Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕм, влаçа кайма ан шиклен!

31 августа 2005 г.

 

Кахал çын кăна паян влаçа ÿпкелемест. Тивĕçлипех. Анчах тиркесси пĕр япала. Талпас çапнипех пурнăç малалла каймасть-çке.

Влаçа ытлашши централизацилени халăх пуçарулăхне сивĕтрĕ. Мускав, Шупашкар çине шанма пуçларăмăр.

Паян Раççей Президенчĕ В.В. Путин çакна ăнланать. Регионсене çĕршер полномочие каялла тавăрса пама шантарать.

Анчах пирĕн пурнăçа «Раççей Федерацийĕнче вырăнти самоуправление йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» вăя кĕнĕ çĕнĕ саккун тĕпрен улăштармалла. Вырăнти пурнăçшăн чи малтан çакăнта пурăнакансем ответлă. Ялти татăлса кайнă пĕвене Путин Мускавран килсе пĕвелемест. Çÿп-çаплă урама Федоров Шупашкартан килсе шăлмасть.

Района нумай çул ертсе пынă В.С. Краснов шухăшĕ çапла:

- Ялсенче паян ялшăн ĕçлес текен çынсем сахал. Ответлăха хăйсем çине илес текенсем курăнмаççĕ. Халăха эпир вăйпа туса паратпăр.

Тепĕр енчен влаçăн та халăх шухăшне итлеме вĕренмелле.

Октябрĕн 16-мĕшĕнче çĕнĕ саккунпа иртекен суйлавра район территорийĕнче 16  поселени (хальхи ял администрацийĕсем вырăнне) йĕркелемелле. Унчченхи пекех вĕсенче кашнинче депутатсем пулаççĕ. 10-ран (Хорнуй поселенийĕ) пуçласа 17 депутат (Катькас поселенийĕ) таранах. Пĕтĕмпе ялти депутатсем 185-ĕн пулаççĕ.

Ял поселенийĕн тивĕçĕсемпе прависем ÿсеççĕ. Унăн хăйĕн бюджечĕ пулать. Ăна пĕчĕк районпа танлаштарма та юрать. Çак поселение ертсе пыма кама шаннинчен вырăнти малашнехи пурнăç нумай килет. Ялти депутатсен пуçарулăхĕпе те вырăнти пурнăç епле пуласси тÿреммĕнех çыхăннă. Апла пулсан ял хушшинче пурте пĕлекен, ответлăха хăйсем çине илме пултаракан çынсенчен вырăнти пуçлăха та, вырăнти депутатсене те суйламалла.

Пуçлăхĕсене те, депутатсене те Шупашкартан ярса памаççĕ. Вĕсене пирĕн хамăр ялсенчех тупмалла. Пĕтĕмпе 16 поселени пуçлăхĕ, ялти 185 депутат суйламалла терĕмĕр. Кандидатсем тăратас ĕç вара çитес ытлари кун - сентябрĕн 6-мĕшĕнче вĕçленет.

Çавăн пекех октябрĕн 16-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхне тата районти депутатсен Пухăвне 25 депутата суйламалла.

Ентешĕмĕрсем! Чăваш çыннисем! Влаçа кайма вăтанса тăрар мар! Пирĕн ялсенче хастар чăвашсем иксĕлес çук.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика