Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пособисене вăхăтра тÿлемелле

03 октября 2005 г.

 

Район прокуратурин тĕп ĕçĕ-хĕлĕсенчен пĕри çул çитмен çамрăксен прависене, пурнăçĕпе сывлăхне хÿтĕлесси, ача амăшĕсен, ашшĕсен тата ачалăха сыхласси пулса тăрать. Çавăнпа та прокуратура профилактика субьекчĕсемпе пĕрле ку ыйтусенче йĕркене пăснă тĕслĕхсем пирки вăхăтра тата тивĕçлĕ мерăсем йышăнма тăрăшать.

Çак кунсенче кăна районти предприятисем «Ачасем пур граждансен патшалăх пособийĕсем çинчен» федераллă саккуна епле пăхăннине тĕрĕслесси вĕçленчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, предприятисенче ăна пăхăнса пыраççĕ. Анчах та хăш-пĕр предприятисенче çулталăк çурăна çитичченхи ачасемшĕн пособисем парассин парăмĕсем пур. Сăмахран, саккуна пăснă тĕслĕхе «Колос» хупă акционер обществинче (пособие пĕр работник кăна илет) тупса палăртнă. Ильич яч. хис. тата Чапаев яч. хис. хуçалăхсенче те лару-тăру çакăн евĕрлех. Хуçалăхсен ертÿçисен ячĕпе район прокуратури представлени тăратнă, парăма парса татма хушнă.

Çакăн пек парăм К. Иванов яч. хис. ял хуçалăх предприятийĕнче пулнă, ĕçлекен çынна ачашăн пособие вăхăтра тÿлемен, çавăнпа та вăл район прокуратурине килсе пулăшма ыйтнă. Район прокурорĕ ку ыйтупа миравай судья патне иск заявленийĕ тăратнă. Суд канашлăвĕнче прокурор ыйтни тĕрĕс тесе йышăннă, работника тивĕçлĕ пособие тепĕр куннех тÿленĕ.

Ку енĕпе малашне те ĕçе кирлĕ шайра туса пырăпăр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика