07 октября 2005 г.
Культура ĕçченĕсен те татса памаллисем çук мар. Вăл е ку ыйтăва пĕрле татса пама яланах çăмăлтарах вĕт. Ытлари кун, ак, районти культура ĕçченĕсен, библиотекарьсем, Кашмашри Культура çуртне пуçтарăнчĕç. «Муниципаллă библиотека - çĕнĕ информаци анлăшĕнче» акă, мĕн ятпа иртрĕ библиотека ĕçченĕсен семинарĕ. Семинар ĕçне, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕсен министерствин, ЧР наци библиотекин ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Семинара пуçтарăннисене çавăн пекех район администрацийĕн Культура, информаци политики тата архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева саламларĕ. Çакăн сăлтавĕ те паллă: семинар хыççăн кунта моделлĕ библиотека уçăлчĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"