30 сентября 2005 г.
«Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществи» пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин Чăваш Республикинчи организацийĕ «Хăлха илтменнисен пĕтĕм Раççейри обществи» пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕ, «Куç курманнисен Пĕтĕм Раççейри Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавлă обществи» инвалидсен Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин Чăваш республикинчи организацийĕ тата Чăваш Республикинчи районсемпе хуласен администрацийĕсен культура, халăха социаллă хÿтлĕх паракан управленийĕсем пулăшнипе август-октябрь уйăхĕсенче «Пĕрле пулнине нимĕн те çитмест» ятпа инвалидсен зонăри художество пултарулăх смотр-конкурсне ирттерет.
Инвалидсене пултарулăх ĕçĕпе реабилитацилесе обществăпа пĕрлештересси – акă, мĕн пулса тăрать çак мероприятин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Асăннă смотр-конкурс çавăн пекех инвалидсен художествăлла пултарулăхне аталанма хавхалантарать. Инвалидсене обществăра ытти çынсемпе татах йышăнма пултарать.
Смотр-конкурсăн тĕллевĕсем вара çаксем: инвалидсене искусствăн тĕрлĕ тĕсне хăнăхтарасси* вĕсен хушшинчен пултаруллисене суйласа илсе, пултарулăхне аталантарма пулăшасси. Çак смотр-конкурс çавăн пекех çамрăк инвалидсене искусствăпа культура пуянлăхĕпе пултарулăх çулне уçса пама пулăшать. Çавăн пекех асăннă мероприяти патшалăх структурисемпе обществăлла организацисене инвалидсен проблемисене татса пама тимлĕх уйăрма тата обществăра вĕсене валли ыттисемпе тан условисем туса пама пулăшать.
Конкурсра уйрăм инвалидсем, çавăн пекех инвалидсен пултарулăх коллективĕсем хутшăнаççĕ. Программăра халăх, академи, эстрада майĕпе, уйрăм юрлани те, илемлĕ вулани те, автор юррисем те, инструментлă музыка та, оригиналлă жанр та, пантомима та пулĕ.
Смотр-конкурс республикăри 7 хулапа район центрĕнче иртет. Сентябрĕн 22-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче инвалидсен зонăри смотр-конкурсĕ пулать. Сцена çине пирĕн районсăр пуçне Элĕк, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи инвалидсем тухĕç, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç. Кашни район конкурса 5 номер тăратать.
Зон1ри смотр-конкурс хыççăн вара республикăри çакнашкал конкурсахутшăнма 3 çĕнтерÿçĕ суйласа илеççĕ. Вăл ноябрьте пулать.
Зонăри смотр-конкурс çĕнтерÿçи 300 тенкĕ, премие тивĕçет, 2 тата 3 вырăнсемшĕн – 250, 200 тенкĕ.
Çавăн пекех виçĕ номинаципе уйрăм парнесем пулаççĕ: «Пултарулăхри çĕнĕлĕхпе хăйнеевĕрлĕхшĕн» - 150 тенкĕ «çитĕнекен шанчăкшăн» (чи çамрăк конкурсанта) – 150 тенкĕ, «Чи аслă конкурсант» - 150 тенкĕ. Кашнинех тав çырăвĕсем параççĕ. Смотр-конкурс 10 сехетре пуçланать. Пырса курăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"