Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăçал улшăнусем те пулаççĕ

23 августа 2005 г.

 

2006 çулта пирĕн çĕршывра «Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» Федераллă саккун вăя кĕрет. Чăваш Республикинче ку саккуна 2004 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче йышăннă.

Çавна май çитес çулта район шайĕнче те, ялсенче те нумай улшăнусем пулмалла. Ку вара чи малтанах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене камсене суйланипе, вĕсен пуçаруллă ĕçĕпе таччăн çыхăннă. Мĕнле иртĕ кăçалхи суйлав, камсене суйлапăр тата мĕнле улшăнусем пулаççĕ; Çак тата ытти ыйтусем çине хуравлама ыйтнă район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн вырăнти самоуправленин йĕркелÿпе кадрсен тата право ыйтăвĕсемпе тивĕçтерекен пайĕн ертÿçинчен Л.Ю. Тарасоваран.

- Лилия Юрьевна, чи малтанах, суйлав пирки пĕр-икĕ сăмах пĕлтерĕр-ха?

- Кăçалхи июлĕн 28-мĕшĕнче иртнĕ депутатсен районти Пухăвĕн черетсĕр 31-мĕш ларăвĕнче Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи вырăнти самоуправлени органĕсен суйлавĕ çинчен» Саккунăн 5 статйипе тата ЧР «Чăваш Республикинчи вырăнти самоуправлени органĕсен полномочи срокĕсене тăсасси тата суйлавĕсене пĕрлештересси» Саккунăн 2 статйипе килĕшÿллĕн, Муркаш район пуçлăхĕн тата депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсен суйлавне 2005 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче ирттерме йышăну турĕç.

Иртнĕ созывра депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсене 36 суйласа хăварнăччĕ. Кăçалхи суйлавра 25 депутат суйламалла пулать. Вĕсене суйлама пĕр мандатлă суйлав округĕсене 25 туса хунă. (Вăл район хаçатĕнче те пичетленнĕччĕ). Район пуçлăхĕ те, депутатсене те вăрттăн сасăласа 5 çуллăха суйлаççĕ.

- Вырăнсенчи самоуправлени органĕсенче суйлавсем мĕнле иртеççĕ; Кунта улшăнусем пулаççĕ-и?

- Çĕнĕ саккун Чăваш Республикин çĕнĕрен йĕркеленнĕ ял (хула) халăхĕ пурăнакан вырăнсен (поселенисен) пĕрремĕш суйлаври халăх суйлакан органсен хисепне, вĕсен полномочийĕсен срокне те çирĕплетсе хăварнă.

Малашне ялсенче те депутатсем пулаççĕ. Çĕнĕ çултан пирĕн районта ялсенче вырăнти самоуправлени органĕсем 16 пулмалла. Çынсем сахаллăн пурăннă пирки Мăн Хураçка ял администрацийĕ Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕпе, Шашкар ял администрацийĕ Ильинка ял администрацийĕпе, Шурча ял администрацийĕ Ярапайкасси ял администрацийĕпе пĕрлешеççĕ. Кăçалхи суйлавра пĕтĕмпе ялсенче 185 депутат суйламалла пулать.

- Хальхи вăхăтра суйлава хатĕрленес ĕçсем районта мĕнле пыраççĕ?

- Депутатсен районти Пухăвĕн августăн 12-мĕшĕнчи черетсĕр 32-мĕш ларăвĕнче Муркаш районĕн суйлав комиссийĕн составне çирĕплетрĕç. Вăл 9 çынран тăрать, унта тĕрлĕ предприятисемпе организацисен, партисен представителĕсем пур. Комисси çак кунах ĕçе тытăнчĕ.

Унсăр пуçне хальхи вăхăтра суйлав участокĕсене йĕркелес ĕç пырать, вĕсене сентябрĕн 1-мĕшĕччен, сасăлав ирттериччен 45 кунран кая юлмасăр йĕркелесе çитермелле.

- Кандидатсене тăратасси хăçан пуçланчĕ?

- Октябрĕн 16-мĕшĕнче суйлав пуласси çинчен июлĕн 28-мĕшĕнче пĕлтернĕччĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн Муркаш район пуçлăхне тата депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсене, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене тата ял поселенийĕсен Пухăвĕн депутачĕсене суйлама кандидатсене çак кунтан пуçласа тăратма тытăннă. Кандидатсене тăратасси сентябрĕн 5-мĕшĕнче вĕçленет. Кандидатсене тĕрлĕ партисем тата çынсем хăйсене хăйсем тăратма пултараççĕ. Вĕсене хăйсене кандидата тăратма ĕç коллективĕсенче сÿтсе явса сĕнÿ пани те саккуна хирĕçлемест.

- Хальхи вăхăтра район шайĕнче суйлав ирттерме кандидатсем нумай тăратнă-и?

- Августăн 18-мĕшĕ тĕлне район пуçлăхĕне суйлама 1 кандидат, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсене суйлама 7 кандидат, ял администрацийĕсен (поселенисен) пуçлăхĕсене суйлама та 6 кандидат тăратнă. Халĕ ку ĕç малалла пырать. Кандидатсене регистрацилесси тивĕçлĕ документсене тăратнă хыççăн сентябрĕн 11-мĕшĕ тĕлне вĕçленмелле.

- Кăçал район пуçлăхне мĕнле йĕркепе суйламалла пулать?

- Муркаш район пуçлăхĕ районти чи аслă должноçри çын шутланать, унăн полномочийĕсене район Уставĕнче çирĕплетсе хăварнă. Каларăм ĕнтĕ, район пуçлăхне муниципаллă (вырăнти) суйлавра 5 çуллăха суйлаççĕ.

- Юлашкинчен районти суйлавçăсене мĕн каланă-сĕннĕ пулăттăр?

- Сулавçăсене манăн çапла каласа хăварас килет. Вырăнта пурнăç лайăх еннелле улшăнасси эпир камсене суйланинчен нумай килет. Вырăнти депутатсене тата ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене суйлама тăратнă кандидатсене эсир тĕл пулусенче те район хаçачĕ урлă та сĕнÿсем, наказсем пама пултаратăр. 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика