Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушарнăйсен канма вăхăт çук е мĕн тăрать çакăн хыçĕнче

11 октября 2005 г.

 

 

Пирĕн тăрăха çĕр чĕтренни е шыв илни хăратмасть пулсан та, «хĕрлĕ автан» çине-çинех алхасни кашнин чĕринех ыраттарать. Тĕрĕсрех каласан, ыраттармалла. Мĕншĕн-ха çапла пулмалла тесе калатăп; Сăлтавĕ – чылайăшĕ кулленхи пурнăçра пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни е вĕсене сĕмсĕррĕн пăсни. Кайран вара чавса çывăх та çыртма çук.

Район территоринче пушар тухнине регистрацилемелли журнала пăхсан, кăçал пирĕн енче вут-кăвар алхаснă тĕслĕхсем йышланни курăнать. Акă, пĕлтĕр октябрь пуçланнă тĕле  районта 24 пушар тухнă пулсан, кăçал ку виçе 30 тĕслĕхе çитрĕ. Тав Турра, кăçалхи инкексем çын пурнăçне татмарĕç. 2004 çулта вара ирĕке кайнă вут-çулăмра 4 çын вилнĕччĕ тата тăваттăн пиçсе кайнăччĕ.

Пытарма çук, ытларах уйрăм çын кил-çурчĕсем çунаççĕ (кăçал 85 процент), ахаль те çăмăл мар пурнăçа татах та йывăрлатаççĕ. Илер-ха сентябрь уйăхĕнчи тĕслĕхсене. Районти 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕнче тата вырăнсенчи ведомствăлла пушар хуралĕсенче службăра тăракансен çак уйăхра 6 хутчен çулăмпа кĕрешме тухма тиврĕ. Кашни инкеке тĕплĕн çутатам-ха, мĕншĕн тесен вĕсенче ытти граждансем валли те вĕренмелли, асăрхаттармалли çук мар. Акă, сентябрĕн 1-мĕшĕнче 2 сехетре Шомикри «Волга» сад юлташлăхĕнчи С. Федоровăн дача участокĕнче дача пÿрчĕ, мунча, веранда кĕлленни хутса ăшăтмалли прибора никам пăхмасăр хăварнин «çимĕçĕ». Ку сăлтав кĕр кунĕсем çитнипе тата хĕл çывхарнипе килекен сивĕсенче кашнинех асăрханулăха ÿстерме ыйтать. Мунчара кăмакапа усă курмалли правилăна пăснипе Лантăшри А. Порфирьев хуçалăхĕнче сентябрĕн 20-мĕшĕнче çурçĕр иртни 2 сехетре пулнă инкек те (4,5х10 метр калăпăшлă лаçпа мунча çунса кайни) асăрханулăха çÿллĕ шайра тытмаллине пĕлтерет.

Сентябрĕн 6-мĕшĕнче ирхи 2 сехет тĕлĕнче Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕнчи Кĕçĕн Тутаркасра Н. Богданов гражданин хуçалăхĕнче 7х11 метр калăпăшлă пурăнмалли çурт, 4,5х4,5 метр калăпăшлă йывăç мунча, 5,5х5,5 метр виçеллĕ йывăç лаç, 5х5 метрлă нÿхреп çийĕ, хăмаран çапса тунă 6х4 метр калăпăшлă сарайпа 1 тонна улăм кĕлленчĕ. Урамра кĕркунне пулнине тата вăхăт хĕл еннелле сулăннине пăхсан, çакă епле пысăк инкек пулни каламасăрах паллă.

Вырăнсенчи ведомствăлла пушар хуралĕсем пулас-тăвас инкекпе кĕрешме тухма ялан хатĕр пуласси пирки пĕрре мар калатпăр, анчах пĕрлешÿллĕ хуçалăх çинче тăракан пушар хуралĕсем час-часах вăхăтра пулăшу парайманни хăйех пысăк инкек. Кун çинчен пĕрремĕш каламастпăр ĕнтĕ, çапах... Сентябрĕн 8-мĕшĕнче ирхи 6 сехетре Шетмĕпуçĕнчи В. Гаврилов хуçалăхĕнче пушар тухсан, вырăнти пушар машини çийĕнчех унта пырса пĕрремĕш пулăшу парайманран пурăнмалли пÿрт çивиттийĕ юрăхсăра тухрĕ. Çак тĕслĕх хыççăн Мичурин яч. хис. хуçалăх ертÿçин кая юлмасăр тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла пек, анчах çакăншăн тăрăшни палăрсах каймасть-ха.

Çатракасси ял администрацийĕнчи Шупуçĕнче сентябрĕн 20-мĕшĕнче çĕрле сарай, сентябрĕн 28-мĕшĕнче Ярославка ял администрацийĕнчи Чăршă ялĕнче мунчапа лаç çуннин сăлтавĕсемпе тĕпчевсем пыраççĕ пулин те, ял çыннисен хăйсен пурлăхне сыхлассипе хăйсенех ытларах тимлемелли куç умĕнче тăрать. Юлашки тĕслĕхе «Чемеево» хуçалăхăн пушар хуралĕ  вăхăтра çитни çулăма маларах çăварлăхлама пулăшрĕ. Кунта «Сеятель» ял хуçалăх производство кооперативĕ пирки те  уйрăммăн асăнса хăварас килет. Хуçалăх ертÿçи А. Соловьев вырăнта пушар хуралĕ  кирлине лайăх ăнланать. Вырăнти ял администраципе пĕр чĕлхе тупса кунта кÿршĕри «Юнга» агрофирмăра тусан айĕнче ларакан пушар машинине туянса пушар хуралĕ йĕркелессипе ĕç пуçланчĕ. Çакна валли кунта халăхран укçа-тенкĕ пуçтарнă та ĕнтĕ.

Пушар хуралĕ пĕтĕм халăхăн ĕçĕ пулнине Мулкачкассинче ку тăрăхра пурăнакансен пухăвне ирттерни те çирĕплетет. «Восток» хуçалăхăн пушар машинин насосне юсама халăх укçи-тенкипе усă курма шутлани çынсем пушар хуралĕ çине ответлăрах пăхма пуçланине кăтартать. Кунта çапла калас килет, халăхăн инкекпе кĕрешме çеç мар, çав кĕрешĕве хатĕрленме те пĕр çын пек кар! тăмалла. Çавăн  чухне кăна эпир умри инкексене çăварлăхлăпăр.

Сăмахăма вĕçлесе çакна пĕлтеретĕп. Октябрĕн 11-мĕшĕнче Муркашри 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕнче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи ведомствăлла пушар хуралĕсен яваплă специалисчĕсемпе тата вырăнсенчи пушар машинисен водителĕсемпе условнăй пушара сÿнтерессипе практикăлла вĕрентÿ пулать. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ май çак вĕрентĕве хăйсен пушарнăйĕсене активлă явăçтарасса шанас килет.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика