Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Малтисене кура ыттисем те малалла туртăнма тытăнчĕç».

30 августа 2005 г.

 

Кăçалхи 7 уйăхра Муркаш районĕ пĕлтĕрхинчен 23,8 процент ытларах тупăш илнĕ.

-         Муркаш районĕ унччен те япăххисен шутĕнче пулман,- тет Ю.А.Иванов.- Анчах та эпĕ кунта ĕçлеме килсен экономика тишкерĕвĕсем турăмăр. Вĕсем кăтартса панă тăрăх, умра ĕç питĕ нумай. Пĕрремĕшĕ, пирĕн ытларах выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе укçа-тенкĕ тумалла. 2003-мĕш çула район, чăх-чĕп фабрикине шутламасан, ку енĕпе 7,5 миллион тенке яхăн тăкакпа вĕçленĕ. Чăн та, сĕт ун чухне те, халĕ те тупăшлă. Анчах ĕне выльăх, сысна аш-какайĕ туса илсе район питĕ пысăк тăкаксем тÿснĕ. Ÿт хушаслăх пĕчĕк, продукци хăйхаклăхĕ пысăк пулнă.

Çавна шута илсе 2004 –мĕш çулта экономика ыйтăвĕсемпе çине тăрса ĕçлеме йышăнтăмăр. Производство (выльăх-чĕрлĕх отраслĕ) тăкаклă-тăк кама кирлĕ вăл; Ял-хуçалăхĕ хавшак экономикăна чăтаймасть. Эппин, хуçалăхсенче мĕн пур ĕçе çĕнĕлле йĕркелемелле. Кирлĕ мар тăкаксене пĕтерни - çĕнĕ технологисемпе усă курса продукци туса илессине ÿстерни пĕрремĕш утăм пулчĕ. Имшер выльăха усранин усси çук. Чăн та, çÿлтен пĕрмаях ыйтаççĕ, мĕншĕн выльăх йышне чакаратăр теççĕ. Вара эпир, пĕтĕм яваплăха хам çине илсе, критикленине пăхмасăрах çакăн пек тĕллев лартрăмăр: выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре хисеп мар, пахалăх тĕп вырăнта пулмалла. Çавăн хыççăн чылай ĕç туса ирттертĕмĕр. Ырă улшăну куç кĕрет. Эпир 2004-мĕш çула ку отрасльте тăкаксăр вĕçлерĕмĕр. Тупăшĕ Нумай мар – 287 пин тенкĕ кăна, калаçмалăх та çук темелле, апла пулин те вăл 7,5 миллион тăкак мар.

Кăçалхи 7 уйăхра аш-какай туса илесси те тупăшлă пулчĕ. Çакна питĕ пысăк çитĕнÿ теессĕм килет. 2004-мĕш çулхи пĕрремĕш çур çулта ĕне  выльăх ашĕ пĕтĕмпе 3миллион тенкĕ ытла тăкак кÿнĕ пулсан, кăçал 285 пин тенкĕ тупăш пачĕ. Сысна ашĕ туса илесси те тупăшлă. Иртнĕ çул (пĕрремĕш çур çулта ĕнтĕ) çак отрасльтен 1,4 миллион тенкĕ ытла тупăш илнĕ-тĕк, кăçал – 6,2 миллион тенкĕ ытла.

-         Сыснасене типĕ апатпа (паха комбикормпа) тăрантарни ÿт ытларах хушма пулăшрĕ-и;  

-         Çапла, «Ударник», «Оринино», «Лидер» тата Ильич ячĕллĕ хуçалăхсенче чи малтан çак технологи çине куçрĕç. Малтан,консерватизмлă кăмăл-туйăма пула, йывăр пулчĕ. Апат хакĕ ÿсет-çке. Халĕ хуçалăх ертÿçисем те, ферма ĕçченĕсем те тĕрлĕ хутăшлă комбикорм уссине ăнланчĕç. Çав белоклă, витаминлă минерал хутăшĕсене Голландин Чулхулари фирминчен илсе килетпĕр, тырри-пулли вырăнтиех. Çавна пула, каласан та хăшĕ-пĕри ĕненмест, пирĕн сыснасем талăкра вăтамран 900 грам чухлĕ ÿт хушма тытăнчĕç.

Технологи ĕç условийĕсене те улăштарать.Çĕнĕлле ĕçлекен фермăсенче паян ĕç те çăмăлланчĕ. Пур çĕрте те тирпейлĕ. Типпĕн тăрантарнипе апачĕ те тăкăнмасть, тислĕкĕ те çăрăлмасть (унччен йăлтах витрепе,сенĕкпе сĕтĕрнĕ). Ĕç укçи палăрмаллах хăпарчĕ. Халĕ маларах асăннă хуçалăхсен çумне «Рассвет» (унчченхи «Сундырский»), «Передовик» хуçалăхсем те хутшăнчĕç. Çулталăк вĕçлениччен районти 26 хуçалăхран çурри çĕнĕ технологи çине куçма ĕмĕтленет. (Пурин те харăсах куçма май çук, мĕншĕн тесен малтан тумалли ĕç нумай). Çакă  район аталанăвĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Ĕне-выльăх, вăкăр самăртассине илсен «Орининон» питĕ лайăх опыт пур. Ыраш пĕçерсе çитерни ÿт хушаслăха ÿстерме пулăшать: талăкра 1 кг е ытларах та. Нумай хуçалăх («Свобода», «Ударник», Евтихий Андреев ячĕллĕ) ăратлă выльăх усрать. Патшалăх та сахал мар пулăшать вĕсене, хăйсем те тăрăшса ĕçлеççĕ.

-         Юрий Александрович, хальхи вăхăтра пур çĕрте те ĕççи пырать. Вырма ĕçĕсене сирĕн районта мĕнле йĕркеленĕ;

-         Ял хуçалăхне пĕтĕмĕшле илес пулсан, çĕнĕ технологисене уй-хирте те ĕçе кĕртмелли нумай. Мĕншĕн тесен çунтармалли-сĕрмелли хатĕр кунсерен тенĕ пек хакланать. Çавна шута илсе тăкаксем çине те пирĕн çĕнĕлле пăхма тивет. Çĕре сухалассине халĕ, акă, нумай çĕрте пăрахăçласа пыраççĕ. Тарăн сухаласа тыр-пул акса хăварма ĕмĕртен хăнăхнă эпир – тăкакĕ Питĕ пысăк. Паян çиелтен кăпкалатса акмалли технологи тĕнчере вăй илсе пырать. Ăна та вĕренсе хамăр патра усă курасшăн – кивĕ технологие улăштарма вăхăт. Унсăрăн эпир уй-хиртен тупăш илме пултараймастпăр7 Продукци хăй хаклăхĕ пысăк пулать.

Хальхи вăхăтра, чăнах та, вырма ĕçĕсем пыраççĕ. Пирĕн кăçал пĕтĕмпе 16,7 пин гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртмелле. Паянхи куна çак ĕçе 70 процент ытла пурнăçланă. «Ударник» СПХ вырма ĕçĕсене паян-ыран пĕтерме те хатĕр. Анчах унта çурхи культурăсем, уйрăмах тулă, пиçсе çитейменнипе уяр çанталăкрах виçĕ-тăватă кун тăхтаççĕ. Пĕр енчен, вĕсене те ăнланма пулать: тăкака сахалрах тăвасшăн. Чĕррĕн пуçтарса кĕртнĕ тырра типĕтмелле-çке. Пулса-пиçсе çитменнин вара пахалăхĕ чакать. Тепĕр енчен, çанталăк çумăра каясран та хăратпăр. Апла та тăкаксем пулаççĕ.

-         Вырма ĕçĕсене хăш хуçалăхсенче лайăхрах йĕркеленĕ;

-         Яланхи пекех, «Ударник», «Свобода», «Оринино», «Герой» хастар, «Передовик», «Волга», «Рассвет» хуçалăхсем те малалла туртăнчĕç. Пĕлтĕр «Нивăра» ĕçсем япăхланнăччĕ, ăна Валерий Семенович Кондратьев ертсе пыма пуçласан кăтартусем лайăхланчĕç. Кăçал вĕсем тыр-пула пуçтарса кĕртнĕпе пĕрех. Сĕлĕ-вика хутăшĕ Кăна пулса çитеймен те – васкамаççĕ. Çавнашкалах, йывăр пулсан та, Ильич ячĕллĕ хуçалăх пур енĕпе те çĕнĕлле ĕçлесе пырать. Ертÿçи питĕ маттур. Специалистсем те тăрăшуллă.

Пĕтĕмĕшле илсен, ытти хуçалăхра та уй-хир ĕçĕсем пĕр тикĕс пыраççĕ.

Кăçалхи 7 уйăхра ял хуçалăх продукцине 143,5 миллион (иртнĕ çулхи шайăн 97,5 проценчĕ), промышленноç продукцине 175,7 миллион тенкĕлĕх (ÿсĕм 19,5 процент) хатĕрленĕ тата туса кăларнă. Район пĕлтĕрхинчен 23,8 процент ытларах тупăш илнĕ. Тÿлевлĕ пулăшу  ĕçĕсем парасси вара 88,5 процент ÿснĕ. Ваккăн сутмалли тавар çаврăнăшĕн ÿсĕмĕ – 18,4 процент. Строительство ĕçĕсенче 127,3 миллион тенкĕлĕх инвестицисемпе усă курнă, çакă унчченхи çулхи шайран 20,3 процент нумайрах.        

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика