13 ноября 2005 г.
Çитес кĕçнерни кун, ноябрĕн 10-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра Милици кунне паллă тăваççĕ. Çавна май ĕмĕрлĕхех асра юлнă милици ĕçченĕ пирки пĕр-икĕ сăмах каласа парас килет.
Пирĕн пата, Шетмĕпуç ял администрацине кĕрекен Турхан ялне вăрçă вăхăтĕнчи йывăр кунсенче хура лаша кÿлнĕ урапапа милицин участокри уполномоченнăйĕ Леонтий Михайлович Разумов час-часах килетчĕ.
Ун чухне хальхи пек автомашинăсемпе чупман, ĕçлеме татах та йывăртарах пулнă. Апла пулин те Л. Разумов йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмастчĕ, пур ĕçе те хăюллăн пуçăнатчĕ.
Пĕррехинче, канмалли кун пулнине пăхмасăрах, пирĕн яла çĕрлех çитрĕ, вăрăсене вырăнтах тытма пултарчĕ. Вĕсем пĕр килти хуçалăхран тепĕр кунне пусма лаша вăрланă пулнă.
Вăл вăхăтри йывăр çулсем майĕпен иртрĕç. Аслă Отечественнăй вăрçă та çĕнтерÿпе вĕçленчĕ. Пысăк çухатусем тÿсрĕмĕр пулин те малаллах пăхатпăр, пурăнатпăр-ха. Анчах та, питĕ шел пулин те, Леонтий Михайловичăн пурнăçĕ служба вăхăтĕнчех, постра тăнă чухне, вăхăтсăр татăлчĕ.
Эпир, вăрçă ачисем, халĕ ватă пенсионерсем пулин те, хамăрăн аслă юлташăмăра нихăçан та манмастпăр. Пирĕн чĕресенчен унăн ячĕ ĕмĕрĕпех упранĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"