Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркашра чиркÿ кирлех

27 августа 2005 г.

 

Муркаш районĕ Чăваш Республикинче чи пысăк районсенчен пĕри шутланать. Район центрĕнче те, Хорнуй,  Çатракасси ял администрацийĕсен территорийĕсенче те сахал мар çын пурăнать. Çак тăрăхра чиркÿ çукки кунти  çынсене, уйрăмах ватăсене, çав тери пăшăрхантарать.

1917 çулччен пирĕн районта 18 чиркÿ пулнă. Муркашри чиркÿ 1928 çулта çунса кайнă. Çынсем хушшинче пулнă чух час-часах: «Муркашра чиркÿ кирлех», тенине илтме пулать. Çак ĕçе пуçарса ярас тĕллевпе турра ĕненекенсем вунă çула яхăн тăрăшаççĕ, анчах та хальлĕхе усси çук-ха. Муркашри Турă амăшĕн Владимир турăшĕн чиркĕвĕн прихочĕн совечĕн членĕ В.В. Куликова çак ыйтупа нумай ĕçлет. Турри ăна сывлăхне патăрччĕ. Муркашра чиркÿ кирли çинчен тĕрлĕ учрежденисен, предприятисен ертÿçисем патне сахал мар çыру çырнă, калаçнă.

Укçа-тенкĕпе пулăшсан, чиркĕве тума пуçламалла, анчах укçи çук. Республикăри тата вырăнти ертÿçĕсем те пулăшма васкамаççĕ. Çак ыйтупа ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов патне те темиçе те  çитнĕ. Унсăр пуçне Муркашра пурăнакан ватă çынсем район тата Муркаш ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем, Ю.А. Иванов тата Н.И. Никитин патне пулăшу ыйтса çыру ячĕç. Чиркĕве 1994 çулта тума пуçланă, 1998 çулта никĕс чулне  Варнава Владыка çутатнă. Хальхи вăхăтра, паллах, халăхран пухнă укçа-тенкĕпех чиркÿ тума май çук.

Чиркÿ вĕрентнĕ тăрăх, Турă çуртне кайсассăн вăл çынна пил парать, ĕненекен çынна ырă ĕç тума ăнăçу пулать. Çавăнпа та çак самантра чунра лăпкăлăх, килĕшÿ, йĕркеллĕ кĕпе-тумтир пулмалла. Мĕншĕн тесен эпир чиркĕве ахальтен кăна каймастпăр. Чуна лăплантарса, лăпкă чĕрепе Христос патне каятпăр. Вăл пире ырлăх кăна кÿрет. Ăна вара пирĕн хамăра йĕркеллĕ тытнипе тивĕçмелле. Турă яланах этем патне çывăх тăрать. Çын вара кирек хăçан та Турă патне çывăх мар, ăна пурнăçри ыйтусем канăç памаççĕ. Турă патне тимлĕ пулманни, çухалса кайни, Турă хушнă пек пурăнманни хамăра чăрмав кÿрсе ура хурса пырать те.

Мĕншĕн тесен, чирĕкве çÿрекен çын Турă саккунĕпе пурăнать. Унăн вĕрентĕвĕ – чи сăвапли, чи пархатарли. Турра ĕненекен çын усал ĕç тума, эрех ĕçме, вăрлама, çынна вĕлерме хăяймĕ. Ун пек çын усал ĕç тума мар, ун пирки шутлама та пултараймасть. Турă пире яланах ыррине кăна вĕрентет. Ман шутпа, ырă çын Турра ĕненет, вăл вĕрентнине пăхăнса пурăнать. Ырă çынра пуласлăх, çутă кун, чун ăшши. Çакна эпир пурте питĕ лайăх ăнланатпăр.

Паллах, тĕрлĕ тапхăрта пурнăçра тĕрлĕрен лару-тăру пулнă. Йывăрлăхсем те пăрăнса иртмен халăхран. Пирĕн вара иртнине те, хальхине те манмалла мар. Ун чухне тин эпир хамăрăн пуласлăхшăн яваплăха туйма пуçлăпăр.

Халĕ нумайăшĕн пирĕн пурнăçра чи кирли – укçа. Укçасăр эсĕ никам та мар тесе шутлаççĕ. Ман шутпа, ун пек пулмалла мар. Маншăн чухăн çынсемпе пуянсем çук. Пуçлăхсемпе вĕсене пăхăнса тăракансем çук. Пурте пĕр тан. Мĕншĕн тесен маншăн чи хакли вăл - çын. Çынра эпĕ чи малтан унăн чунне, ырă ĕçне, çынлăхпа этем тивĕçлĕхне хаклатăп. Ырă çыннăн Турă аек таса чунлă пулмалла. Унран ырлăх тапса тăтăр. Этеме турă пĕр пурнăç кăна панă. Ăна пурин те чыслă пурăнса ирттересчĕ.

Нивушлĕ Муркашра чиркÿ тума вăй çитерейместпĕр! Çакна пĕрре те ĕненес килмест! Паллах, алла усса ларсан нимĕн те пулмасть, пирĕн хамăрăн ытларах тăрăшмалла. Пирĕн асанне, Анна Алексеевна, çапла калатчĕ: «Пĕччен сурать, типсех пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать». Питĕ тĕрĕс сăмахсем.

Нумаях пулмасть эпĕ Варнава Владыка патне Апполинарий аттепе пĕрле кайса килтĕмĕр. Владыка чиркÿ тума пулăшма пулчĕ. Муркашри кирпĕч завочĕн директорĕ В.И. Эберт строительство ĕçне пуçлама 10 пин кирпĕч пама шантарчĕ.

Кун пек ырă кăмăллă çынсем Муркашра сахал мар. Акă, Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕн управляющийĕ Х.М. Тимофеева 10 пин тенкĕ мапа пулчĕ. Турă сывлăх патăр вĕсене. Хамăр çемьерен эпĕ те чиркÿ тума 3 пин тенкĕ куçартăм.

Ку ыйтупа эпĕ Шупашкар хулин мэрĕ Пулса ĕçленĕ А.А. Игумновпа та тĕл пулса калаçрăм. Халĕ вăл регионсене аталантарас ĕçре Мускавра тăрăшать. Вăл та пулăшасса шанатăп.

Нумаях пулмасть эпĕ ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров патĕнче пултăм. Сăмах май каласан, вăл президентра ĕçленĕ çулсенче пирĕн республикăра чылай чиркÿ уçăлчĕ. Вăл пире пулăшасса шанса тăратăп.

Хулари Введенский собора Софрино хулинчен килнĕ чиркÿçĕсем пире  турăшсем туса пама килĕшрĕç. Çавăн пекех эпĕ хамăрăн кÿршĕсемпе, шкулта, институтра пĕрле вĕреннĕ юлташсемпе калаçрăм. Вĕсем те çак ĕçрен аякра тăрса юлмĕç. Çынна пулăшакана Турă пырать, тесе ахальтен каламан.

Депутатсен районти Пухăвĕн Муркашри депутачĕсем В.Г. Данилов, Л.Н. Андреев та чиркÿ тума пулăшасса шанас килет. Вĕсене халăх суйланă, шанăçа тÿрре кăлараймасан халăх текех вĕсене суйламĕ.

Муркашри чиркÿ кирлех! Пĕтĕм шанчăк, пĕтĕм пуласлăх – пĕрлехи ĕçре. Эпир кĕтекен ырлăх хамăртанах килет. Ватă çынсем, пирĕн ентешсем, Муркаш тăрăхĕнчи çынсем çав чиркĕве тăвасса тем пекех кĕтеççĕ. Вĕсене Уйкас Янасала е урăх çĕре çÿреме кансĕр. Çавăнпа та Муркаш район, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсенчен, ытти ертÿçисенчен çапла тархасласа ыйтатпăр. Пĕрле пулса Муркашра чиркÿ тăвас ĕçе вĕçлеме пулăшсамăр. Ватă çынсем малтанлăха кĕлĕ çуртне туса панипе те çырлахаççĕ. Сире вара уншăн Турă пулăшĕ, ĕçĕсем те ăнса пырĕç.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика