Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентÿ ĕçне – пурнăç ыйтнă шая

24 августа 2005 г.

 

Общество аталанăвĕ, пурнăçри улшăнусемпе çĕнĕлĕхсем вĕрентÿ системи умне те пысăк задачăсемпе тĕллевсем лартаççĕ. Вĕрентÿ учрежденийĕсен паян тарăн пĕлÿллĕ, конкуренцие чăтма пултаракан, анлă тавракурăмлă çамрăксене вĕрентсе кăлармалла. Вĕсем килĕшнĕ профессие алла илсе пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пултарччăр, общество аталанăвне тивĕçлĕ тÿпе хывччăр тесе тăрăшмалла.

Çавна май хальхи вăхăтра вĕрентÿ ĕçне çĕнетсе улăштарасси те малти вырăнта тăрать.

Калас пулать, ку тĕлĕшпе районта сахал мар ĕçсем туса ирттеретпĕр. Ачасем пур çĕрте те професси илес умĕнхи пĕлÿ тата профиллĕ пĕлÿ илме пултарччăр тесе тăрăшасси чи малти вырăнта тăрать. Ку тĕлĕшпе вĕрентÿ округĕсем йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕен районта вĕрентÿ округĕсене 4 туса хунă:

1. Тĕп округ – кунта Муркашри вăтам шкул база шкулĕ пулса тăрать. Ун тавра вара Чуманкассинч, Турайри, Тойкилтĕри, Орининти, Çатракассинчи вăтам, Атапайри, Кашмашри, Очăкассинчи тĕп шкулсем, Хорнуйĕнчи пуçламăш шкул-ача сачĕ, «Путене», «Солнышко», «Березка», «Золушка», «Малыш», «Лебедушка» ача сачĕсем пĕрлешеççĕ.

2. Çурçĕр округĕнче база шкулĕ – Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкул (ресурс центрĕ). Ку округа Ильинкăри, Москакассинчи, Нискассинчи, Юнкăри вăтам, Вăрманкассинчи тĕп шкулсем, «Колокольчик», «Мечта», «Тюльпан», «Улыбка» ача сачĕсем кĕреççĕ.

3. Хĕвел тухă округюн база шкулĕ - Калайкассинчи вăтам шкул (ресурс центрĕ). Ун тавра Ярапайкассинчи вăтам, Шурчари, Сыпайри, Шатракассинчи тĕп шкулсем, Йÿçкассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕ, «Радуга», «Сказка» ача сачĕсем кĕреççĕ.

4. Кăнтăр округĕ. Кунта Йÿçкассинчи вăтам шкул база шкулĕ (ресурс центрĕ) пулса тăрать. Вăл Тивĕшри вăтам, Шетмĕпуçĕнчи, Панклири, Сосновăкри тĕп, Вăрманкассинчи пуçламăш шкулсене, Матьăкри пуçламăш шкул-ача садне тата «Василек», «Хĕвел» ача сачĕсене пĕрлештерсе тăрать.

Шкул округĕсен хăйсен ĕçĕнче çакăн пек тĕп çул-йĕрсене пурнăçламалла:

- шкул çулне çитмен ачасене пĕлÿ парассине аталантарасси*

- професси парас умĕнхи тата профиллĕ вĕрентÿ моделĕсене туса хатĕрлесси*

- вĕрентÿпе информаци парассин пĕрлехи системине туса хурасси*

- вĕрентÿ учрежденийĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлессине йĕркелесси*

- районти вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçĕн результачĕсене хакламалли рейтинга пурнăçа кĕртесси*

- шкулсем хушшинчи, шкулти методика пĕрлешĕвĕсен тата психологи службин ĕçĕсен содерджанине çĕнетесси*

- педагогика опытне тупса палăртса тишкересси тата унăн результатне хак парасси, ăна пĕтĕмлетсе районти вĕрентÿ системинче сарасси*

- педагогика ĕçченĕсене тата вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисене сăнав тата проект ĕçĕсене пурнăçланă чух пулăшасси.

Çапла вара шкул округюнче тĕп вырăнта база шкулĕ тăрать, унта ресуссемпе тивĕçтересси те кирлĕ шайра тата вĕрентÿ пахалăхĕ те çÿллĕрех вырăнта. Çавна май вăл хăй çумне пĕрлештерсе тăракан шкулсемшĕн хăйне евĕр ресурс центрĕ пулса тăрать те.

База шкулĕсенче çаксем пур:

- кадрсен паха потенциалĕ*

- хăйсен шкул окургĕ çумне пĕрлештернĕ шкулсене занятисем ирттерме автобус-лабораторисемпе каякан опытлă учительсен ушкăнĕ тата учитель-консультантсем*

- тарăн пĕлÿ пама кирлĕ пурлăхпа техника: интернетпа тухакан компьютер центрĕ, профиллĕ пĕлÿ пама кирлĕ пурлăх бази, шкул автобусĕсем, кирлĕ пулсан, шкул çумĕнчи интернат, республикăри вĕрентÿ институтчĕн наукăпа-методика пулăшăвĕ, пĕрле çыхăнса ĕçлекен вузсем*

- кирлĕ таран тивĕçлĕ шайра укçа-тенкĕпе тивĕçтерни*

- пĕрле ĕçлекен социаллă партнерсем: шкулсем, социаллă сферăри ытти учрежденисем, професси тĕлĕшĕнчен пуçламăш, вăтам тата аслă пĕлÿ паракан учрежденисем, мĕнле профессие вĕрентнине кура кирлĕ предприятисем.

Окургсенче шалта вĕрентÿпе пĕрлех воспитани ĕçне те тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыраççĕ: вăл е ку учрежденин ырă йăлисене тĕпе хурса патшалăхăн паллă кунĕсене пĕрле уявлаççĕ, спорт ăмăртăвĕсене, предмет олимпиадисене, туристсен слечĕсене ирттереççĕ, наука обществин, ачасемпе çамрăксен организацийĕсемпе юхăмĕсен ĕçĕсене те пĕрле йĕркелеççĕ.

База шкулĕсенче:

- профиллĕ тата ытти курссен вĕрентç расписанийĕ пĕр пек пулать*

- шкул автобусĕсем те пĕр пек расписанипе çÿреççĕ*

- база шкулĕпе ун çумне пĕрлештернĕ шкулсем валли ĕçе йĕркелесе пыма пĕрлехи план йышăнаççĕ.

База шкулĕсенче воспитани ĕçĕн пĕлтерĕшĕ палăрмаллах ÿсет, çав шутра шкул психологĕн тата социаллă педагогăн та. Ку вара çĕнĕ, вĕрентÿ учрежденийĕсем пĕрле çыхăнса ĕçленĕ условисенче вĕренекенсене хăнăхма пулăшу пама кирлĕ.

Çакăн пек условисенче методика службин пĕлтерĕшĕ те уйрăмах ÿсет. Районти методика пĕрлешĕвĕн пĕлтерĕшĕ çухалса пырать. Ун вырăнне ресурс центрĕсен хăйсен шалти тата ун çумне пĕрлештернĕ шкулсен пĕрлехи методика пĕрлешĕвĕсем пулаççĕ. Методика ĕçне вара кашни педагогăн професси ăсиалăхне ÿстерсе, педагогика коллективĕн пуçарулăхне тата пултарулăхне аталантарас тĕллевпе йĕркелесе пыраççĕ.

Калас пулать, юлашки çулсенче вĕрентÿ системин реформине пурнăçланă май нумай çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕчĕç. Çав шутра – пĕрлехи патшалăх экзаменĕ Те. Ăна сăнав мелĕпе ирттерни тата пурнăçа кĕртни кашни ачан пĕлÿ шайне уйрăммăн хаклама май парать, вĕрентÿ пахалăхĕн шайĕ те куç умне тухса тăрать. 2001-2005 çулсенчи пĕрлехи патшалăх экзамен итогĕсене танлаштарни унăн результачĕсем çулсеренех лайăхланса пынине çирĕплтет. 2005 çулта 2001 çулхинчен математикăпа вăтам балл 50,6чен 55,31не çитнĕ. Математикăпа пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче çулсеренех Нискассинчи, Орининти вăтам шкулсем, Муркашри лицей лайăх кăтартусем тăваççĕ, вĕсенче пилĕк баллă шкалапа шутласан 4,1-4,3 балл таран пулнă.

2005 çулта ку енĕпе Нискассинчи вăтам шкул уйрăма лайăх ĕçленĕ. Çак шкулта вĕренекен Консантин Леонтьев вырăс чĕлхипе пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче чи пысăк кăтарту тунă – 100 балл илме пултарнă (учительници М.В. Данилова). Пĕрлехи патшалăх экзаменĕ çакна та кăтартса пачĕ: педагогсен коллективĕсем хăйсен професси ăсталăхне тата кашни ачан пултарулăхне аталантарасси, пĕлÿ шайне ÿстересси çине тимлĕрех пăхма пуçларĕç. Анчах çитменлĕхсем те çук мар, педагогсем хăш-пĕр предметсен циклĕсемпе ĕçлесе çитереймеççĕ, ку тĕлĕшпе вĕсен професси ăсталăхне ÿстерме мерăсем йышăннă. Педагогика коллективĕсем умне çакăн пек задача лартнă: пĕрлехи патшалăх экзаменĕн чи лайăх механизмне пурнăçа кĕртессине хăвăртлатмалла, вăл вĕренекенсене пĕлÿ парассин пахалăхне ÿстерме пулăштăр.

Вĕрентÿ системине çĕнетсе улăштарас ĕçри ăнăçу информатизаци технологине пурнăçа кĕртнипе те таччăнах çыхăннă. Çак тĕллевпе çулсеренех республика тата район бюджечĕсенчен сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Пирĕн районти шкулсем пĕтĕм тĕнчери тата федераллă проектсене тата программăсене хутшăнса компьютерсемпе пуянланаççĕ, вĕрентÿ ĕçне çĕнĕ информаци технологийĕсене кĕртеççĕ.

Акă, 2001-2005 çулсенче тĕрлĕ каналсенчен укçа уйăрнипе районти вĕрентÿ учрежденийĕсем пĕтĕмпе 241 компьютер илнĕ, хальхи вăхăтра районта 23 ача пуçне 1 компьютер тивет. Районти шкулсен 80 процентне яхăн интернета тухаççĕ. Ку енĕпе компьютерпа ĕçлессине учительсемпе вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисене анлăрах явăçтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпах ĕнтĕ çулсеренех республикăри вĕрентÿ институчĕн бази çинче хальхи информаци технологийĕсемпе тата компьютер хатĕрĕсемпе ĕçлеме вĕренеççĕ, информаципе çыхăну технологийĕпе усă курса районти тата республикăри конкурссене хутшăнаççĕ. Акă, Муркашри лицей директорĕ Н.Е. Смирнов иртнĕ вĕренÿ çулĕнче информаципе компьютер технологийĕпе усă курса урок ирттерсе республикăри конкурс призерĕ пулса тăчĕ.

Районти шкулсем «вĕрентÿ учрежденийĕсен чи лайăх сайчĕ» районти тата республикăри конкурссенче те малти вырăнсене йышăнаççĕ. Ку тĕлĕшпе Муркашри, Турайри, Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкулсене ырăпа асăнмалла. Çамрăк техниксен станцийĕнче те информаци технологийĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, вĕсем иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 233 çынна вĕрентсе «ПЭВМ операторĕ» свидетельство панă.

Вĕрентĕвĕн çĕнĕ планĕпе килĕшÿллĕн малашне информатика предметне 2-мĕш класранах вĕрентме палăртнă.

Ачан вĕренес кăмăлне ÿстерме унăн пултарулăхне: ÿсĕмне шута илни, ăна тĕрĕс çул-йĕрпе яни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн диагностикăпа консультаци центрĕ пысăк пулăшу парать. Вăл ачасен çулне шута илсе вĕсем тĕрĕс аталанса пыччăр тесе тăрăшать. Çак тĕллевпе вĕсем нумай ĕçсем туса ирттереççĕ: консультацисем параççĕ, психологи профилактикине те пурнăçлаççĕ, тĕрлĕ енлĕ тренингсем те пулаççĕ, коррекци ĕçĕ те малти вырăнта тăрать. Уйрăмах професси тĕлĕшĕнчен ориентаци парассипе кунта нумай тимлеççĕ. Професси илес умĕнхи вĕрентÿ çине куçни вĕрентÿ системи умне те пысăк задачăсем лартать: ачасене хăйсене килĕшнĕ профессие суйласа илме пулăшмалла.

Вĕрентÿ учрежденийĕсенче физкультурăпа спорт çине те юлашки çулсенче пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ачаран сывлăха упрама тата ăна çирĕплетме хăнăхтарассин кашнин пурнăçĕнче çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Районти вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕ район тата ял администрацийĕсемпе, физкультурăпа спорт организацийĕсемпе ку енĕпе тĕллевлĕ ĕçлесе пырать. Çулсеренех спортăн 12 тĕсĕпе шкул ачисен спартакиади иртет. Иртнĕ вĕренÿ çулюнче Орининти вăтам тата Кашмашри тĕп шкулсем пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Ачасемпе çамрăксен икĕ спорт шкулĕнче 60 çын ĕçлет, вĕсенчен 39-шĕ физкультура учителюсем, 13-шĕ ДЮСШ тренер-преподавателĕсем. Иртнĕ çулта массăллă разрядлă спортсменсене 2458 хатĕрленĕ, вĕсенчен 52-шĕ 1 разрядлă спортсменсем, 5-шĕ спорт мастерĕн кандидачĕсем. Спорт секцийĕсенче тата ушкăнсенче 7088 сывлăхĕсене çирĕплетнĕ.

Вĕрентÿ пахалăхне лайăхлатас енĕпе шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче тĕрлĕ çул-йĕрпе ĕçлени нумай пулăшать. Районти хушма вĕрентÿ учрежденийĕсем те ачасен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне аталантарас тĕлĕшпе нумай тăрăшаççĕ. Каникул кунĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Çак тапхăрта районти шкулсенчи ачасем тĕрлĕ лагерьсенче канчĕç, ĕçлерĕç, сывлăхĕсене çирĕплетрĕç.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ те çитрĕ. Ăна лайăх хатĕрленсе кĕтсе илме районти шкулсенче пысăк ĕçсем туса ирттернĕ: шкул çурчĕсен çивиттийĕсене, спорт залĕсене юсанă, классене сăрланă, картасене, ясли садсенче те юсав ĕçĕсене пурнăçланă.Çулсем тăвассипе те ĕçленĕ. Шкул котельнăйĕсене хутса ăшăтмалли сезона хатĕрлес ĕç пырать. Пĕтĕмĕшле илсен, мĕн пур вĕрентÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр.

Умра – сентябрĕн 1-мĕшĕ, çĕнĕ тĕллевсем, задачăсем. Вĕрентÿ системине çĕнетсе улăштарни, палăртнă задачăсене пурнăçласса май парасса, пурнăç ыйтнине тивĕçтерессе шанас килет. Çакна валли педагогсен кадрĕсем те, пурлăх бази те çителĕклĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика