Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç стажĕ – 64 çул

03 октября 2005 г.

Эпир, арçынсем, 60 çулта пенсие тухатпăр. Пирĕн районти Мулкачкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ Валерьян Мефодьевич Михайлов 64 çул ĕç стажĕ тунă, подполковник званипе пенсие тухнă.

Вăл 1925 çулта çуралнă, халĕ Шупашкарта пурăнать. Вăрçă пуçлансан, 1941 çулта, колхозра 15 çулхи ача бригадир пулса ĕçленĕ. 1943 çулта ăна Совет Çарне илнĕ. Сахалин утравĕ çине лекнĕ. 1945 çулта Япони вăрçинче çапăçнă. Вăрçă пĕтсен Инçет Хĕвелтухăçĕнчех юлнă.

Чита облаçĕнче, Омск хулинче, Германире, Беларуссире службăра тăнă. Çар училищинчен вĕренсе тухнă вăл. Артиллерист, кайран ракетчик пулнă. Унтан Шупашкарта гражданла оборона енĕпе ĕçлет. Пенсие тухать. Хăйĕн тăван ялĕнче час-час пулать. Мулкачкасси ялĕ пирки кĕнеке кăларать. Лантăш ялĕнче те час-час пулать. Унăн арăмĕ Лантăш ялĕнче çуралнă. Хĕр чухне Петрова хушаматпа çÿренĕ. Вĕсен Москакасси ялĕ патĕнчи коллективлă садра çĕр участокĕ пур. Çамрăк сăнлă, ырă кăмăллă сакăрвуннăран иртнĕ Михайлов мăшăрĕпе садра ĕçлет.

Пирĕн Муркаш районĕнче çуралнă çынсенчен 64 çул ĕç стажĕ тунă çын пур-ши; Çук та пулĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика