Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиенлĕ йăлапа ан туслашăр

13 ноября 2005 г.

 

Эрехпе, наркотиксемпе усă курни çын сывлăхне çав тери пысăк сиен кÿреççĕ. Çак сиенлĕ йăласен серепине уйрăмах çамрăксем нумай çакланаççĕ.Çирĕпленсе çитмен ăс-тăна минретме нумай кирлĕ мар. Харпăр хăйне упрани, пурнăçран çамрăклах уйăракан хăрушлăхран асăрханни кашниншĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак тĕллевпех ĕнтĕ районта çулсеренех октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса декабрĕн 25-мĕшĕччен «Çамрăксем – наркотиксене хирĕç» акци ирттереççĕ. Асăннă тапхăрта шкулсенче, культура учрежденийĕсенче наркотиксемпе кĕрешессипе нумай мероприятисем иртеççĕ.

Районти тĕп больницăра хальхи вăхăтра 6н учетра тăраççĕ, вĕсенчен иккĕшĕ – наркоман, 4-шĕ – наркотиксемпе усă куракансем.

Наркотиксемпе усă курни кашниншĕнех çав тери хăрушă. Вăл иртнĕ ĕмĕрсенче тĕнчери нумай хуласемпе çĕршывсене пушă тăратса хăварнă чума эпидемийĕнчен те хăрушăрах.

Каларăм ĕнтĕ, наркотиксемпе усă курасси нумай чухне çамрăк чух пуçланать. Мĕн хистет-ха вĕсене наркотик патне туртăнма; Чи малтанах ăна тутанса пăхас килни тата юлташĕсем пек пулма тăрăшни, тепĕр чухне вара ку енĕпе «опытлă» тантăшĕсем тăрăхласа куласран е ÿпкелесрен хăрани.

Наркомани питĕ хăвăрт аталанать. Çын ăна пĕрре-иккĕ усă курнă хыççăнах наркотиксăр пурăнайми пулать. Часах унăн сиенĕ те организм çине витĕм кÿни сисĕнме пуçлать: вăй пĕтет, çын çывăрайми пулать, аппетит çук, вăл начарланса, типсе ларать. Ун хыççăн шăлсем çĕрсе пыраççĕ, çÿç вăхăтсăр тăкăнса пĕтет, ÿт саралса, шупкаланса каять, пит çинче çамрăклах пĕркеленчĕксем тухаççĕ. Çапла сăнарлама пулать наркотикпа усă куракан çамрăка. Унсăр пуçне çыннăн психики, кăмăлĕ-туйăмĕ улшăннине те палăртса хăвармалла. Наркомансем тÿрккесленсе каяççĕ, хăйсем пирки анчах шутлаççĕ. Вĕсене малтанхи ĕçсем те, çывăх тусĕсем те, тăванĕсем те интереслентермеççĕ.

Наркомансене çынсемпе пĕр чĕлхе тупма та уççăн калаçма та йывăр. Вĕсен пĕтĕм шухăшĕ  – наркотик тупса унпа усă курасси кăна. Унсăр пурăнайманни, ăна тупма йывăр пулни çынна тĕрлĕрен преступлени тума, право йĕркине пăсас çул çине илсе пыраççĕ.

Чирĕн вĕçĕ – йывăр чирлесе инвалида тухни, вăхăтсăр вилни. Наркотиксемпе усă куракансем хушшинче вилекенсен хисепĕ пысăк. Вĕсем вăтам çулсене çитиччен те пурăнаймаççĕ, çавăнпа та пурнăçра ватă çынна – наркомана кураймастăн. Ку вара организм вăхăтсăр хавшаса çитнипе кăна мар, вĕсем час-часах хăйсем çине алă хума хăтланнипе, наркотиксен пысăк дозипе усă курнипе, çавна май урăх чирсем хутшăннипе те çыхăннă. Наркомансем хăйсене тата çывăх çыннисене тĕп тунипе пĕрлех хăйсен ăрăвне те пĕтереççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен ачисем ăс-тăн тата ÿт-пÿ енчен чăлах çуралаççĕ.

Наркомансене сиплессине май килнĕ таран иртерех пуçламалла, унсăрăн çынна тепĕр хут йĕркеллĕ пурнăçа тавăрма медицина ĕçченĕсен çав тери нумай тимлеме тивет.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем! Хăвăрăн ачăр хăйне мĕнле тытнине лайăх сăнаса тăрăр. Вăл наркотиксемпе усă курмасть-и, ун чухне мĕн çине ытларах тимлĕх уйăрмалла; Акă чирĕ паллисем:

-         ачан аппетит çук е апат ытлашши нумай çиет*

-         куç шăрçисем ытлашши пысăкланса сарăлаççĕ е пĕчĕкленсе лараççĕ*

-         ытти чух палăрман çывăрас килни е çывăрайманни*

-         час ывăнни, вăл ăнланмалла мар вăй кĕнипе ылмашăнни*

-         шуранка сăн, пит-куç шыçăнни, куç шуррисем хĕрелни, чĕлхе хăмăрланни*

-         алăри венăсем çинче кăвакарнă, каснă е сигаретпа пĕçертсе янă, уколсем тунă вырăнсем пурри*

-         хăвăрт пĕтекен шăлсем*

-         пĕтĕм ÿт-тир çемçешкеленни, шуранка, çĕр тĕслĕ пулни*

-         тумтир çинчи паллă мар тумламсем е юн йĕрĕсем, япаласенчен тĕлĕнмелле шăршă кĕни*

-         вăрттăн вырăна хунă шприцсем, йĕпсем, паллă мар таблеткăсем, капсулăсем, курăксем тупни*

-         пылак çиес туртăм вăйланни.

Çакна тепĕр хут аса илтеретĕп. Наркомани - çав тери йывăр чир, вăл сывлăха пур енлĕн хавшатать. Этеме çын ретĕнчен кăларать, çамрăклах вилĕм патне илсе çитерет.

Çакна яланах асра тытăр. Хăвăра та, çывăх çынсемпе юлташсене те наркотиксемпе туслашма ирĕк ан парăр, пĕр-пĕрне упрăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика