Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу ытлашши пулмĕ

23 августа 2005 г.

 

Августăн 17-мĕшĕнче пирĕн районта Чăваш Республикинчи салтак амăшĕсен комитечĕн председателĕ, ЧР Президенчĕ çумĕнчи çын прависен комиссийĕн членĕ Л.И. Егорова пулчĕ.

Вăл район администрацийĕн савăнăçлă йăла-йĕркесем ирттермелли залĕнче нумай ачаллă, пурнăç шайĕ пĕчĕк çемьесенчи ачасемпе тата амăшĕсемпе, усрава илнĕ ачасемпе тата вĕсене пăхакансемпе тĕл пулчĕ.

Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, социаллă управлени политикин ертÿçи Н.П. Петрова, унăн çумĕ А.Н. Кузьмин, районти çар комиссарĕ А.И. Малинин, район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт пайĕн ачасен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ И.С. Кабуркина тата Хуракасси выççăлкинчи Майоровсен çемйи хутшăнчĕ.

Н.П. Петрова Чăваш Республикинчи салтак амăшĕсен комитечĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ ĕç тунине палăртрĕ. Обществăлла организаци пулсан та комитет членĕсем салтаксем катне кайса çÿреççĕ, вĕсем амăшĕсене те пулăшаççĕ.

Л.И. Егорова вара хăй Чечен Республикинчи нумай хут пулни, унта мĕн курни çинчен каласа пачĕ, мĕншĕн тесен унти лару-тăрăва, салтаксен пурнăçне вăл лайăх пĕлет. Лариса Ивановна район администрацийĕпе тата социаллă хÿтдĕх управленийĕпе, çар комиссариачĕпе тачă çыхăнса ĕçленине палăртрĕ, пурне те тав турĕ.

Тĕл пулура çавăн пекех районти çар комиссарĕ А.Н. Малинин хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Чечняра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн «Паттарлăхшăн» ордена тивĕçнĕ Ю.П. Майоров салтак тивĕçĕсене мĕнле пурнăçлани çинчен каларĕ, кирек епле вăрçа та сивлерĕ. Паянхи çамрăксен те кирек хăçан та çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр пулмалла, Чăваш Республикин ятне ямалла мар, - терĕ Юрий.

Салтак амăшĕсен комитечĕ спонсорсем тупса тĕл пулăва хутшăннă ачасене шкула кайма кирлĕ вĕренÿ хатĕрĕсемпе шкул формисем парнелерĕ. Спонсорсен шутĕнче Шупашкарти 5 № çăкăр завочĕ, хулари чиркÿсем.

Юлашкинчен вăл Ю. Майоровпа тата унăн амăшĕпе З.Н. Майоровапа тĕл пулса калаçрĕ, мĕнле пурăннипе кăсăкланчĕ. Вĕсем пирки те Л.И. Егорова лайăх пĕлет. Йывăрлăха лекнисене пулăшни, амăшĕсен хуйхине пĕрле пайлани сăваплă ĕç. Пирĕн те пурнăçра ыррине кăна тăвасчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика