Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăр пулнă, анчах алă усман

25 октября 2005 г.

1930-мĕш çулсем. Лашапа, суха пуçпе çĕр ĕçленĕ хресчен пĕрлĕхре вăй пулнине ăнланса пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене пĕрлешме пуçлать, Тăван çĕршыв правительстви те ял хуçалăх çине тимлĕх уйăрса çĕр ĕçченне ял хуçалăх  техникипе тивĕçтерме тытăнать. Çапла майпа çĕр ĕçĕн çĕнĕ кун-çулĕ пуçланать. Çĕнĕ ĕçе çĕнĕ çынсем кирлĕ. Чăваш ялĕсенче малтанхи трактористсем çуралаççĕ, «хурçă утсене» çăварлăхлаççĕ.

Ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансен уявне паллă тунă чух механизатор ĕçне-хĕлне  палăртмасăр иртме ниепле те май çук. Сухара е акара, выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте е вырмара – унăн алли кашни ĕçрех тĕп вырăнта. Паянхи механизаторсем çинчен калаçнă чух ялта ял хуçалăх техникине пуçласа алла илнисем пирки аса илмесĕр иртме те юрамасть. Вĕсем-çке хальхи машинăпа трактор паркĕсен пуçаруçисем, никĕслевçисем. Çакнашкал трактористсем Кашмашпа Çатракасси тăрăхĕнче те çук мар. Шăпах вĕсем пирки сăмах тапратрăмăр та эпир Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тата ĕç ветеранĕпе Вячеслав Иванович Ивановпа. Хăйĕн ĕç пурнăçне «хуçă ут» штурвалĕ умĕнче тата машинăпа трактор паркĕн бригадирĕнче ирттернĕскерĕн хăйĕнпе пĕр вăхăтра ĕçлеме пуçланă аслăрах механизаторсем пирки каласа кăтартмалли, паянхи çамрăксене паллаштармалли чылай.

- Малтанхи кустăрмаллă ХТЗ тата гусеницăллă «НАТИ» тракторсемпе ĕçлеме çăмăл пулман. Иккĕшне те алăпа çавăрса чĕртмеллеччĕ. Çапах малашлăх техникăра пулнине ăнланнă механизаторсем йывăрлăхсене пăхмасăрах куллен ĕçе тухатчĕç. Паянхи пек гаражсем, юсав мастерскойĕсем асра та пулман,- каласа парать Вячеслав Иванович.

1926 çулта çуралнă, çĕнĕ малашлăха пăхакан çамрăк В. Иванов Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсем вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ çул (1941) вăл вăхăтри Мăн Сĕнтĕр район центрĕнче вырнаçнă машинăпа трактор станцине фронта кайнă ентешсен ĕç вырăнĕсене йышăнма тракториста вĕренме каять. Кĕçех вăл ХТЗ трактор рулĕ умне ларса, МТС ĕçне кÿлĕнсе колхозсене пулăшма пуçлать.

- Вĕренсе тухнă хыççăн хама ХТЗ трактор шанса парсан тата МТСри Кашмаш çынни Зиновий Никифорович Толикин ертсе пыракан 10-мĕш бригадăна çирĕплетсен чăнласах савăнтăм, хам çĕр хуçи тата ун çинчи ĕçшĕн яваплă çын пулнине чĕрепе туйса илтĕм, - аса илет 80 çула çывхаракан Вячеслав Иванович.

Çул çитсен 1943 çулта В. Иванова та фронта илсе каяççĕ. Нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕ хыççăн яппун самурайĕсене çапса аркатса иккĕмĕш тĕнче вăрçине вĕçлесе Вячеслав Иванович 1948 çулта яла таврăнать, каллех çĕр ĕçне кÿлĕнет, «хурçă ут» штурвалне тытать. 1952 çулта хăй ĕçне пĕлсе çитнĕ вăй питти механизатора МТСри трактор бригадин бригадирĕн пулăшуçине лартаççĕ. 1953 çулта тăватă ХТЗ тата пĕр «НАТИ» тракторсен бригадине З. Толикин хыççăн В. Иванов ертсе пыма пуçлать. 1937 çулта йĕркеленнĕ МТСри çак бригада унчченех Кашмашри «Свобода», Çатракассинчи «Сталинец», Ятманти Ворошилов ячĕллĕ хуçалăхсене çĕр ĕçĕнче пулăшса пынă. Зиновий Никифорович йĕркелесе пынипе çак 5 «хурçă ут» асăннă колхозсене пысăк пулăшу панă, çĕр ĕç тухăçне ÿстерме пулăшнă. Зиновийăн шăллĕн Алексейăн ывăлĕсем Валерий, Николай, Юрий мучăшĕн ĕçне малалла тăснă, Николай паян та «Свобода» хуçалăх механизаторĕ З. Толикинăн Григорий шăллĕн Михаил ывăлĕ паян тăван хуçалăх водителĕ.

Хăйĕн практикăлла вĕрентекенĕнчен З. Толикинран трактор бригадине илсе юлнă хыççăн В. Иванов та бригада хастарлăхне чакармасть. 10-мĕш бригада унчченхиллех ĕçре ыттисемшĕн тĕслĕх пулса юлать. Вячеслав Иванович вара малтан МТСра, 1958 çул хыççан «Сталинец» тата «Свобода» колхозсенче 1986 çулччен трактор бригадине ертсе пырать. МТСа малтанхи 35 ДТ-54 трактор килни тата вĕсенчен 3-не В. Иванов бригадине пани, 1953 çулхи ЦК КПССăн сентябрьти пленумĕ ял çине пысăк тимлĕх уйăрнă хыççăн механизаторсене профсоюза кĕртни, механизаторсен ĕç укçине ÿстерни, парксенче ятарласа юсавçăсем тытма пуçлани, трактор юсанăшăн тата техуходшăн ĕç укçи тÿлеме пуçлани (унччен миçе гектар ĕç пурнăçланишĕн çеç тÿленĕ) йăлтах В. Иванов куçĕ умĕнче пулса иртнĕ.

1958 çулта МТСсене реорганизациленĕ хыççăн В. Иванов бригадине (5 трактор, 5 культиватор, 5 плуг, 6 сеялка) «Сталинец» колхоза яраççĕ. Вăл вăхăтра В. Мартынов ертсе пынă колхоз кĕçех вĕсемшĕн тÿлесе татса хăйĕн техника паркне уçать. «Сталинецпа» «Свобода» пĕрлешсен вара техника йышланать, хальхи машинăпа трактор паркĕн пĕр пайĕнче техника ларма пуçлать. Çулсем иртнĕçемĕн çĕнĕрен те çĕнĕ техника килме пуçлать, мастерской, гараж, склад ÿссе лараççĕ, территорие асфальт сараççĕ.

- Малтанах прицеплă «Коммунар» комбайнсем килчĕç. Питĕ шанчăклă техникăччĕ вăл, тырра пачах юхтармастчĕ, - хыçа юлнă техникăна та ырăпа аса илчĕ Вячеслав Иванович, - техникинчен ытла вăл вăхăтра унпа ĕçлекенсем ылтăн алăллăччĕ.

Алексей Гаврилович Гаврилов. «НАТИ» тракторпа ĕçленĕскер, вăл е ку ĕçрен нихăçан та пăрăнман. Хушнă – пурнăçланă. «Ĕçлеместĕп, тумастăп», - тенисем пулман. МТСран колхоза куçсан вăл мĕн ĕмĕрĕпех «Свобода» колхозра тимĕрçĕре вăй хунă. Унпа пĕрле ĕçленисем, унăн пулăшăвĕпе усă курнисем ăна паян кун та ырăпа асăнаççĕ. «Тирпейлĕ суха тума плугсен лемехĕсене тăтăш туптаса тăратчĕ, сÿре шăлĕсем те çивĕччĕ», - аса илеççĕ А.Г. Гаврилов тимĕрçĕне.

Василий Иванович Коротких. Çатракассинче пурăннă, МТС системинче «НАТИ» гусеницăллă тракторпа ĕçленĕ, сухара та акара тирпейлĕхпе палăрнă механизатор та ырă малашлăхшăн уй-хирте сахал мар тар юхтарнă.

Димитрий Аркадьевич Поликарпов. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ фронта каиччен те, вăрçă хыççăн та МТСра, «Свобода» хуçалăхра механизаторта нумай çул хушши ĕçе парăнса ĕçленĕ. Ĕç ĕмĕрĕнче «НАТИ», У-2, ХТЗ-7 тракторсене алла илнĕ, нумай çамрăка вĕсемпе ĕçлеме хăнăхтарнă. Мăшăрĕпе, Мария Кирилловнапа, 7 хĕрпе 3 ывăл çуратса ÿстернĕ, кашнинех çĕр ĕçне юратма вĕрентнĕ. Сăмах май, 10 ача çуратса ÿстернĕ Мария Кирилловна - ача амăш- героиня. Паян «Свобода» хуçалăхра çак ĕç паттăрĕсен ачисем, кĕрĕвĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем вăй хураççĕ, ĕç династине малалла тăсаççĕ.

Валериан Ефремович Ефремов. 1925 çулта çуралнăскер, хăйĕн пĕтĕм ĕç ĕмĕрне çĕр ĕçне халалларĕ. Вăрçă хыççăн МТСра ХТЗ тата ДТ-54 (чи малтанхипе) ĕçлесе техникăна алла илессипе ялан ырă енчен палăрнă. Вăл суха тунă хирте йăрансене курма пулман. Технологие пăхăнса ĕçленĕскер ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнă. Çĕр ĕç юратăвне хастар механизатор ывăлĕсене парса хăварнă. Ывăлĕсем пурте механизаторсем.

Борис Николаевич Петровский. 1927 çулта çуралнăскер çĕр ĕç пурнăçне Мăн Сĕнтĕрти МТСра В. Иванов бригадинче пуçланă. Ĕçре пахалăхпа палăрнă тракторист колхоза килсен пенсие тухас умĕн çеç хăйĕн ĕçне ывăлне Виталие парса слесарьте ĕçлерĕ. Виталий вара ашшĕн ырă ятне вараламасăр ДТ-75 тракторпа вуншар-çĕршер гектар сухаларĕ, акрĕ, сÿрелерĕ.

Апполон Евгеньевич Толикин. Çакăн пек çĕр ĕçченĕсем пиркиех ĕнтĕ Чăваш Гимнĕ: «Алран кайми аки-сухи, асран кайми  ати-ани...» Ĕç ĕмĕрне ДТ-75 «хурçă ут» штурвалĕ умĕнче ирттернĕскер, техника юратăвне ывăлĕсене парса хăварчĕ. Паян вĕсем хуçалăхри ырă тĕслĕхлĕ механизаторсем, ашшĕ ятне çĕре ÿкермерĕç.

Ольга Ефремовна Бычкована. 1923 çулта Çатракассинче çуралса ÿснĕскер, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан фронта тухса кайнă арçын механизаторсен вырăнне йышăннă хĕр. Чылай ĕçсене вăл çулсенче лашапа пурнăçланă пулсан та, О. Бычкова тытса пыракан трактор та сахал мар суха тунă, тырă акнă. Паян вăл ачисемпе Çĕпĕрте пурăнать.

Олимпиада Андреевна Андреева. Кашмаш ялĕнче çуралса ÿснĕ Ульăп 1939 çулта МТСра ХТЗ тракторпа ĕçлеме пуçланă. Техникăна лайăх вĕренсе çитнĕшĕн ăна кĕçех «НАТИ» трактор шанса параççĕ. Качча кайманскер тракторпа ĕçлесех чирлесе каять, ĕçе пăрахма тивет.

Ольга Михайловна Ершова. 1941 çулта арçынсем фронта кайма пуçласан, хăй ирĕкĕпе механизатора вĕренсе трактор штурвалĕ умне ларнăскер, вăрçă çулĕсенче ХТЗ тракторпа ĕçленĕ. Вăл МК-1100 молотилкăпа тырă çапнине аслă ăрури çынсем халĕ те астăваççĕ. Мăшăрĕпе, вăрçă участникĕпе тата инваличĕпе Платон Иванович Ершовпа вĕсем 11 ача çуратса ÿстернĕ. Çавăнпах Ольга Михайловна ача амăш-героиня ята тивĕçнĕ. Хăй пурнăçран уйрăлнă пулсан та, вăл пуçарнă ĕçе ачисем, 13 мăнукĕ, 4 правнукĕ малалла тăсаççĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче трактор штурвалĕ умне ларнисенчен Кашмаш-Çатракасси тăрăхĕнче Перасковия Ивановна Максимовапа Галина Кузминична Моторована та лайăх астăваççĕ.

Çÿлерех асăннă трактористсен ĕçĕсене «Свобода» хуçалăхра паянхи çамрăк механизаторсем малалла тăсаççĕ, аслисен ятне çĕре ÿкермеççĕ, самантлăха та манмаççĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика