14 сентября 2005 г.
Пирĕн район вăл е ку сферăра пуçарулăхпа республикăра çеç мар, Раççей шайĕнче те ырăпа палăрса тăрать. Нискассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен миçе хутчен делегаци килсе каймарĕ пулĕ. Иртнĕ кĕçнерни кун вара кунта Раççейпе Швеци делегацийĕ пулса курчĕ. Сентябрĕн 6-7-мĕшĕсенче республикăра медсестра ĕçне аталантарассипе çÿлерех асăннă икĕ çĕршыв представителĕсен семинарĕ пулчĕ. Ун хыççăн шăпах вĕсем Нискассисен ĕç опычĕпе паллашма кăмăл турĕç.
Швецири медсестрасен ассоциацийĕн Президенчĕ Евю Густавсон тата вице президенчĕ Шаханда Сефизаде Нискассинче ĕçе епле йĕркеленипе çав тери кăмăллă пулчĕç. Кунта килсе курнă «Сестринское дело» журналăн тĕп редакторĕ те, ытти регионсен представителĕсем те ку тĕлĕшпе Муркашсенчен тĕслĕх илмеллине палăртрĕç. Делегацире ЧР Сывлăха сыхлас ĕç министерствин сестрасен ĕçĕпе тимлекен специалисчĕсем, медицина училищисен директорĕсем те пулчĕç.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"