Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратса пурăнмалла, юратса...

11 октября 2005 г.

 

 

Çепĕç те асамлă Мендельсон маршĕ пирĕн чĕрене кирек хăш ÿсĕмре те пăлхантарать. Çунатлă çамрăклăх ытамĕнче чух туй машинисем çинче хамăра курмастăмăр-и; Анчах та çемье пурнăçĕ  икĕ чĕре пĕрлешнĕ кун  шур пĕркенчĕк айĕнче çеç ларни мар иккен. Пыра-киле пĕр-пĕрин ырă енĕсене, çитменлĕхсене хăйсен витĕр кăларса ăнланма та пĕлмелле. Каçарма пĕлмелле. Унсăрăн ĕмĕтри юрату ĕмĕтрех юлма пултарать, ачасем те çемье ăшши мĕн иккенне ăнланмасăр юлма та пултараççĕ.

Иртнĕ эрне кун районти Культура çуртĕнче  сцена çинчен хĕвел мулкачĕ хавассăн ăш куллине районти çемье конкурсне хутшăнакансем, курма килнисем çинче сапаларĕ.

- Ырă кăмăллисен, ырра шанакансен пурнăçĕ ялан ăнать. Чун йшшийĕ вĕсен пурнăç уçлне уçса парать,- акă, мĕн каласшăн пулчĕ вăл.

Конкурса хутшăннă 6 çемье çак шухăш пурнăç чăнлăхĕпе пĕр килни пирки пĕрре те иккĕленмест Ильинка ял администрацийĕн территорийĕнче пурăнакан Никнель Владимировнапа Олег Леонидович Бычковсем çакна хăйсене паллаштарнă чух çирĕплетсе пачĕç. Гороскоппа хир сыснипе вăкăр вĕсем.

- Вăкăр мăйракине кăтарткалать хăш-пĕр чухне. Тепĕр чух сысна та асав шăлĕсемпе шатăртаттарать. Хăш-пĕр чухне, - тет Никнель Владимировна шÿтлесе, хăйсен çемйинче пĕр вĕçĕм юратупа килĕшÿ пуç пулса тăнине çирĕплетсе. 13 çул пĕрле пурăнаканскерсен малтанхи ăнланманлăхсем хыçалта ĕнтĕ: хĕрпе ывăл çитĕнет вĕсен. «Юратса пурăнмалла, юратса кăна, çакă çутă тĕнчере хăнара кăна», - теççĕ вĕсем.

Юнкă ял администрацийĕнчи Маргарита Николаевнăпа Александр Леонидович Сытинсем çемьепе çеç мар, пĕтĕм тăванĕпе килĕштерсе пурăнни куçкĕрет. Ашшĕпе-амăшĕ, шăллĕ-пиччĕшсем, аппăш йăмăкĕсем ачисемпе пурте килнĕ çемье пĕрлĕхне кăтартма. Сытинсен 3 хĕр çитĕнет. 21 çул хушшинче пĕр-пĕрне 21 сив сăмах та каламан пуль вĕсем. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсен çемье девизĕ çакăн пек: «Çынсене ытларах ырă тума васкăр».

Уйкас Янасал ял администрацине кĕрекен Ольга Ивановнăпа  Федор Александрович Рылинсем спортпа туслă пулни пĕрремĕш конкурсранах курăнчĕ: спортпа çеç мар, пĕр-пĕринпе те çав тери туслă вĕсем: хĕрпе ывăлне çав тери юратаççĕ. Сире Федор Александровичăн вăрттăн шухăшне пĕлтеретĕп. Кĕçех вăл çемье çавăрнăранпа 10 çул çитнĕ кун юратнă мăшăрне роза чечекĕсем парнелĕ. Хăйсен çемье телейĕ пĕр хăйсенчен çеç килнине  лайăх ăнланаççĕ вĕсем.

Муркаш ял администрайцийĕнчи Зоя Римовнăпа Сергей Иосифович Потаповсем вара çемье телейĕпе юратăвне кантăкпа та, фарфорпа та танлаштармаççĕ: алмаз пек хаклă, тап-таса, теççĕ. Çакă С.И. Потапов сăмахĕнчен те паллă.

- Манăнни пек лайăх мăшăр,

Пултăр кашни арçыннăн:

Кун пек лайăх мăшăра

Эп памастăп никама.

Спорта юратакан ывăлĕ, кĕçĕн класри хĕрĕ çитĕнет вĕсен. «Спортра та, ĕçре те – эпир яланах пĕрле», - теççĕ вĕсем.

Катькас ял администрацийĕн территорийĕнче 15 çул пĕрле пурăнакан Ирина Евгеньевнăпа Юрий Евгеньевич Перковсен кĕçех кантăк туйĕ пулмалла. Анчах вĕсен çемье телейĕ кантăк пек чăлпар саланас хăрушлăх çук. Юрий Евгеньевич калашле, уйрăлас тесе пĕрлешмен вĕсем,  вĕсен чĕрисем. Хытă мăйăра час катма çук, пирĕн телей ÿксе çĕмĕрлес çук - акă мĕн пулăшать вĕсене пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме. Хĕрĕ Людмила, ав, Раççей шайĕнче те каратэ енĕпе чемпион пулса тăчĕ, спорт мастерĕ. Ывăлĕ те çемье ăшшине туйса ÿсет.

Шашкар ял администрацийĕнчи Наталья Семеновнапа Владимир Анатольевич Корпусовсем те 10 çул пĕрле. Эпир пулнă, пур, пулатпăр, - теççĕ вĕсем. Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ каламасăрах паллă. Ывăлĕпе хĕрне те телей çемьерен пуçланни пирки ăша хывса ÿстереççĕ.

Конкурс умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова  конкурса хутшăнакансене ăнăçусем сунчĕ, вĕсене те, куракансене те çемьере килĕшÿпе юрату, ăнлану, çирĕп сывлăх сунчĕ.

Хăйсемпе паллаштарнă хыççăн çемьери чи юратнă уявпа паллаштарчĕç конкурса хутшăнакансем. Тăватă çемье ачисен çуралнă кунне турĕ, Бычковсем вара Наталья Семеновнăна саламларĕç çуралнă кунĕ ячĕпе. Мăшăрĕ куçран пăхса, юратса, купăс тăсса ячĕ, илемлĕ юрă юрласа пачĕ. Чăнах, пăхас килмелле ÿкерчĕк, итлес килмелле самант.

Потаповсем вара Çĕнĕ Çул уявне паллă туса кăтартрĕç. Хăйнеевĕрлĕх ку конкурсра та палăрчĕ вĕсен.

Унтан вара çемьесем спортра мĕнле çитĕнÿсем тунине тĕрĕслерĕ жюри. Амăшĕсем пилĕк çинче кăшăл çавăрчĕç, ашшĕсем урайĕнчен туртăнчĕç, ачисем скакалкăпа сикрĕç. Пăхса çеç ĕлкĕр.

Çемьепе тутлă апат-çимĕç пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăраççĕ. Кукăль, торт, кондитер изделийĕсем – эпир сирĕнпе мĕн юрататпăр, конкурса хутшăнакансем те çавсенех кăмăллаççĕ иккен. Тулĕк кашни çемьен хăйĕн рецепчĕ-ха.

Конкурсантсем юрра-ташша ăста пулни  пирки те  пĕр иккĕленÿ те юлмарĕ ку конкурс хыççăн. Иккĕленÿ терĕр-ха. Артистран нимпе те кая мар. Чун-чĕре ăшши ытларах та, тен, палăрчĕ çав номерсенче.

Вĕçленчĕ конкурс. Çăмăл пулмарĕ жюрие пĕтĕмлетÿ тума. Вăл вара  çапла пулчĕ: Рылинсем çĕнтерчĕç. Вĕсемех республикăри çемье конкурсĕнче район чысне хÿтĕлĕç. Тепĕр 5 çемьерен кашниех вара тĕрлĕ номинаципе çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. «Аслисен йăлисене тытса пыратпăр», «Çирĕп çемье - çирĕп кил-çурт», «Пĕрлĕхре – вăй», «Çемье пĕрле чух чун та вырăнтах», «Эпир юрăçсем, ташăçсем - çемйипех эпир талантлисем». Çаплах пултăрччĕç вĕсем малашне те. Телей çăлтăрĕ вĕсен çемйи тĕлĕнче те, вулакансем, сирĕн тĕлте те йăл-йăл кулса тăтăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика