25 октября 2005 г.
Социаллă фонд «Эп юратакан тĕнче» ятпа ачасен Пĕтĕм тĕнчери конкурсне ирттерет. Ку конкурса вăл Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ ячĕпе йĕркелет. Ачасен художествăлла ĕçĕсен конкурсĕ октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 30-мĕшĕччен пырать. Унта 5 – 15 çулсенчи ачасем хутшăнма пултараççĕ. Ÿкерчĕксене акварельпе, тушьпе, перопа, хутăш техникăпа ÿкерме юрать. Калăпăшĕ çакăн пек пулмалла: А1 (60х30), А2 (40х60), А3 (30х40). Конкурса шкулсем, студисем, ачасен çурчĕсем, шкул-интернатсем, инвалид-ачасем пурăнакан учрежденисем хутшăнма пултараççĕ.
Тема анлă: конкретлă вырăн - край, хула, çурт, картиш тата ытти пулма пултарать. Ĕмĕтри фантастика тĕнчине те хут çине куçарма юрать: ача хăйĕн ĕмĕтне, хăй мĕн çинчен шухăшланине, хăйне лайăх туякан тĕнчене хут çине ÿкерсе кăтартма пултарать.
Ÿкерчĕксене çак адреспа ярса памалла: 107031. Россия, г. Москва, ул. Петрова, д.19, стр.1, офис 6. Ÿкерчĕксене ярса памалли юлашки вăхăт – декабрĕн 30-мĕшĕ таран янине штемпль тăрăх уйăраççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"