Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çĕр çинче ĕçлес килет»

05 сентября 2005 г.

 

Çанталăк паян çĕр ĕçченĕ валлиех. Районти хуçалăхсенче унăн кашни саманчĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Ав, «Свобода» хуçалăхăн 1 бригадăн 2-мĕш уйăĕпе «Дон-1500» мăнаçлăн пырать тулă пуссипе А.Г. Алексеев хăйĕн пулăшаканĕпе А.Н. Толикинпа çак хир карапĕпе вырмана тухнăранпа 788 тонна тырă çапса тĕшĕлеме пултарчĕç, иртнĕ эрнере вара – 318 тонна. Ку вăл августăн 25-мĕшĕ тĕлнехи кăтарту. Районти комбайнерсен ăмăртăвĕнче иккĕмĕш эрне ĕнтĕ ку экипаж 1 вырăна вĕçертмест. Акă, бункер пулса çитрĕ те. Е.В. Якимов водитель машинăпа чăшт! çеç комбайн çумне пырса тăчĕ. Пулас çăкăр чăшăл-чăшăл туса кузов çине  куçрĕ.

Чăннипех те, мĕн тери пархатарлă та мирлĕ професси иккен вăл çăкăр çитĕнтерекенĕн ĕçĕ. Çакна тĕпе хурса, çĕр ĕçченĕн сумлă ĕçне хакласа ĕнтĕ районти малта пыракансене чыслаççĕ. Иртнĕ кĕçнерни кун комбайнерсен ăмăртăвĕн иккĕмĕш эрнине пĕтĕмлетнĕ хыççăн «Свобода»  хуçалăха район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов килсе çитрĕ. «Дон-1500», «Енисей 950», «Енисей 954» комбайнсем хушшинче çĕнтернĕ А.Г. Алексеева черетлĕ çитĕнÿпе саламларĕ.

- Çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ тума ырлăх-сывлăх сунатăп, - терĕ вăл Алексей Геннадьевича саламласа куçса çÿрекен вымпел, 300 тенкĕ премие тивĕçнине çирĕплетекен свидетельство панă май.

Унтан Юрий Александрович «Енисей» 1200» комбайнсем хушшинче 3 вырăн йышăннă П.А. Толикина саламларĕ. Иртнĕ эрнере 172 тонна тырă çапса тĕшĕлерĕ унăн экипажĕ. Петр Апполоновича хăйĕн пекех  çĕр ĕçченĕ çитĕнтернĕшĕн (унăн пулăшаканĕ пулса хăйĕн ывăлĕ Андрей ĕçлет) тав турĕ.

Толикинсен династийĕ «Свобода» таврашĕнче хисепре. Акă Петр Апполоновичăн пиччĕшĕ Виталий  Апполонович та хăйĕн пулăшаканĕпе Г. Алжировпа иккĕшĕн кăтартăвĕ те çакăн чухлех.

Ĕçлес кăмăл çав тери пысăк кунти çĕр ĕçченĕсен.

- Пирĕн хуçалăха çĕклемелле. Çав тĕллев, - теççĕ вĕсем. - Ĕç условийĕсем те лайăх.

«Свобода» хуçалăхра, тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем пĕтĕмпе 1208 гектар çинче пулсан, çурри ытла  пуçтарса кĕртнĕ ĕнтĕ. Хуçалăхри 8 комбайншăн ку вăрăма тăсмалли ĕç мар. Ав, С.Г. Жоржиков, В.В. Петров, В.А. Иванов, А.М. Любимов, П.А. Толстов экипажĕсем ĕçлекен «хир карапĕсем» те ир пуçласа мĕн сывлăм ÿкиччен чарăнмаççĕ. А.В. Валежников, В.В. Степанов, С.Л* Алжиров, В.Г. Александров водительсем те çаврăнăçуллă.

Хуçалăх ертÿçи К.Е. Сретинский те кăмăллă уй-хир ĕçченĕсемпе. Йĕтем çинче те ĕç вĕресе çеç тăрать.

Тулли кăмăлпа вăй хумашкăн сăлтавĕ те пур Çатракассисемпе Кашмашсен. Вырма вĕçĕнче агрегат пуçне 5 пин преми параççĕ. Çавăн пекех 1 тонна  улăм, 1 тонна вырса çапнăшăн комбанера 5 килограмм, пулăшаканне 4 килограмм тырă, çавăн пекех çапса тĕшĕленĕ пĕр тонна тырăшăн комбайнера 20 тенкĕ, пулăшаканне 16 тенкĕ ĕç укçи тÿлеççĕ.

Ку çеç-и; Кунĕпе мĕн çĕрлеччен ĕçлесе ывăннă çĕр ĕçченĕсем (комбайнер-водительсем те, йĕтем çинче ĕçлекенсем те)  киле кайиччен автопаркра çăвăнса тасалаççĕ. Тулли кăмăлпа киле утаççĕ. Ыран каллех ирех уя тухмалла-çке.

«Оринино» хуçалăхра та (Юрий Александрович çак кун «Дон-1500», «Енисей-950», «Енисей 954» комбайнсем хушшинче 3 вырăна тухнă А.П. Кузнецова та çитĕнÿпе саламларĕ), районти пур хуçалăхра та пĕр шухăшпа – акнă тыр-пула вăхăтра пухса кĕртес шухăшпа пурăнаççĕ.

Уя тухатăн та, кăкăр тулли тăван çĕрти уçă сывлăшпа сывлатăн. Çакă хăех пурăнма, ĕçлеме хавхалантарать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика