыпара амăшне пĕлтерсен çеç чун кĕнĕ ăна. Çав каç унăн пурнăçĕнчи чи вăрăмми пулчĕ пуль çав. Çутăлнă çĕре çитрĕ Шетмĕпуçĕнчи Ключниковсем патне. Алăка уçсан, мăшлатса çывăракан хĕр ачине курсан, хăйне çĕр çинчи чи телейлĕ çын тесе шутларĕ.
1974 çулта йывăр чирленĕ хыççăн мăшăрĕ çĕре кĕрет. Ку вăхăта упăшкин малтанхи арăмĕнчен юлнă 4 ачи ÿссе çитĕнчĕç ĕнтĕ. Анчах мăшăрĕ çĕре кĕрсен ăна 5 вак ачапа тăван Очăкасси ялне таврăнма малтанах çырса хунă-ши шăпа; Çулталăк çурăран пуçласа 8 çула çитичченхи 5 ачине çавăтса таврăнма тивнĕ ун тăван килне.
Пурнăç пуçламăшĕнчен пархатарлă ĕçе хăй çине илнĕшĕн, 4 ют ачана тăван амăш ăшшине панăран пулĕ ĕнтĕ Турри хĕрхеннĕ ăна. Пĕтĕм çемйипе, ял-йышпа тарăн çырма тавра хĕр ачана шыранă хушăра пĕччен хĕр ача вара Шетмĕпуç çывăхĕнчи вăрман çумĕнчи уйра мĕкĕлтетнĕ. Ун чух хуçалăха ертсе пынă Аполлон Яковлевич Ключников çав çулпа пыман пулсан, çав «шур мулкача» хăваласа чупман пулсан, мĕн пулатчĕ-ши çав айăпсăр чунпа; Телее, çĕр çинче ырă çынсем нумайрах çав, Шетмĕпуçĕнчи Рена Архиповнăпа Аполлон Яковлевич (вăл çĕре кĕнĕ ĕнтĕ) Ключниковсем пеккисем. Упăшкин 4 ачине, хăйĕн 5 ачине ура çине тăратнă Лидия Гурьевна Гурьева пеккисем. Паян Лидия Гурьевна 64 çулта. Ĕмĕрĕпех хуçалăхра вăй хучĕ вăл. Хăйĕн 5 ачи те, мăшăрĕн малтанхи çемйинчи 4 ачи те çĕршывăн, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлеççĕ.
Упăшкин малтанхи мăшăрĕнчен юлнă ачисенчен пĕри Саратовра пурăнать: хăйĕн 4 ача. Тепри Атлаш поселокĕнче яваплă ĕçре вăй хурать, Артур та Атлашрах ĕçлет, пурăнать, тепĕр ачи вара Сахалинта пулă тытнă çĕрте.
Хăй çуратнă 5 ачи те Л.Г. Гурьеван пурнăç çулне тупнă. Алеша, ав, Шупашкарта педагогра. Рена радио çуртĕнче ĕçлет. Эдик вара тăван ялтах, тăван çĕр çинчех ĕçлесе пурăнма кăмăл турĕ. Ун чухнехи, 33 çул каялла икĕ çулта пулнă Фаина – предприниматель. Йăмăкĕ Наташа Мускавра, мăшăрĕпе иккĕшĕ те башня кранĕпе ĕçлеççĕ – строительсем. Кашнин хăйĕн çемйи, хăйĕн ачисем ÿсеççĕ.
Пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытаççĕ, тăван амăшне Лидия Гурьевна Гурьевана тав тăваççĕ. Лидия Гурьевна хăй вара инкекре пулăшнă Ключниковсене паян та çĕре çити пуç таять. Çав пĕчĕк хĕр ачан Фаинăн хăйĕн паян 3 ывăл ÿсет. Вăл та тем пекех тав тăвать.
Чăннипех те çакăн пек ытарайми ырă кăмăллă аннесене турри ырă кун-çул патăрччĕ, ырлăх кÿтĕрччĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"