11 октября 2005 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕн, ял хуçалăхпе апат-çимюĕç управленийĕн ертÿçин В.К. Ананьевăн хушăвĕпе уй-хирти кĕрхи ĕçсем вĕçленсе пынă май ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартас, унпа çитес çулхи уй-хир ĕçĕсенче тухăçлă усă курас тата çакна валли вăхăтра хатĕрленсе çитес тĕллевпе техникăна йышăнса управа лартас енĕпе районти комисси тусахунă, унăн йышне çирĕплетнĕ. Комисси председателĕ – ял хуçалăхпе апат-çимĕç управденийĕн тĕп инженерĕ А.В. Казамбаев.
Ял хуçалăх техникине хĕллехи управа лартас тĕлĕшпе палăртнă уйăхлăх сентябрĕн 26-мĕшĕнче пуçланнă, çак тапхăрта мĕнле ĕçсем туса ирттермеллипе ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисемпе инженери службисем патне çитернĕ. Конкурс итогĕсене октябрĕн 24-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"