Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çÿревре çĕнĕлĕхсем пур

29 сентября 2005 г.

 

Хальхи вăхăтра пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Тĕрлĕ республикăсене çÿрекенсем те сахал мар паян. Кăçалхи июлĕн 13-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕпе Узбекистан Республикин правительстви хушшинче протокол тата килĕшÿ тунă, вăл августăн 13-мĕшĕнче вăя кĕнĕ. Унпа килĕшÿллĕн Раççей тата Узбекистан гражданĕсем пĕр-пĕрин çĕршывне  çÿреме пултараççĕ. Унта транзитпа е ытти майпа каяс пулсан та çакăн пек документсем кирлĕ: дипломат паспорчĕ, служба паспорчĕ, РФ гражданинĕн паспорчĕ, Раççей Федераци гражданинĕ Пулни çинчен паспорт (чикĕ леш енне каймалли паспорт), моряк паспорчĕ, моряк пулни çинчен удостоверени, е ун пирки выписка, ют çĕршыва кĕме ирĕк паракан свидетельство, Раççей Федерацине килмелли свидетельство. Узбекистан гражданĕсем хăйсен çĕршывĕнчен тухса çÿреме, пырса кĕме, транзитпа кайма Раççей Федерацийĕн территорийĕпе çÿреме çакăн пек документсем кирлĕ: дипломат паспорчĕ, Узбекистан Республикин гражданинĕн паспорчĕ, 16 çула çитменнисен Узбекистан Республикин гражданинĕн удостоверенийĕ, Узбекистан Республикине каялла таврăнма свидетельство.

Кăçалхи мартăн 5-мĕшĕнче Раççей Ф едерацийĕн Правительствипе Азербайджан Республики хушшинче пĕр-пĕрин çĕршывне визăсăр çÿремелли килĕшÿ вăя кĕчĕ. Вăл протокола 1997 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче йышăннă.

Унпа килĕшÿллĕн, икĕ çĕршыври граждансем çак çĕршывсене кайма, вĕсенчен урăх çĕре кайма, транзитпа çÿреме, çав территорисенче пурăнма, куçса çÿреме пултараççĕ. Ун чухне вĕсен çакăн пек документсем кирлĕ: Раççей Федераци гражданинĕн паспорчĕ, вăл РФ гражданинĕ Пулни çинчен чикĕ леш енче кăтартмалли документ (чикĕ тулашĕнчи паспорт), Азербайджан гражданĕсен паспорчĕ, служба паспорчĕ, дипломат паспорчĕ, моряк паспорчĕ (моряк кĕнеки), судно çинче ĕçленĕ условисенче ун пирки выписка (çырса илни), хăйĕн çĕршывне каялла таврăнма ирĕк паракан свидетельство.

Пурнан пурнăçра такамăн та таçта та çитме тивет. Çавăнпа та кирлĕ документсене вăхăтра йĕркелесе тăнине нимĕн те çитмест.

  Сорокина, районти шалти ĕçсен пайĕн паспортпа виза службин ертÿçин ĕçĕсене туса пыраканĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика