Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентÿ ĕçĕнче библиотекăсен тÿпи пысăк

12 сентября 2005 г.

 

Акă, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ те пуçланчĕ. Районти çĕршер ача каллех парта хушшине ларса пĕлÿ тĕнчине çул тытрĕ.

Çамрăк ăрăва вĕрентес ĕçре хальхи вăхăтра шкул библиотекин пĕлтерĕшĕ те чылай ÿсрĕ. Пурнăçра улшăнусем шкул библиотекисенчи специалистсене çĕнĕлле хальхи самана ыйтнă пек тăрăшма вĕрентсе хатĕрлеме хистеççĕ. Çакна шута илсе районти шкулсенче ĕçлекен библиотекарьсем валли иĕк тапхăртан тăракан ятарлă программăпа компьютер технологине тÿлевсĕр вĕрентессине йĕркелерĕмĕр. Халĕ шкул библиотекисенче кашнинчех компьютерсем пур. Нумайăшĕнче медиатекăсем те йĕркеленĕ.

Компьютер технологине пĕлни библиотекарьсен ĕçне самаях çăăллатрĕ, унпа пĕрлех вĕсен яваплăхĕ  те ÿсрĕ. Кĕске вăхăтрах шкул библиотекисем СД-РОМ дискĕсем çине çырнă электронлă учебниксемпе пуянланчĕç. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче  кăна асăннă дисксене 27390,4 тенкĕлĕх туянтăмăр. Унсăр пуçне тĕрлĕрен аудио-видеокассетăсем пухса хатĕрлерĕмĕр. Çĕнĕ вĕренÿ çулне валли шкул библиотекисем учебниксемпе те чылай пуянланчĕç.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче республика бюджетĕнчен 145127 тенкĕлĕх 1935 кĕнеке илнĕ пулсан, бюджет тулашĕнчи укçапа 791025 тенкĕлĕх 10547 кĕнеке туяннă. Пĕтĕмпе вара 936152 тенкĕлĕх 12482 кĕнеке туянма пултарнă. Ку тĕлĕшпе Мăн Сĕнтĕрти, Москакассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче уйрăмах тăрăшса ĕçлерĕç (библиотекарĕсем С.А. Степанова, Г.А. Тимофеева). Асăннă шкулсенче бюджет тулашĕнчи укçапа вĕренÿре кирлĕ энциклопедисемпе словарьсем туянса библиотека фончĕсене пуянлатрĕç. Ильинкăри тата Калайкассинчи вăтам шкулсен библиотекарĕсем те сахал мар тăрăшни сисĕнет. Ильинкăри вăтам шкулта тĕслĕх библиотека уçнă çĕрте И.И. Яшмуркина нумай вăй хучĕ. А.Н. Данилова библиотекарь Калайкассинчи вăтам шкулăн медиатекине пуянлатрĕ.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ тĕле районта ирттернĕ «2005 çулхи шкул библиотекарĕ» конкурса пĕтĕмлетрĕмĕр. Вăл 5 номинаципе пулчĕ. Пур номинацисене те хутшăнса шкул библиотекарĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Москакассинчи вăтам шкулти Галина Аверьяновна Тимофеева библиотекарь çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкул библиотекарĕ С.А. Степанова, виççĕмĕш вырăна Муркашри лицей библиотекарĕ А.Ф. Димитриева тивĕçрĕ. Асăннă библиотекарьсем хăйсен професси ăсиалăхĕпе конкурса ирттерекен ятарлă комисси членĕсене çав тери тĕлĕнтерчĕç. Уйрăмах лицей библиотекарĕн Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 60 çул тултарнине халалласа кăларнă электронлă хаçачĕ питĕ кăсăклантарчĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă май шкул библиотекарюсем те хĕрÿ ĕçе кÿлĕнчĕç. Сентябрĕн 1-мĕшĕччен вĕсем ачасене кĕнекесем валеçсе пачĕç, пурне те шута илчĕç. Вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ хыççăн çулсеренех шкулсенче çуллахи тĕрĕслев ирттернĕрен ку ĕç самаях çăмăлланать пулин те, тимлемелли пайтах.

Пурин те çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал пултăр çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче. Сире, хисеплĕ ĕçтешсем, хăвăр юратнă ĕç яланах савăнăç кăна кÿтĕр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика