Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутатсем канашларĕç

07 октября 2005 г.

Кĕçнерни кун райадминистрацин ларусен залĕнче депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ 33-мĕш ларăвĕ ĕçлерĕ. Ăна районти самоуправлени пуçлăхĕн çумĕ В.М. Рубцов ертсе пычĕ.

Лару çак кун йĕркипе çирĕплетрĕ:

1. 2004-2005 çулсенче тата 2010 çулчченхи тапхăрта районта кадрсем хатĕрлес программăна пурнăçлани çинчен.

2. ЧР Президенчĕн «Алкогольпе усă курнине, алкоголизмпа тата ĕçкĕпе иртĕхнине  профилактика тăвассине  коонтроллессине вăйлатма май паракан хушма мерăсем çинчен» Указне районта пурнăçлани çинчен.

3. 2001-2003 çулсенче тата 2010 çулчченхи тапхăрта районта культурăна упрас тата аталантарас тĕллевлĕ программăна пурнăçлани çинчен.

4. Район администрацийĕн финанс пайĕ çинчен калакан положение çирĕпдетесси çинчен.

5. Депутатсен районти Пухăвĕн 2002 çулхи августăн 30-мĕшĕнчи С-11-2 № «Районта бюджет право хутшăнăвĕсене йĕркелесси çинчен положение çирĕплетесси çинчен» решение улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси çинчен.

Кун йĕркнчи пĕрремĕш ыйтупа район администрацийĕн прогнозпа экономика пайĕн ертÿçи Э.И. Симакова, иккĕмĕш ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – социаллă пулăшу управленийĕн ертÿçи Н.П. Петрова, виççĕмĕш ыйтупа культура, информаци политикин тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева тухса каларĕç.

Кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явса депутатсем тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç. Вĕсемпе райхаçатăн малаллахи номерĕсенче паллаштаратпăр. 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика