Район хаçачĕн редакцине Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕнчен В. Смоленцевран çыру килчĕ. Унта вăл «Ветерансем çинчен» Федераллă саккунăн 14 статйипе килĕшÿллĕн мĕнле çăмăллăхсемпе усă курма май пуррине тата çак саккунăн 20 статйипе камсем усă курма пултарнине пĕлтерме ыйтать.
Вăрçă ветеранĕн ыйтăвĕ çине район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх управленийĕн ертÿçин çумĕ А.Н. Кузьмин хуравлать:
«Ветерансем çинчен» Федераллă саккунăн 14 статйипе килĕшÿллĕн Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсем тата вĕсемпе танлаштарнисем çакăн пек çăмăллăхсемпе усă кураççĕ:
1) пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн 50 процентне кăна тÿлеççĕ*
2) реабилитацин техника хатĕрĕсене тÿлевсĕр илеççĕ*
3) протезпа ортопеди изделийĕсене тÿлевсĕр илеççĕ*
4) вĕсене кашни уйăхра 1550 тенкĕ тата соцпакет (450 тенкĕ) тÿлеççĕ.
Соцпакет шутне врач çырса панă рецептпа тÿлевсĕр эмелсем илни, медицина кăтартăвĕсемпе санаторисемпе курортсенче сипленни тата вĕсене тÿлевсĕр кайса килни кĕреççĕ*
5) 2005 çулхи май уйăхĕнчен тытăнса вĕсене кашни уйăхран 1000-шер тенкĕ хушса тÿлеççĕ*
6) хулари пассажирсем турттаракан мĕн пур транспорт çинче (таксисĕр пуçне) тата хула çумĕнчи автобуссем çинче вĕсем тÿлевсĕр çÿреççĕ.
7) Чăваш Республикин «Вăрçă вăхăтĕнче тылра ĕçленисене тата ĕç ветеранĕсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн ("Ветерансем çинчен" Федераллă саккунăн 20 статйипе) Чăваш Республикинче пурăнакансене çакăн пек çăмăллăхсем параççĕ:
1)врач рецепчĕпе илекен эмелсен 50 процентне тÿлеççĕ*
2) шăл протезĕсене тÿлевсĕр хатĕрлеççĕ тата юсаççĕ*
3) хулари пассажирсем турттаракан автотранспорт çинче (таксисĕр пуçне) тата хула çумĕнчи районсенчи автобуссем çинче вĕсем тÿлевсĕр çÿреççĕ.
2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа тылра ĕçленисене пурне те уйăхсерен 400 тенкĕ хушса тÿлеме тытăнаççĕ. Унта çул çинче çÿренĕ социаллă билет хакĕ (100 тенкĕ), эмелсене çăмăллăхсемпе илни (240 тенкĕ) тата шăл протезне тÿлевсĕр хатĕрлени (60 тенкĕ) кĕреççĕ.