Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлашки юн тумламĕччен (А. Петтоки çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май)

06 октября 2005 г.

 

Андрей Трофимович Петтоки (Петухов) - чăваш литературинче çирĕммĕш çулсенче ĕçлеме тытăннă çыравçă. Кĕçех, юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче, вăл çуралнăранпа 100 çул çитет. Унăн пултарулăх хĕлхемĕпе шăранса  тухнă сăввисемпе поэмисем, калавĕсемпе очеркĕсем Чăваш патшалăх пичет архивĕн ылтăн çÿпçинче питĕ тирпейлĕн упранаççĕ, паян кун та вĕренекенсемпе тĕпчевçĕсене хумхантараççĕ, вулакансен чунне тыткăнлаççĕ. Писатель çинчен çырнă материалсемпе паллашнă май унăн кĕске те кăсăклă пурнăçĕ куç умне яр уççăн тухса тăрать.

А.Т. Петухов 1905 çулта Муркаш районĕнче Ахмане ялĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Çамрăклах ашшĕсĕр тăрса юлнăскер, сахал мар хура-шур курнă. 1917 çулта ялти шкултан вĕренсе тухнă. Унта вĕреннĕ чухнех обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă, комсомол ретне тăнă, ял культурине аталантарас тесе пĕтĕм вăйне панă.

Вăл питĕ пуçаруллă пулнине, пуçланă ĕçе çине тăрса туса пынине шута илсе, 1922 çулта ăна Хусанти Советпа парти шкулне вĕренме янă. Кунта вăл мари писателĕпе А.И. Крыловпа туслашнă, иккĕшĕ те шкулта тухса тăракан стена хаçачĕн редколлегийĕнче вăй хунă.

1924-1925 çулсенче, Совпартшкултан вĕренсе тухнă хыççăн, чăваш каччи Тутар Республикинчи Игоркин вулăсĕнче тата Чистай хулинче комсомол комитетĕнче секретарьте ĕçленĕ. 1926 çулта парти ретне кĕнĕ. 

Литература ĕçне А. Петтоки 20-мĕш çулсенче тытăннă. Унăн пирвайхи сăввисем «Эпĕ те юратнăччĕ», «Тĕнче кĕвви», «Çур çилĕ», «Ленин», «Хула», «Кĕрхи шухăш», «Каç иртрĕ», «Сунтал», «Капкăн» журналсенче кун çути курнă. Вĕсенче пуринче те поэт совет çыннин иксĕлми хастарлăхĕ çĕр çинче çĕнĕ пурнăç тума пулăшни çинчен, этем тени хăйĕн чăн-чăн телейне коллективлă ĕçре çеç тупма пултарни çинчен каласа кăтартнă.

Пичет архивĕн фондĕнче упранакан 1975 çулхм «Ялав» журналăн 10-мĕш номерĕнче чăваш халăх çыравçи Л. Агаков çамрăк сăвăç çинчен çырнине хумханса вуларăм: «Тĕлĕнмелле ырă та таса чунлă çынччĕ А. Петтоки. Хăйĕн кăмăлĕпе, характерĕпе чăн-чăн романтикчĕ ĕнтĕ. Хамăр пурнăçри кашни çĕнĕ япала, кашни ÿсĕм - çав ÿсĕм ытла пысăках мар пулсан та – ăна çав тери савăнтарчĕ, çунатлантарсах яратчĕ. Хамăр пурнăçа, хамăр çынсене чун-чĕререн юрататчĕ Вăл, пурнăç юсансах пынăшăн çав тери савăнатчĕ». Поэтăн 1927 çулта çырнă «Сурхи çил сăвви те çакна çирĕплетет:

«Акă паян та уйпала

Тухрăм та утрăм, ачсем.

Эх! Чарăнмасăр малалла

Утам-ха, утам каçчен.

Симĕсĕн-симĕсĕн калчи

Ура тупанне явăнать

Сенкер тÿпеллĕ Тĕнчи

Май çилĕпе хумханать.

Манăн ăшăмра иртенпе

Шăпчăк чарăнмасăр юрлать.

Манăн чунăмçăм пĕтĕмпе

Çутă пурнăçа савать...».

(А. Петтоки. Сăвăсемпе поэмăсем. – Ш., 1964. – 13 с.).

Вăл çутă пуласлăха пĕтĕм ăс-пуçпе, чĕрипе, чунĕпе ĕненнĕ. Ак çак йĕркесем те ахальтен çырăнман унăн:

«Кунран кун улшăнать самана.

Илемленĕ Кун-çул яланах,

Йăлтăртатĕ çап-çут ял хушши,

Йăлтăртатĕ электрицă çути.

Хура хăмăр уй тăрăх хурçă ут

Кунĕпе çаврăнĕ çĕршер хут.

Чечекленĕ вара Тăван çĕршыв,

Пахаланĕ çĕн ĕçлĕ ял-йыш...»

(А. Петтоки. Сăвăсемпе поэмăсем. – Ш., - 22-23 с.).

Ку сăвва автор 1927 çулта «Хĕр патне» ятпа çырса хатĕрленĕ.

Сăвăсемсĕр пуçне çамрăк поэт ял пурнăçĕ мĕнле улшăнса, çĕнелсе пыни çинчен статьясемпе очерксем, калавсем те сахал мар çырнă. Хăй ялта пурăннипе, паллах, уншăн ял тематики çывăхрах пулнă. «Канаш», «Çамрăк хресчен» хаçатсенче кун çути курнă «ÇĔнелнĕ Ял», «Шăрăх пĕçертет», «Сарă тулă» хайлавĕсем ял çыннисене çĕнĕ пурнăçшăн кĕрешме чĕннĕ.

1927-29 çулсенче А. Петтоки – Хĕрлĕ Çар салтакĕ – политработник. Тÿрех çĕнĕ варкăш вĕрсе кĕнĕ унăн поэзине. Çак çулсенче пичетленнĕ «Хăмăш» балладинче, «Егорлык хирĕсенче» сăввинче, «Çирĕм иккĕ» поэминче çарпа патротизм теми тĕп вырăн йышăннă.

Çамрăк сăвăç салтакран тăван ялне таврăннă тĕле, çĕршывра коллективизаци юхăмĕ Пуçланнă. Çирĕм пиллĕкри каччă «Ленин çулĕ колхоз ертÿçи пулса йывăр лава тăвалла туртма тытăннă. Ĕçпе те, сăвă-юрăпа та çирĕплетнĕ вăл коллективлă ял тытăмне. «Колхозниксен маршĕ», Тыр-пул маршĕ», «Чăтсаттăмăр» сăввисенче халăха çĕнĕлле, ушкăнпа ĕçлеме йыхăрнă.

1932 çулта Андрей Трофимовича Шупашкара чĕнсе илнĕ. Малтан вăл «Сунтал» журнал редакторĕнче, каярахпа писательсен Союзĕн правлени председателĕнче вăй хунă. Кунта та вăл пĕтĕм чунне парса ĕçленĕ, писательсен Союзĕ тавра пултаруллă çамрăксене пухнă, литературăна пырса кĕмелли çулсене уçса пама тăрăшнă.

Чăвашла кăна мар, вырăсла та ăста çырнă чăваш поэчĕ. А. Петтоки вырăсла шăрçаланă хăш-пĕр сăввисем «Правда», «Известия», «Комсомольская правда» хаçатсенче кун çути курнă. Кун пирки В. Прокопьев 1990 çулхи «Тăван Атăл» журналăн 11-мĕш номерĕнче аван çырса кăтартнă. Вырăсларан чăвашла куçарас енĕпе те сахал мар ĕçленĕ. А. Серафимовичăн «Хурçă юхăм» роман сыпăкне, «Табр çывăрать», «Тимĕр юхăм» калавĕсене, А. Веселыйăн «Юнпа çăвăннă Раççей! Романне куçарса пичетленĕ. Венгри поэчĕн А. Гидашăн 23 сăввине «Кĕрешÿ сăввисем» ятпа кĕнеке туса кăларнă. Андрей Петтоки – К.В. Ивановăн «Нарспи» поэмине вырăсла куçараканĕсенчен пĕри.

Нимĕç фашисчĕсем Тăван çĕршыва вăрă-хурахла тапăнса килсен, А. Петтоки вăрçа тухса кайнă. Вăрçă çулĕсенче те Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшюн кĕрешме, çунтарса янă ялсемпе хуласемшĕн, тăлăх ачасемшĕн, таптанса пĕтнĕ уй-хирсемпе улăх-çарансемшĕн тăшмана тавăрмашкăн çапăçăва чĕнекен сăвăсем шăрçалама вăхăт тупнă поэт-патриот. Юлашки юн тумламĕччен сыхланă вăл  çĕршыва. 1942 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Витебск патĕнчи паттăрла çапăçура вилмеллех амантнă.

37 çул анчах пурăннă пулсан та тăван литературăра тарăн йĕр хăварнă поэт. Хăй вăхăтĕнче «Çирĕм иккĕ», «Вунă çул» кĕнекесем кăларса ĕлкĕрнĕ. Енчен те вăрçăран сыввăн таврăннă пулсан, хамăр халăх валли сахал мар паха та усăллă кĕнкесем çырса панă пулĕччĕ.

Андрей Петтокин пĕтĕм пурнăçĕ – Тăван çĕршыва юратса, парти ĕçне чунтан парăнса хастар ĕçленине тата кĕрешнине кăтартакан ырă тĕслĕх. Унăн хайлавĕсене паян тупса вулама çăмăлах мар. Çавăнпа та тăван халăх музтавлă ывăлĕн сумлă ĕçне, ятне асра тытса чăваш паьшалăх пичет архивĕн ĕçченĕсем поэтăн сăвви юррисене, ун çинчен калакан паха материалсене куç шăрçи пек упраççĕ.

Чăваш патшалăх пичет архивĕн пай пуçлăхĕ Е. Арланова.

 

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика