Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куçман пурлăха еткерлĕхе илесси

12 сентября 2005 г.

 

Юлашки çулсенче пурнăç питĕ хăвăрт улшăнса пырать, çĕнĕ саккунсем вăя кĕреççĕ. Пур чухне те вĕсене тÿрей ăнланса та пĕтейместĕн. Вăл е ку ĕçе тума тытăнсан вара пĕлменнине пула нумай  чупкалама тивет. Пурнăçра вара документсене саккунпа килĕшÿллĕн йĕркелеме пĕлни те кирлĕ.

Сăмахран, куçмани пурлăха еткерлĕхе илнĕ чух. Кун пек ĕçсене кашни çемьере тенĕ пекех пурнăçлама тивет. Çавна май ку ыйтусем нумайăшне кăсăклантараççĕ.

Паян куçман пурлăха еткерлĕхе илес йĕрке пирки хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова ытйвĕсем çине В. Петров адвокат хуравлать.

- Владислав Владимирович, халăхра кил хуçи (тĕпкĕч) вилнĕ хыççăн пурлăха еткерлĕхе илесси пирки чылай ыйтусем сиксе тухаççĕ. Уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çине пĕтĕмĕшле хурав илес килет. Сăмахран:

- еткерлĕх илекенĕн мĕнле органсене каймалла;

- мĕнле документсене тата ăçта тăратмалла;

- çак ĕçе йĕркелеме укçа-тенкĕ нумай кирлĕ-и;

Пĕтĕмлетсе каласан пурлăха еткерлĕхе  илесси мĕнрен пуçланать тата мĕнпе вĕçленет;

- Вилнĕ çыннăн пурлăхне еткердĕхе илнĕ чухне вăл пĕр çын çинчен тепĕр çын çине куçать, урăхла каласан, пурлăх правипе тивĕçĕсем еткерлĕхе илекен çине куçаççĕ.

РФ Гражданла кодексăн 1111 статйипе килĕшÿллĕн, пурлăха еткерлĕхе илесси икĕ çул-йĕрпе пулса пырать: халаланипе тата саккунпа. Иккĕмĕш меслетпе – саккунпа килĕшÿллĕн вăл е ку çын çине халал çук, çавăн пекех халал хучĕ пур, анчах та вăл пурри пурлăха саккунпа илессине улăштармасть пулсан усă кураççĕ.

Пурлăха еткерлĕхе саккунпа панă чухне, РФ Гражданла кодексĕн 1141 стстйипе килĕшÿллĕн, ăна илекен мĕнле сыпăкри  тăван пулнине шута илеççĕ. Сăмахран, вилнĕ çыннăн мăшăрĕ те, ачисем те, ашшĕ-амăшĕ те çук пулсан (вĕсем еткерлĕхе илнĕ чух пĕрремĕш вырăнта тăраççĕ), пурлăха иккĕмĕш сыпăкри  тăванĕсене еткерлĕхе параççĕ. Вĕсен шутне ашшĕ е амăшĕ енчи иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕсемпе йăмăкĕсем, пиччĕшĕсемпе шăллĕсем, аслашшĕ-асламăшĕсем кĕреççĕ.

Пурлăха еткерлĕхе илме пĕрремĕш тата иккĕмĕш сыпăкри çывăх тăванĕсем çук пулсан, ăна виççĕмĕш сыпăкри  тăванĕсем (еткерлĕхе параканăн куккăшĕсемпе мăнакăшĕсем) илеççĕ. Пĕтĕмпе 8 сыпăка шута илеççĕ. Пĕр сыпăкра еткерлĕх илекенсем темиçен пулсан, пурлăха пĕр тан пайлаççĕ.

- Еткерлĕхе илмелли пурлăх шутне мĕн-мĕн кĕрет;

- Çак пурлăх шутне еткерлĕхе караканăн кирек епле пурлăхĕ те, вăл анчах та мар, пурлăх тĕлĕшĕнчи правасемпе тивĕçсем те, кирек мĕн чухлĕ пулсан та, кĕреççĕ.

Сăмахран, енчен те эпир еткерлĕхе илмелли объект тесе ялти хуçалăха шутлатпăр пулсан, пурлăх шутне унăн кашни тĕсĕ кĕрет. Урăхла каласан, хуçалăха тытса тăма мĕн кирлĕ – пурăнмалли çурт, ытти хуралтăсем, çĕр участокĕ, çыхăну тытмалли техника оборудованийĕ, энергипе, газпа, шывпа тивĕçтерни, пÿртри канализаци – пурте кĕреççĕ. Унсăр пуçне выльăх-чĕрлĕхе, туса илнĕ продукцие, сĕтел-пукана та шута илеççĕ. Çавăн пекехпурлăх прависемпе (еткерлĕхе паракан умĕнчи юридици вăйĕнче тăракансен тата уйрăм çынсен парăмĕсене), пурлăх тивĕçĕсе (пурлăха еткерлĕхе параканăн укçа тата налук парăмĕсем) пирки те манмалла мар.

Еткерлĕхе илекен пĕтĕм пурлăх куçакан (сĕтел-пукан, харпăр хăй усă курмалли япаласем, укçа, хаклă хутсем т. ыт. те) тата куçман (çĕр участокĕ тата çĕрпе уйрăлми çыхăннă мĕн пур пурлăх) пурлăх çине пайланать.

Куçман пурлăх вăл - çĕр участокĕпе пĕрлех, садра нумай çул хушши ÿстернĕ йывăçсем, çурт-йĕр, ытти хуралтăсем, дача çурчĕсем те. Вĕсене пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарасси тăкаксемсĕр пулмасть.

- Куçман пурлăха еткерлĕхе илнĕ чухне, куçакан пурлăхпа танлаштаракан уйрăмлăхсем пур-и;

- «Куçман пурлăх, правине тата сутасси-илессине патшалăх регистрацине тăвасси çинчен» Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, куçман пурлăха унпа усă курас правăна, тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерессине (сутасси-илессине, парнелессине еткерлĕхе илессине т. ыт. те) обязательнăй йĕркепе правасен пĕрлехи патшалăх реестрĕнче патшалăх регистрацине тумалла. Куçакан пурлăх валли вара, саккунпа пăхнă тĕслĕхсемсĕр пуçне, çак регистраци кирлĕ мар.

- Пурлăха еткерлĕхе илесси мĕнрен пуçланать тата мĕнпе вĕçленет;

- Еткерлĕхе илесси ансат ĕç мар, мĕншĕн тесен патшалăхăн тĕрлĕ органĕсенчен чылай документсем пухма тивет, тепĕр енчен, ку ĕçсенче укçа-тенкĕ тăкакламасăр та пулмасть, вăхăт та иртет.

Каларăм ĕнтĕ, яллă вырăнсенче еткерлĕхе куçакан халаланă пурлăх объекчĕсем шутне чылай чухне пурăнмалли  çурт (приватизациленĕ хваттер) тата ытти хуралтăсем, килти хушма хуçалăха тытса пымалли çĕр участокĕ, ял хуçалăхĕнчи харпăрлăх правипе усă курма пайпа уйăрса панă çĕр участокĕ (ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçленĕ çынна уйăрса панă çĕр пайĕ) кĕреççĕ.

Еткерлĕхе илмелли çак пĕтĕм объектсене хак памалла (енчен те еткерлĕхе папакан хăй пурăннă чухне туман пулсан). Техника инвентаризацийĕн бюровĕ (БТИ) çурт-йĕре хакласа техника паспортне парать, çĕрĕн кадастр палати çĕр участокне хак парса ăна виçни çинчен документ парать. Ун хыççăн нотариус кантурĕ çÿлерех асăннă объектсене еткерлĕхе илме право пур пирки свидетельствăсем çырса алла парать. Пурлăха еткерлĕхе илес ĕçри юлашки тапхăр вара - çак объектсемпе усă курмалли тата унпа тĕрлĕ ĕçсем тумалли правăна регистраци палатинче пĕрлехи патшалăх реестрĕнче регистрацилесси.

Тепĕр хут аса илетерес килет, пурлăхпа еткерлĕхе илесси ансат мар. Çак ĕçе мĕнрен пуçламалла, ун пирки патшалăхăн мĕнле органĕсене каймалла, мĕнле йĕркепе, вĕсене мĕнле документсем тăратмалла, вĕсенчен епле документсем илмелле – сахал мар ыйту тухса тăрать çынсем умне. Ку ыйтусем çине эпĕ хаçатăн малашнехи номерĕсенче хуравлама тăрăшăп.

Право тĕлĕшĕнчи мĕн пур ыйтусемпе, пурлăха еткерлĕхе илесси кăна мар, ытти енĕпе те эсир ман патне – Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕнчи адвокат пÿлĕмне пыма пултаратăр. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 52-3-21, 52-3-01.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика