13 ноября 2005 г.
Чăваш Ен Президенчĕн Николай Федоровăн хушăвĕпе республикăра Налук саккунĕсене пурнăçлас ыйтусемпе ĕçлекен комисси туса хунă. Унăн тĕп тĕллевĕсен шутне федерацин тата республикăн налук саккунĕсене пурнăçлассипе, федераци, республика бюджечĕсене тата вырăнти бюджетсене Чăваш Республикинчи организацисем налук тÿлевĕсем хывассипе çыхăннă ыйтусем, организацисен налук парăмĕсене чакармалли мерăсем хатĕрлесси, çавăн пекех патшалăхăн влаç органĕсен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тĕрлĕ шайри бюджетсене налук тÿлевĕсем хывассипе çыхăннă ĕçсене йĕркелесе пырасси кĕреççĕ.
Çаккомиссин влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен, организацисемпе должноçри çынсенчен кирлĕ материалсем ыйтма тата илме, вĕсене хăйĕн ларăвĕсене чĕнме, сÿтсе явакан ыйтусемпе хушусемпе сĕнÿсем пама, федерацин тата республикăн налук саккунĕсене пăснă тĕслĕхсемпе право хуралĕнчи органсене сĕнÿсем ярса пама ирĕк пур. Çавăн пекех вăл федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсенчен тата ытти организацирен налук саккунĕсен тата ытти нормăпа право акчĕсен требованийĕсене пăхăнман должноçри çынсене явап тыттармашкăн ыйтма пултарать.
Çĕнĕ комиссие республика пуçлăхĕ Николай Федоров ертсе пырĕ, унăн йышне Чăваш Ен Правительствипе Патшалăх Канашĕн членĕсем, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен территори тытăмĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисем, Чăваш Ен Президенчĕн Администрацийĕн, министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем кĕнĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"