Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улми улмуççинчен аякка ÿкмест

13 ноября 2005 г.

 

Эпĕ Çĕмĕртлĕх Чемей ялĕнче пурăнатăп. Манăн хĕр Токшикри Петр Афанасьевăн аслă ывăлне качча кайса, халĕ вĕсем Çĕнĕ Шупашкарта пурăнаççĕ. Ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ, мăнукăмсем çуллахи каникул кунĕсенче мана пулăшсах тăраççĕ. Кăçал мăнукăм 3 уйăх кĕтÿçре çÿрерĕ. Ял халăхĕ мĕнле çамрăк ача  кĕтÿ кĕтет тесе тĕлĕнет. Эпĕ вăл манăн хуларан килнĕ мăнукăм тетĕп тп халăх тата ытларах тĕлĕнет. Ялтисем пăхмаççĕ, вăрăм укçа шыраса çÿреççĕ, ку вара, хуларан яла шыва кĕме килнĕскер, кĕтÿçĕре шăранса çÿрет (кăçал шăрăх пулчĕ) теççĕ çынсем. Халĕ мăнукăм вун пĕрмĕш класра вĕренет, тĕлĕкре те ĕнесем курăнаççĕ тесе каласа пани çинчен пĕлтереççĕ ашшĕпе амăшĕ.

Тата çакна çырам. Пĕлтĕр тăватă кĕтÿçрен сентябрь уйăхĕ пĕтмесĕрех виççĕшĕ пăрахса кайрĕç. Çанталăк лайăх тăрать, вара ферма  заведующийĕ манăн 70 çулхи старике тархасласах илсе кайрĕ. Сентябрь уйăхĕ вĕçлениччен тепĕр кĕтÿçне пăхса пачĕ вара кĕтĕве. Кăçал та çуркунне кĕтÿç çук, каллех старике тархасларĕç. Ачасем каникула кайиччен пăхрĕ вара. Ачасем шкула кайсан каллех сентябрь уйăхĕнче çÿрерĕ. Октябрьте те хитре çанталăк тăчĕ те, уçăлтарсах çÿрерĕç ĕнесене. 70 çулхи старик чăтать, мĕншĕн ыттисем чăтмаççĕ; Мĕншĕн ĕçлеме пăрахрĕ халăх, колхоз пĕтсен мĕнле пурăнас тет;

Манăн мăшăрăм Николай Прохоров фермăра ĕçлесе пенсие тухрĕ. Икĕ ĕçпе ĕçлесе. Лашапа тислĕк кăларса (халĕ механизмпа кăлараççĕ), арман авăртса. Хам та чылай çул дояркăра ĕçлесе. Иксĕмĕрĕн ĕç стажĕ хĕрĕх çул ытла. Усăлăхне кураймастпăр, «Ĕç ветеранĕ» ята та тивĕçмен. Газпа, электроэнергипе усă курнăшăн çынсем çур хак тÿлеççĕ, пирĕн тулли хакпа тÿлемелле. Хулиганла ĕçсем тусан ялта милици çÿрет, лайăх ĕçлекен çынсем пирки ыйтса çÿрекен те, килсе куракан та çук.

Улми улмуççинчен аякка ÿкмест теççĕ. Эпĕ Çĕмĕртлĕх Чемее Мăн Токшик ялĕнче качча килнĕ. Унта пурăнакан пиччен Михаил Евстафьевăн 7 ача: 5 ывăлпа 2 хĕр. Пурте уйрăлса тухса, пурте ĕçлеççĕ.  Пурте çавăн пек çемьесем пулсан тем пекехчĕ Те, апла мар çав. Ĕçлес килмест, тутлă çиесшĕн, вăрăм аллисене тăсаççĕ, çын пурлăхне лапăртаççĕ, усал ĕçсем тума васкаççĕ хăшĕсем.

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика