05 сентября 2005 г.
Район администрацийĕ, унăн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕ вырма ĕçĕсем пирки кашни эрнерех экономика ăмăртăвĕ пĕтĕмлетÿсем тăвать.
Ял хуçалăх управленийĕн профсоюз райкомĕ те çак ĕçре малти вырăн йышăнать.
Çĕнтерÿçĕсем хушшинче (августăн 19-24-мĕшĕсенче) «Дон-1500» комбайнсем хушшинче пĕрремĕш вырăна «Свобода» хуçалăхри А.Г. Алексеев çĕнсе илнĕ, 318 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ.
«Енисей-1200» комбайнсемпе ĕçлекенсенчен чи пултарулли Ильич яч. хис. хуçалăхри В.И. Аврамов экипажĕ çĕнтернĕ – 180 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ.
«СК-5 – «Нива» комбайнсем хушшинче В.Ф. Добрянский çĕнтернĕ, 1-мĕш вырăна тата куçса çÿрекен вымпела тивĕçнĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"