Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн район опычĕпе паллашĕç

03 октября 2005 г.

 

Районта суту-илÿ сфери юлашки çулсенче палăрмаллах ăнăçлă аталанать. Кăçалхи 8 уйăхри кăтартусем те çакнах çирĕплетсе параççĕ. Районĕпе кăçал 193 миллион та 142 пин те 100 тенкĕлĕх пурнăçланă таварçаврăнăш  планне. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе  танлаштарсан, плана 120,8 процент чухлĕ пурнăçланă. Ку кăтарту Мăн Сĕнтĕн райповĕн 115,8, Муркаш райповĕн 118,1 процентпа танлашать.

Обществăлла апатлану предприятийĕсем те кăçал пĕлтĕрхинчен 18 процент чухлĕ ÿстернĕ кăтартăва – плана 118 процент тултарнă. Ку районти вăтам кăтарту. Мăн Сĕнтĕрсен кăтартăвĕ 120,6, Муркашсен 122,9 процентпа танлашать.

Апла пулсассăн çитес эрне кун сентябрĕн 23-мĕшĕнче республикăри наукăпа практика конференцийĕ пирĕн районта - Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсенче иртнинчен тĕлĕнме кирлех те мар пуль: Муркаш районĕн ку сферăри опычĕ те ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Асăннă конференци «Потребкооперацин социаллă экономика ĕçĕн эффективлăхне кадрсен потенциалне  тĕпе хурса ÿстересси» ятпа пулать. Ăна Чăвашпотребсоюзпа Центросоюз ирттереççĕ. Наукăпа-практика конференцийĕн пленарлă пайĕ  район администрацийĕн ларусен залĕнче иртет. Практика пайĕнче вара Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсенче пулса, вĕсен опычĕпе паллашаççĕ.

Çакна палăртмалла. Çак кун Муркаш райповĕн Муркашри Парк урамĕнчи «Парковăй» ятлă магазинĕ, çавăн пекех Отарккăри çăкăр пекарни уçăлаççĕ.

Хаçат вулакансене Москакассинчи суту-илÿ центрĕ хăçан уçăласси те кăсăклантарать пулĕ-ха. Хуравлатăп: вăл та çитес эрне кун уçăлать. Мăн Сĕнтĕн райповĕн «Дружба» магазинĕ те тĕплĕ юсав ĕçĕсем хыççăн çак кун çĕнĕрен ĕçлеме пуçлать. Апла пулсан хăнасемшĕн курмалли, паллашмалли пайтах пулĕ. Хăнасемшĕн çеç-и; Хаçат вулакансем! Эсир те пырса курăр вĕсене. Сире валли уçăлаççĕ вĕт вĕсем.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика