06 октября 2005 г.
Пĕр кун ача сачĕ ĕçлемесен, çак ÿсĕмри ачасен ашшĕ-амăшĕсемшĕн тем пысăкăш чăрмав сиксе тухать. Пĕчĕк ачана килте пĕччен хăварсан амăшĕн ĕçре мĕнле чун-чĕрепе кун каçни каламасăрах паллă. Çакă тепĕр хут ача садĕнче ĕçлекенсен профессийĕ мĕн тери кăткăс та пархатарлă иккенне çирĕплетсе парать.
Юн кун вара кăçалхипе 2-мĕш хут шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсен кунне паллă турăмăр. Çав ятпа районти Культура çуртĕнче «Çулталăкри чи лайăх воспитатель» ятпа конкурс пулса иртрĕ.
Зал тăп-тулли пулчĕ халăх. Чи малтанах çак пархатарлă професси ĕçченĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова, районти вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи В.М. Васильев саламларĕç. Вĕсене чун-чĕре илемлĕхĕшĕн ачасене юратнăшăн, чăтăмлăхшăн тав турĕç. Ача мĕнле çын пулса ÿсессинче воспитательсемпе няньăсен пĕлтерĕшĕ мĕн тери пысăккине палăртрĕç.
Унтан вара конкурс пуçланчĕ. Пĕтĕмпе унта 6ăн хутшăнчĕç. Пирĕн ачасемпе, чăннипех те, маттур, хăйсен ĕçне пĕлекен, пултаруллă çынсем ĕçлеççĕ иккен. Çакна вĕсем конкурсра та çирĕплетсе пачĕç. Хăйсем ачаран воспитателе епле çитнине ăнланмалла та интереслĕ каласа пачĕç вĕсем. Генерал пулма ĕмĕтленмен салтак – салта-и тата; Воспитательсем те заведующи пулма ĕмĕтленеççĕ иккен. Кун пирки татсах калаймастăн-ха, анчах çав ятлă конкурсра воспитательсем çухалса каймарĕç: çĕршыв Президенчĕ патне чи лайăххине ачасем валла ыйтса çырма та хирĕç мар иккен. Ачасемшĕн тем тума хатĕр. Ара, çулсеренех садик çивиттийĕ юхса кансĕрлени йăлăхтарать-çке.
Конкурсра хутшăнакансенчен хăйсен ача садне рекламăлани те, залпа ĕçлеме пĕлни те – йăлтах килĕшÿллĕ пулса тухрĕ. Музыка саламĕнче вара хăйсен пултарулăхне пур енлĕ кăтартрĕç.
Жюри йышăнăвĕ вара çапла пулчĕ: 1 вырăна «Мечта» ача сачĕн воспитательници З.А. Петрова тухрĕ. Ытти конкурсантсем вара тĕрлĕ номинаципе çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. «Сонышко» ача садĕнчи О.Г. Петрова «Воспитатель-эрудит» номинацире çĕнтерчĕ. «Путенери» Н.А. Порфирьева вара «Воспитатель-ÿнерçĕ» ята çĕнсе илчĕ. «Ырă чĕреллĕ воспитатель» кам тетĕр-и; «Золушкăри» С.Н. Карасева, Катькасри В.Ю. Зайцева вара «Воспитатель-шыпавçă» пулнине çирĕплетсе пачĕ. Артист пек пултаруллă воспитатель те пулчĕ вĕсен хушшинче. Вăл - «Колокольчикри» П.Г. Лебедева.
Конкурс интереслĕ те хаваслă пулчĕ. Шкул ачисем хăйсен пултарулăхĕпе уява илем кĕртрĕç. Вĕсем – шăпах воспитательсен ĕçĕ сая кайманнине çирĕплетсе пачĕç сцена çинче. Ача садĕнчи ачасене шкулта вĕренекенсене шута илсен, чăннипех те конкурса хутшăнакансем хăйсем каланă пек, вĕсенчен телейли, пуянни çук та пулĕ. Мĕн чухлĕ ача вĕсен чун ăшшине упрать, вĕсене асра тытать. Çакăнтан хакли, ачаран хакли урăх мĕн пулма пултарĕ пурнăçра;
Л. Павлова.
Сăн ÿкерчĕксенче: Конкурс çĕнтерÿçи – Мăн Сĕнтĕрти ача сачĕн воспитательници – З.А. Петрова: «Чĕрене ачасене паратăп», - акă мĕнле шухăш вăй парать ăна ĕçре* «Солнышкăри» О.Г. Петрова хăйĕн профессине тĕрĕс суйланине çирĕплетрĕ конкурсра: воспитатель-эрудит* В.Ю. Зайцева (Катькас)* С.Н. Карасева («Золушка»). «Эпир те хăй вăхăтĕнче ача садне çÿренĕ. халь, ак, хĕрсемпе вальс ташлатпăр».
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"